Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Калав)
 
Тепловсен килĕнче ирхи канăçсăр шăнкăрав янăраса кайрĕ. Телефон кĕпçине Пăлюк аппа тытрĕ.
- Путевка-и/! Чăнах та-и/! Канма яраççĕ-и/! Тулюка-и/! Эй, тĕнче! Пирĕн пеккисене те сум тăвакан пур иккен. Пырать, пырать… Урама тухнăччĕ-ха. Наччас чĕнсе кĕретĕп, - савăнса ăшталанчĕ Пăлюк, утмăл çулалла çывхарса пыракан йăрă хĕрарăм. Çамрăк курăнать Пăлюк, тирпейлĕ, çивĕч ăс-тăнлă. Çан-çурăмĕ те çамрăк чухнехи пекех йăрăс. Пĕкĕрĕлсе, пуçне пĕксе утмасть-ха вăл кӳршĕри вырăс хĕрарăмĕсем пек. Сасси те янравлă, кулли те кăлтăрти.
Тулюк, урăхла каласан, Теплов Анатолий Гурьевич, Пăлюкăн мăшăрĕ пулать. Вĕсем Чĕмпĕр облаçĕнчи Осипенко текен вырăс ялне Тутарстанри чăваш ялĕнчен килсе тĕпленнĕ. Анатолий Гурьевича ачаранах хăй çуралнă ялĕнче те, таврари ялсенче те Тулюк тесе чĕнетчĕç. Хушма ячĕ те ĕмĕрлĕ-хех çыпăçрĕ çумне. Ял-йыш ăна Амма Тули пек пĕлетчĕ. Пилĕк çула çитичченех, çиесси килсен: "Амма парăр!" – тесе кăшкăрнă Тулюк.
Пăлюк васкаса картишне тухрĕ. Йĕри-тавра пăхкаларĕ – Тулюк курăнмасть.
- Тулюк, Тулюк, ăçта çухалтăн эс/! – янраттарчĕ урама хĕрарăм.
- Ăçта пулам ĕнтĕ/ Карта хыçне кайнăччĕ, - туйине алăран вĕçертмесĕр пусма çине пырса ларчĕ Тулюк. – Мăн янăратăн çурăк чан пек/! Лăпкăнрах каласан та илтетĕп, эпĕ Тулюк мар, Анатолий. Миçе каламалла сана/
- Темле çав… Илтенех-ши/ Ĕç хушсан самант клухуя тухатăн вĕт эс. Ку хыпара илтсен вара клухуй та илтекен пулĕ, суккăр та куракан пулĕ.
- Атя, ан лăрка. Мĕн хыпарĕпур унта санăн/ – чĕлĕмне чĕртсе ячĕ Анатолий Гурьевич. – Часрах кала…
- Путевка параççĕ сана санаторие кайма, ырантан кирлĕ хутсене хатĕрлеме пуçламалла… Тухтăрсенчен справка илмелле.
Çакна илтсен пĕлтĕр урине хуçнăранпа туйине аллинчен яман арçын ялт! сиксе тăчĕ пусма çинчен.
- Да-а-а! – аллисене сăтăркаларĕ вăл. - Аван вăхăта лекет кану.
Урамра ăшă, тавралăх ешерет… Хĕвел ывăнми куллине сапалать…
- Лавккана çитсе килес, - ăшталанать Пăлюк. – Сан валли çĕнĕ тум-юм туянас пулать. Çынран кая пулмалла мар. Мухтав Турра, пенси вăхăтра пачĕç.
Тухса утрĕ хĕрарăм çывăхри "универмага".
- Ăçта васкатăн, кӳршĕм/! – кăшкăрсах ыйтрĕ хапха умĕнче тăракан кинеми. Епле иртсе кайăн савăнăçне пĕлтермесĕр.
- Лавккана çитсе килесшĕн-ха. Упăшкана санаторие кайма путевка параççĕ. Çĕнĕ тум-юм туянас пулать.
- Апла иккен, - васкаса çитрĕ сакăрвунналла çывхарса пыракан вырăс хĕрарăмĕ. – Ытла ан савăн-ха. Вăхăтĕнче сан пек ăшталанса мăшăрсăр тăрса юлтăм эпĕ, - куççульне шăлчĕ кинеми. Сасси чĕтрет хăйĕн. Пуçĕ лаш усăнчĕ.
- Тем ан калаç-ха, Мария. Камах кирлĕ пуль манăн тăнкăлти старикĕм. Юрату валли тесен – тахçанах пĕр-пĕрин енне çурăмпа пăхатпăр. Ĕç валли тесен – чи сумлă ĕç хатĕрĕсем туяпа апат кашăкĕ унăн.
- Ну юрĕ, кăмăлна йывăра ан ил. Эп хам тӳснĕ хуйха çеç пĕлтертĕм… Эпир, тĕрĕс те, çамрăкрах пулнă ун чухне. Икĕ ывăла пĕчченех пурнăç çулĕ çине кăлартăм, - çаврăнса утрĕ Мария.
"Тулюк, вăл çамрăк чухне маххă параканни пулман та-ха”, - утнă май аса илет Пăлюк çамрăклăха. Пит чипер каччăччĕ вăл, йăрăс пӳллĕ, хумлă-хумлă çырă çӳçлĕ, чакăр куçлă, тӳрĕ сăмсаллăскер. Ăмсанатчĕç ялти хĕрсем качча. Анчах та вăл Пăлюка суйласа илчĕ… Суйласа илчĕ те – ĕмĕрĕпех куçран пăхтарса пурăнать. Пăлюк хăй те ăмсанмалли хĕрччĕ. Яштака пӳллĕ, кăвак куçĕсем тĕпсĕр кӳлĕ пек. Кулли янравлă, çивĕч ăс-тăнлă. Класра чи аван вĕренекеннисенчен пĕриччĕ. Ялти чи чипер хĕрччĕ тесен те юрать пуль. Шутламан та вăл вăтам шкул пĕтерсенех качча каясса. Аслă пĕлӳ илесси çинчен ĕмĕтленетчĕ хĕр. Çавăрчĕ-çавăрчех çамрăк пике кăмăлне ял куштанĕ Тулюк. Кĕрлеттерчĕç туй Тулюкпа Пăлюк…
"Эх, иртрĕç вăхăтсем… Ман хыçран та сахал мар каччă чупнă. Ав кӳршĕ ял каччи Володя çар çынни пулса тăчĕ… Полковниках çитнĕ теççĕ. Интереслĕ, мĕнле йĕркеленнĕ пулĕччĕ-ши пурнăçăм Володюкпа/” – тăсать хĕрарăм асаилĕвне…
Мухтав Турра, йĕркеллех пурăнаççĕ… Ывăлпа хĕр пăхса ӳстерчĕç Тулюкпа Пăлюк. Виçĕ мăнукĕ куç тулли. Аякка кайса çухалмарĕç тĕпренчĕкĕсем.
Иккĕшĕ те аслă пĕлӳ илсе тăван çĕрте тĕпленчĕç. Хĕрĕ вĕрентӳçĕ. Ялти шкулта тăрăшать. Ывăлĕ агроном. Юнашар урамрах пурăнаççĕ тĕпренчĕкĕсем.
Çĕнĕ кĕпе-йĕм туянчĕ Пăлюк савнă мăшăрĕ валли. Сăмса тутрине те пиллĕк таранах суйларĕ. Хĕрарăм киле çитнĕ çĕре упăшки диван çинче харлаттарсах çывăратчĕ. Чĕрне вĕççĕн пусса иртрĕ Пăлюк сĕтел патне. Çав вăхăтра ура айĕнчи пĕр хăми чĕриклетсе илчĕ те арçын куçне уçрĕ.
- Йĕркеллĕ утма пĕлмерĕ ĕнтĕ ку карчамас! - ятлаçса илчĕ вăл.
Сăнă пек пырса тăрăнчĕç çак сăмахсем Пăлюк чĕрине. Мария сăмахĕсем тăнлавран шаккарĕç: "Ытла ан ăшталан. Эпĕ сан пек ăшталанса упăшкасăр тăрса юлтăм".
- Ах, ăккăр-маккăр! – çĕклесе çапрĕ вăл аллинчи хутаçне. – Канма памаççĕ иккен ăна! Ак санаторие кайсан канăн. Унта карчамассем мар, çара пĕçĕллĕ майрасем туллиех. Капла та ĕçлесе сăвăнтарман. Ана хыçне кăкарнă лашана та шăварман иккен эсĕ.
- Латнă, латнă, ан ахраш. Пар-ха, пăхам мĕн илсе килнĕ унта ман валли. Так-так-так, пурте çĕнĕ япала. Çĕнĕ тумпа çĕнĕ арăм шырасан та юрать, - лăх-лăх кулчĕ арçын.
Юрать, çак сăмахсене илтмерĕ Пăлюк. Вăл тулса çитнĕ çиллине шăнараймасăр çенĕке тухнăччĕ. Илтнĕ пулсан-и/.. Илтнĕ пулсан… Алăк умне тайăннă туяпа çурăм тăрăх пĕррех лектернĕ пулĕччĕ тăнкăлти стариккине. Пĕлмест-ха вăл Тулюк чееленнине. Лешĕ хăйне упрать. Ĕç патне питех туртăнаканни мар вăл. Туйине те çавăнпах ывăтса пемест. Пенсиччен бригадирта, ферма заведующинче «çапкаланса» çӳренĕ, килти ĕçре пилĕкне авман вăл. Ирхи кăвак çутăпа тухса кайнă та каçхи ĕнтрĕкпе килсе кĕнĕ.
Килти хуçалăх пĕтĕмпех Пăлюк çинчеччĕ. Ӳсерехпе ачисем пулăшнă паллах.
Тепĕр кунне Анатолий Гурьевич кунĕпех пульницара пулчĕ. Кабинетсем тăрăх çӳресе халтан кайрĕ.
- Вçо, пĕтĕмпех иртрĕм. Путевка алăра, - полиэтилен хутаçне диван çине хучĕ арçын. Хăй кухня енне таплаттарчĕ.
- Мĕн тултарнă-ха ку хутаçне. – пырса кăсăкланчĕ арăмĕ.
Сумкинче – çĕнĕ хырăнмалли прибор, шăл тасатмалли щетка, «Бленд-а-мед» текен паста, пушмак тасатмалли кремпа щетка. Хаклă йышши шампуньпе икĕ тĕрлĕ тутлă шăршлă супăнь çинчен те манман упăшки. Хаклă йышши одеколонпа хырăнас умĕн тата хырăннă хыççăн сĕрмелли крем…
- Вот окаянный! – вырăсла ятлашса илчĕ Пăлюк. – Мĕнле хатĕрленет вăл! Юлашки вăхăтра хырăнма та, шăлне тасатма та ӳркенекенскер блиндаметсем илсе тултарнă. Пĕççине тăратса телевизор умĕнче выртаканскер пĕр рекламăна та сиктермест…
"Ан ăшталан, вăхăтĕнче сан пек ăшталанса упăшкасăр юлтăм", - каллех янăраççĕ хăлхара Мария сăмахĕсем…
Пăлюк чунне пусарса упăшкине çула хатĕрлерĕ.
- Укçине пайтахрах парас. Мушĕпĕт, лере тӳлевлĕ сиплев илмелле пулĕ. Ан шелле укçуна, уруна сыватма тăрăш.
Картинкке пекех халь Анатолий Гурьевич. Çĕнĕ костюмĕ каччă çинчи пек ятуллă. Хырăннă хыççăн çамрăкланнă пек те курăнать.
Уттарчĕç Пăлюкпа упăшки автовокзала.
- Сумкине хамах çĕклесе пырăп. Уруна йывăр пулĕ атту, - шеллет хĕрарăм савнă мăшăрне.
Лешĕ туйине таçта ывăтăччĕ те – çынран намăс. Халăх шанать, ĕненет вăл сусăрне… Шеллет ăна.
"Санаторие кайса килнĕ хыççăн курăнĕ унта", - шутлать арçын.
Пĕрремĕш маршруткăпах ăсанчĕ Анатолий Гурьевич. Чӳречерен сăнать вăл тавралăха…
Уй-хир çине пăхса киленет. Çанталăк аван тăрать. Çĕртме уйăхĕ савăнтарать халăха. Ăшă тăнипе пĕрлех вăхăт-вăхăт çумăр та çуса илет. Чăн çăтмах тикĕс, çемçе симĕс кавир пек курăнса выртакан тыр-пул валли…
Тепловшăн, ялхуçалăхĕнче тăрăшса пенсие кайнă çыншăн, питĕ кăмăллă çакă.
Кăнтăр тĕлне çитрĕ арçын санаторие.
"Вçо, çак минутран эпĕ нимĕ-нле Тулюк та мар. Çак минутран эпĕ çĕнĕрен Анатолий. Темиçе те асăрхаттарнă арăма… Пурĕпĕрех – Тулюк та Тулюк…"
Пырать Анатолий уçă сывлăшпа киленсе. «Ырă сунса кĕтсе илетпĕр» тесе çырнă вывеска кăмăл-туйăма çĕклет. Аллейăн икĕ енĕпе тĕрлĕ тĕслĕ йывăçсем куçа илĕртеççĕ. Чечек, чечек, чечек… Тутлă шăршă сăмсана кăтăклать. Икĕ енĕпе лартса тухнă капăр саксем çинче кĕске шорты тăхăннă майрасем хĕртĕнеççĕ. Пĕççи-каççи кăвапа таранах çара… Вĕсене курсан Анатолий-Тулюк аллинчи туйине вăшт кăна йывăç хушшине чăмтарчĕ. Хăй кăкăрне сарса тӳрĕленсе тăчĕ те салтак командир патне васканă пек йăрăссăн утса иртрĕ.
- Вот и новый жених появился. Смотри, как чеканит, - лăх-лăх кулчĕ пĕр майри.
 
 
(Малалли пулать.)
 
: 397, Хаçат: 49 (1398), Категори: Чăваш писателĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: