Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Культура ĕçченĕн, купăсçăн, юрă ушкăнĕн пултарулăх ертӳçин – Родион Кирилловăн ячĕ Чăнлă районĕнче кăна мар, Ульяновск облаçĕпе Чăваш Республикинче те паллă.
Пулнă тесе калас килмест вăл çын çинчен. Родион Петрович Кириллов паян та ял-йышпа тăван халăх культурине юратакансем хушшинче. Çакна чӳк уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăвашкассинче иртнĕ Родион Кириллов ячĕллĕ «Гармони звонкая душа» юрă фестивалĕ тепĕр хут çирĕплетрĕ.
Фестиваль Чăнлă районĕнчи культура уйрăмĕн пуçлăхĕ Валентина Фомина пуçарăвĕпе иртрĕ.
- Эпĕ Р.П. Кириллова пытарнă чухне мĕнпур халăх умĕнче унăн ячĕпе юрăçсен е купăсçăсен фестивальне ирттерме шантарнăччĕ. Сăмаха тытрăм. Ятарласа фестивалĕн йĕркине хатĕрлерĕмĕр, ăна районти кашни культура учрежденине ярса патăмăр. Фестиваль регионсем хушшинчи пултăр тесе тăрăшрăмăр. Чăваш Республикинчи Шăмăршă, Патăрьел, Канаш районĕсенчен, Тутарстанри Çĕпрел районĕнчен юрă ушкăнĕсене, Мускавран, Хусантан купăсçăсене чĕнтĕмĕр. Шел, пурте килеймерĕç. Çитес çул ăна урăхларах ирттерме кăмăл пур. Кун пирки эпир УОЧНКА председателĕпе Олег Мустаевпа калаçрăмăр, - пĕлтерчĕ Валентина Ксенофонтовна.
Родион Кириллов ячĕллĕ фестиваль уява килнĕ мĕнпур ушкăн, купăсçăсемпе уйрăм юрăçсем хĕрлĕ кавир тăрăх утса хăйсемпе паллаштарнинчен тытăнчĕ. Унтан залра лăк тулли пухăннă халăха хăйсен манăçми ентешĕ пирки ӳкернĕ илемлĕ фильмпа сăнӳкерчĕксен слайдне кăтартрĕç. «Юррине юрласа пĕтереймесĕрех пысăк артист пиртен уйрăлса кайрĕ» сăмахсем хыççăн куракансем те, ертсе пыракансем те куççульне чараймарĕç.
Сцена çине чи малтан Кирилловсен Евгенийпа Антон ывăлĕсем купăспа тухса чăваш кĕввине шăрантарчĕç. Ун хыççăн – Р. Кирилловăн тепĕр юратнă «ачи» – «Шуçăм» халăх ушкăнĕ тухрĕ. Вĕсем Родион Кирилловăн ĕçĕ малалла тивĕçлипе те çавăн пекех çӳллĕ шайра тăсăлнине çирĕплетрĕç.
Сцена çинчи артистсем пĕрин хыççăн тепри улшăнса пычĕç: Чăвашкассинчи
«Хамăрьял» ташă ушкăнĕ, Çĕнĕ Ульяновскри «Чĕкеç» клубăн ушкăнĕ (баянпа - П. Золотов).
Чăвашкассисене саламлама УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев сцена çине тухрĕ.
- Родион Петровича эпĕ 1989 çултанпа пĕлетĕп. Чăвашкасси ансамблĕ валли çĕлеттернĕ чăваш кĕписене Шупашкара кайса илтĕмĕр. Ахăрсамана, укçа улшăннă вăхăт. Çул çинче нумай нуша куртăмăр. Тăван ялшăн, ансамбльшĕн вăл чунне парса ĕçлерĕ. Чăвашкасси – уйрăм халăх. Эсир паянччен чăвашлăха, чăн-чăн чăваш тĕнне упраса пурăнакансем. Çакăнта сирĕн вăй! Родион Кириллова асăнни, ăна манманни сирĕн ял сумне пушшех çĕклет. Çак кунсенче кĕпĕрнаттăр патĕнче лару пулчĕ. Унта Родион Кириллов ячĕллĕ «Играй, гармонь» фестиваль- конкурса регион шайĕнче облаçри культура министерствин программине кĕртсе ирттерме сĕнтĕм. Хамăрăн паллă ентешĕмĕрсен ячĕсене манмалла мар, çӳллĕ шая çĕклесе пымалла, - терĕ.
Ашшĕн ĕçне малалла тăсса пыракан Кирилл Кириллова УОЧНКА Тав çырăвĕ-пе чысларĕ тата «Шуçăма» ушкăнпа пĕрле пухăнса чей ĕçме – электрочейник парнелерĕ.
Паллă ентешĕмĕре халалланă уявра купăс каламасан çылăх пулать тесе Олег Мустаев вирьял чăвашĕсен ташă кĕввине каласа пачĕ.
Уява малалла Р.П. Кирилловăн мăшăрĕ Надежда Петровна тăсрĕ. Женя ывăлĕ купăс каланă çемĕпе вăл пĕртăванĕн ачипе – Сергей Ивановпа – юрă шăрантарчĕ.
Паллă купăсçă Н.Ф. Косырев икĕ купăспа килнĕ, вырăс та чăваш кĕввине каларĕ, мăшăрĕ юрă юрларĕ.
Родион Кирилловăн пултăрĕ Геннадий Поляков тăванĕ пирки ятарласа çырнă сăввине вуларĕ.
«Человек он был небольшой,
Но для нас всегда был герой», - çак икĕ йĕркере унăн тĕп шухăшĕ палăрчĕ.
Унтан амăшĕнчен вĕренсе юлнă ĕлĕкхи юрра купăспа каласа юрларĕ. Вĕсен хĕрĕ Анастасия ташă ташларĕ.
Чăнлăри ӳнер шкулĕнчи баянистсен ушкăнĕ, П. Дергачев ертсе пыракан «Горница», Анат Тимĕрçенти «Хавас», Кивĕ Улхашри «Янра, юрă», Çĕнĕ Микулинти «Марьина роща», Садкири «Укăлча», Шăмăршă районĕнчи «Ахаяс» ушкăнсем, П. Афиногентов, Н. Салюкин, Н. Узалуков, П. Альдимиров, В. Серебряков купăс калакансем, Шăмăршăри Елена Муравьева юрăçă куракансене савăнтарчĕç. Кивĕ Улхашри «Янра, юрă» ушкăнри Геннадий Микка хăй вăхăтĕнче Родион Кирилловпа лартнă моряксен ташшине çаптарчĕ.
Вĕçĕнче уява пухăннă темиçе купăсçă харăс пĕрле чăваш кĕвви каласа ячĕ, вĕсем зала куракансем патне анчĕç. Юнашар Р.П. Кириллов тăрса пĕрле купăс каланă пекех туйăнчĕ.
Уява Елена Серебряковапа Милана Сандркина ертсе пычĕç. Татьяна Серебрякова фойере чăваш кĕписемпе капăрлăхĕсен куравне йĕркеленĕ.
Фестивале хатĕрленсе районти культура уйрăмĕ кăкăр çине çакмалли 300 яхăн пейджик хатĕрленĕ. Вĕсене кашнине уйăрса пачĕç.
Родион Кириллов ячĕллĕ «Гармони звонкая душа» пĕрремĕш юрă фестивалĕ пурне те килĕшрĕ, купăс сасси кашнин чĕри патне çитрĕ. Пĕр япала кăна кăмăла хуçрĕ – уява вырăсла ертсе пыни. Чăваш ялĕнче, чăвашсем валли хатĕрленĕ, чăн-чăваш çыннине халалланă чăваш уявĕнче ытларах тăван чĕлхе янрамалла пек туйăнать.
 
: 110, Хаçат: 49 (1398), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: