Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вунă вĕрентекен – куçăмсăр тапхăртан çĕнтерсе тухнисем – хăйсемпе тата методика кăтартăвĕсемпе паллаштарнă, урок ирттернĕ.
«Чи лайăх тăван чĕлхепе литература вĕрентекенĕ» ăмăртăвăн тĕп парнине выляса илме 64-мĕш шкула пынисем – чăваш, тутар, мордва чĕлхисен учителĕсем.
Конкурсантсем пуçласа наци пахалăхлă куравсем хатĕрленĕ. Чи малти вырăнта – учительсен çĕнĕ проекчĕсем, методика хатĕрĕсем, кăларăмсем, сăнӳкерчĕксем, ачасен ĕçĕсем.
Учительсен ĕçне хаклакансем: облаçри чăваш, тутар, мордва халăхĕсен наципе культура автономийĕсен ĕçтăвкомĕсен членĕсем, пуçлăхĕсем, Ульяновск облаçĕнчи Вĕренӳпе системăллă çĕнĕлĕхсен центрĕн ĕçченĕсем, регионти наци чĕлхисен вĕрентӳçисем.
- Паянхи ăнăçулăх учитель хăйĕ-нпе паллаштарма пĕлнинчен нумай килет. Унăн чĕрĕ те хастар пулмалла, ăсталăхне, хăйевĕрлĕхне педагогикăри ăслай мелĕсемпе усă курса туллин кăтартса пама пĕлтĕр. Шкулти занятисемпе класс тулашĕнчи уроксене вăл мĕнле ирттернĕ, класри ачасем еплерех ĕçлеме пĕлнĕ, вĕренекенсене тăван чĕлхепе тата литературăпа, культурăпа кăсăклантарса яма пĕлнĕ тăрăх хаклатпăр. Кураври материалсем вара педагогăн профессинализмĕ-пе хастарлăхне кăтартаççĕ, - тенĕ Татьяна Николаева хаклавçă.
Конкурсантсем жюри членĕсене паха та тарăн шухăшлă сăмахсем каласа çеç мар, пуян наци тумĕсемпе, апат-çимĕçĕпе те тĕлĕнтернĕ. Профессири ăнăçусемпе çитĕнӳ-сем пирки сцена çинчен сăвăласа калаçнă.
Кашни вĕрентекенĕн – ачасене тăван чĕлхепе паллаштарнă çĕрте ĕçлесе çитернĕ хăйнеевĕр хатĕ-рлевсем. Юлия Серебрякова, сăмахран, чăваш чĕлхинчи ваттисен сăмахĕсене ӳкерсе илемлетет. Кружок ĕçĕнче вĕсемпе тăтăш усă курать.
- Урок теми мĕнли пĕлтерĕшлех те мар – эпир пысăк тимлĕх пуплеве уйăратпăр. Пирĕн занятисем диск-кассета итленинчен (аудированирен) пуçланаççĕ: тăван чĕлхепе вулакан сăвăсем, халап-юмах, юрăсем итлетпĕр. Ачасемшĕн ку питĕ интереслĕ. Эпĕ ертсе пыракан «Чăваш халăхĕн культури, историйĕ тата пуплевĕ» кружокри ачасем паян хăюллăнах тăван чĕлхепе сăвă-юрă вĕренеççĕ. Хальлĕхе акцентпа калаçаççĕ-ха. Апла пулин те тĕппи – ачасем пур кăмăлтан çĕннипе кăсăкланма пĕлни, - тенĕ Юлия Александровна.
Ульяновск облаçĕнчи вĕренӳпе ăслăлăх министерствин эксперчĕ – тĕп специалисчĕ Галина Юдина каланă тăрăх, пирĕн регионта Сергей Морозов кĕпĕрнаттăра пула этнокультура тата поликультура вĕренĕвĕсене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. «Ку ăмăртăвăн тĕллевĕ сумлă – ачасене тăван чĕлхене вĕрентекен учительсене хавхалантарасси. Тăван халăх тымарĕсене, культурипе йăли-йĕркине вĕрентни – пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тенĕ вăл.
Облаçри чи пултаруллă тăван чĕлхепе литературин вĕрентекенсене тӳрех виçĕ номинацире суйланă. Вĕсем регион чысне пĕтĕм Раççей ăмăртăвĕнче хӳтĕлĕç.
Чăвашсенчен 1-мĕш вырăна Вăта Тимĕрçенти вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентекен Ирина Васильевна Краснова тухнă, 2-мĕшне – Ульяновскри 21-мĕш вăтам шкулти кружок ертӳçи Юлия Александровна Серебрякова, 3-мĕшне – Унтăрти лицей вĕрентӳçи Людмила Степановна Улюкина.
 
: 516, Хаçат: 49 (1398), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: