Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
РФ инкеклĕ ĕçсен министерстви Атăлçи федераллă округри икĕ субъекта – Ульяновск облаçĕпе Мордови Республикине – тĕрĕслекенсене янă. Сăлтавĕ – 2011 çулта пушарсенче нумай çыннăн пурнăçĕ татăлни.
Комисси представителĕсем ирттернĕ канашлура 2011 çулта пушарта мĕн чухлĕ çын вилнине илсе кăтартнă. Раççейре пушарсем тата унта çынсем вилни чакса пырать пулсан Ульяновск облаçĕнче вилекенсен шучĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан ӳснĕ. Çулталăк пуçланнăранпа регионта 930 пушар пулнă, вĕсенче 81 çын вилнĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан ку 11 çын ытларах. Çын пурнăçне татакан пушарсем ытларах харпăр çурчĕпе пурăнакан вырăнсенче пулнă. Сăлтавĕ яланхи пекех: вут-кăвар патне ӳсĕрле пыни, кăмакасем юсавсăр, мăрьесем таса мар пулни, электроприборсемпе тĕрĕс усă курманни. Комисси членĕсем палăртнă тăрăх, çулăмра çынсен пурнăçĕ ан татăлтăр тесе регионти МЧС, полици, социаллă тытăмĕн ĕçченĕсем, вырăнти администраци ялсенче рейдсем ирттерет. Нумай ачаллă, пĕччен ватăсемпе инвалидсем, ĕçекен çемьесем пурăнакан çуртсене тĕрĕсленĕ. Вĕсемпе пушартан сыхланмалли пирки калаçу ирттернĕ.
Пушарпа кĕрешекенсем “Жилище” операци ирттерсе уйрăм граждансен 62 пин, нумай ачаллисем пурăнакан 5 пин, ватăсем пурăнакан 10 пин çурта тĕрĕсленĕ. Граждансене пухса 500 калаçу йĕркеленĕ, вĕсене 17337 çын итленĕ.
Çулталăк пуçланнăранпа Атăлçи федераллă округра çулăмра 66 ачан пурнăçĕ татăлнă. Çавăнпа та шкулсенче ачасене пушартан сыхланмалли пирки ăнлантарсах тăмаллине палăртнă.
Ульяновск облаçĕнчи МЧСăн тĕп управленийĕ ыйтусем сиксе тухсан граждансене 39-99-99 телефон номерĕпе пшăнкăравлама ыйтать.
 
: 904, Хаçат: 44 (1136), Категори: МЧС

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: