Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Аслă Нагаткинти район Культура çуртĕнче Ялхуçалăх ĕçченĕсен кунне анлăн палăртса ирттерчĕç. Çĕр ĕçченĕсене сцена çинчен район пуçлăхĕ Х.В.Рамазанов, ялхуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ Ю.А.Морозов, район депутачĕ-сен Канашĕн пуçлăхĕ И.Фролова саламларĕç, хресченсене кулленхи ырми-канми ĕçĕшĕн тав турĕç, малашне те пысăк çитĕнӳ-сем сунчĕç.
Ханяфи Валиевич çакна палăртса каларĕ: «Эпир ку уява кашни çул ĕç çынни валли ирттеретпĕр, çапла майпа çĕр ĕçченĕн чунне вăй-хăват пама тăрăшатпăр. Эсир çĕршыва тăрантаратăр, эсир мухтава тивĕçлĕ!»
Кăçалхи çитĕнӳсем пирки калас пулсан – вĕсем чылай! Тухăç енчен илсен – рекорд! Кун пек ăнăçлă çул сахал килет. Тĕрлĕ культурăсене 86 пин те 200 гектар акнă (пĕлтĕр – 83 пин те 878). 11 пин те 451 гектар çинче сахăр чĕкĕнтĕрĕ акнă – çак культурăн облаçри калăпăшĕн 77 проценчĕ! 8 пин те 263 гектар çинчен 14 пин тонна хĕвелçаврăнăш пуçтарса илнĕ, 915 гектар çинчен – 12 пин тонна çĕрулми. Пурĕ 147 пин тонна тырă çапса илнĕ, вăтам тухăç -- гектартан 25-30 центнер.
Чăнлă районĕнчи çĕр ĕçченĕсен çитĕнĕвне уйрăмах Е.Ф.Сяпуков хуçалăхĕ пысăк тӳпе хывнă: кунта 12 пин тонна тырă çапса илнĕ, çаплах ку хуçалăх чĕкĕнтĕр туса илессипе те облаçра малта пырать – 48 пин тонна. Ыттисем те унран нумай кая юлман: «Новая жизнь» (ертӳçи Г.М.Мулянов), В.В.Салюкин, П.Н.Долгов, П.А.Узиков хуçалăхĕсем тата ыттисем. Мухтанмалăх пур!
Тĕрĕссипе, тухăç лайăх пулнипе чĕкĕнтĕре пуçтарса илеймен-ха,халĕ те кăларса завода ăсатаççĕ. Вăт мĕнле йывăр вăл çĕр ĕçĕ!
Уявра уйрăмах пĕр çамрăк çинчен каласа хăварчĕç. Вăл Алексей Долгов (Çĕнĕ Улхаш). 24 çулхи студент çулла ашшĕ хуçалăхĕнче «Вектор» комбайнпа ĕçлесе 3 пин те 210 тонна тырă çапса илнĕ, Раççейре туса кăларнă комбайнпа ĕçлекенсен хушшинче Атăлçи федераллă округра пĕрремĕш вырăн йышăннă! Çакăншăн вăл «Ростсельмаш» заводран ятарлă парне илме тивĕçлĕ пулнă. Качча чыслама Мускава чĕнсе илнĕ. Халĕ Алексей Германие кайма хатĕрленет, унти фермерсен опычĕпе паллашасшăн. Ак мĕнле пултаруллă ăру ӳсет кунта!
Районти ултă хуçалăхра выльăх-чĕ-рлĕх ĕрчетессипе тăрăшаççĕ. Сĕт туса илесси 13,2 процент ӳснĕ, аш-какай – пĕлтĕрхи пекех. Мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 2,7 процент ӳснĕ, сыснасем – 1,1.
Тивĕçлисене тĕрлĕ награда парса чысларĕç уявра. Сăмахран, фермер (хресчен) хуçалăхĕсен пуçлăхĕсем – Петр Долгов тата Леонид Еленкин РФ ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотине тивĕçрĕç. Мĕнпурĕ 70 ытла çынна награда пачĕç çак уявра, кунта Раççей шайĕнчисемсĕр пуçне Ульяновск облаçĕнчисем те пур – Хисеп хучĕсем, Тав хучĕсем. Чăнлă район пуçлăхĕ тата депутатсен Канашĕ те ентешĕсене хавхалантармалли меслетсем тупрĕç.
Парне памасăр вара никама та мантарса хăвармарĕç: шкул ачисене те, ветерансене, специалистсене те, пуçлăхсене те... Килне пурте парнепе кайрĕç.
Чыславсем хушшинче илемлĕ юрăсем янăрарĕç. Концерт шăнăрĕ халăх инструменчĕсен ансамблĕ – «Карсунские наигрыши» пулчĕ. Çаплах сцена çине вырăнти чăвашсен «Шанăç» ушкăнĕ тата тутар хĕрарăмĕсем тухрĕç, хăйсен наци юррисемпе савăнтарчĕç.
Юлашкинчен сцена çине тухса çĕр ĕçченĕсене «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ Н.Ларионов саламларĕ, вĕсене çăкăр ӳстерсе тăван çĕршыва тăрантарнăшăн тав турĕ, малашне те пысăк тухăç илме сунчĕ. Самантпа усă курса вăл районти библиотекăсем валли хăйĕн «Вутхӳре» кĕнекине пĕр пачка (40 штук) парнелерĕ. Парнене район библиотекин директорĕ А.Клопкова илчĕ.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 484, Хаçат: 49 (1398), Категори: ял хусалахе

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: