Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Нихут Кĕркурин ывăлĕ – Лекçей тете – Казахстанри Актюбинск хулинче пурăнатчĕ. Пенсие тухсан Чăваш Ене сайра пулин те килсе каятчĕ. Асрах-ха эпир ăна укăлча умĕнче ăсатса яни. Тухса каяс умĕн Лекçей тăван ялне куçĕ шывланиччен сăнарĕ, ассăн сывларĕ. Ачалăхне, тăванĕсене аса илчĕ пулас... Çак тĕлпулура эпĕ Лекçей патшалăх умĕнче мĕнле паттăрлăх кăтартнине пĕлтĕм.
Лекçей салтак хĕсметне 1963 çулта Туркменистана çитсе ӳкет, кунта танкиста вĕренсе тухать. Çулла вĕсен дивизийĕ уйрăм вырăна куçать. Пĕр енче – Иран, тепĕр енче – Афганистан. Чăтма çук шăрăх кунсем: ĕçме шыв илсе килеççĕ, анчах вĕретмесĕр ĕçме юрамасть. Салтакăн чăтмалла!
Дивизи командирĕ – генерал, унăн хăйĕн танкĕ пур, Лекçей ун экипажĕнче. Сарлака хул-çурăмлă, çӳллĕ генерал Лекçее хăй патне чĕнсе илет: «Неофитов сержант! Ман пата! Часах çула тухăпăр, танка хатĕрле. Байрамали хулине çитсе килмелле».
Хули аякра. Унта кайма генерал Лекçее кăна илет. Мĕншĕн ăнă кăна/ Генералран ыйтса тăраймăн вĕт. Çул çине 10 литр шыв, 2 кило сухари илеççĕ вĕсем.
Çапла пушхирпе çăра тусан кăларса пыраççĕ. Пĕрер сехетрен кĕтмен çĕртен танк моторĕ сӳнсе ларать. Лекçей темĕн те туса пăхать – ăна хута яраймасть.
-Сержант, ан шиклен! Раципе пулăшу ыйт!- хушать генерал.
Хăй танк йĕри-тавра уткаласа çӳрет. Çитменнине, раци те ĕçлемест, сас-чӳ çук! Каçчен асапланнă хыççăн генералпа Лекçей çывăрма выртаççĕ. Кăнтăрла шăрăх пулсан каçпа сивĕ кунта! Ниçта кайма та аптрамалла, çуран çула тухсан чĕрĕ юлас çук. Çапла вĕсем пилĕк кун пурăнаççĕ: кăнтăрла танк айĕнче выртаççĕ, çĕрле – танк ăшĕнче. Сухарие çисе янă, шыв пĕтсе пырать. Каçсерен хăрушă тĕлĕксем канлĕх памаççĕ. Генералăн сасси те шала каять. Пушхир тыткăнне лекнисем ирĕксĕрех малтанхи пурнăçне, тăванĕсене аса илеççĕ, пĕр-пĕрне аван пĕлсе çитеççĕ.
-Генерал юлташ, шыв пĕтрĕ! Чĕлхĕр айне гайка хурăр, вăл ĕçес килнине чакарĕ,- тет Лекçей.
Сакăр кун та иртет хайхи кунта. Генералпа сержант пушхире сăнаççĕ, мĕнле те пулин пулăшу килмест-и теççĕ. Ун вырăнне шыв кӳлли курăнать, вăл чӳхеннĕ пек.
-Ку куçа улталакан япала, мираж теççĕ ăна,- ăнлантарать генерал.
Вунă кунран генералпа Лекçейрен шăм-шакки кăна юлать, вĕсем калаçайми те пулаççĕ. Тутисем куштăркаса каяççĕ. Кунта вилĕм кĕтмелли кăна юлать -- çапла шухăшсем çаврăнаççĕ пуçра.
Анчах 11-мĕш кунне вĕсене шыраса тупаççĕ! Дивизире генерал хăнана кайнă пулĕ тесе шутланă малтан. Кайран вара шырама пуçланă.
Пушхир тыткăнĕнче пулнисем уйăх ытла госпитальте сипленнĕ, вăй илнĕ.
Службăна килсен генерал мĕнпур салтаксемпе командирсене плац çине тухма хушать.
-Неофитов сержант! Ман пата кил! Сана хăрушă самантра хăвна тĕрĕс тытма пĕлнĕшĕн, генерала вилĕмрен çăлнăшăн, салтак чысне яманшăн «Хĕрлĕ Çăлтăр» орденпа тата «Хастарлăхшăн» медальпе наградăлатăп!- тет.
Унтан наградисене Лекçей кăкăрĕ çине çакса ярать. Ун хыççăн вăл Лекçее ытамласа илет. Иккĕшĕн куçĕнчен те куççуль шăпăртатать, пĕр-пĕрин хулпуççине йĕпетсе пĕтереççĕ. Вĕсем никама та асăрхамаççĕ, хăйсем кăна тейĕн.
-Паттăр çын эсĕ, Неофитов... Паттăр салтак... Эпĕ сана ĕмĕрне те манмăп... Тав сана...-пăшăлтатать генерал.
Унтанпа нумай çул иртнĕ. Лекçей тете те ку тĕнчере çук ĕнтĕ. Анчах ун паттăрлăхне ялта манмаççĕ, ун çинчен мăнукĕсем те пĕлеççĕ. Орденĕпе медальне вара тăванĕсем асăнмалăх упраççĕ.
Ман куç умĕнчен вара Лекçей тетен ялтан тухса кайнă чухнехи сăнĕ каймасть.
 
Чăваш Республики,
Тăвай районĕ,
Сăхăтпуç ялĕ.
 
: 426, Хаçат: 49 (1398), Категори: Паттăрлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: