Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вăл калаçни радиопа телекурав дикторĕн сассине аса илтерет. Çавăн евĕрлех çепĕç те лăпкă, чуна лăпкакан сасă. Чăвашла илемлĕ калаçать. Пĕр вырăс сăмахĕ те çук унăн пуплевĕнче.
 
«Эпĕ ачаран вырăспа – вырăсла, чăвашпа – тăван чĕлхепе калаçма хăнăхнă. Анне чĕлхинчен илемлĕреххи пур-ши тата çĕр çинче/» - терĕ хăйĕнпе паллаштарса Чăнлă поселокĕнчи «Зернышко» ача сачĕн воспитателĕ, эпир пынă кун гид рольне калăпланă кăмăллă хĕрарăм – И.Г.Рязанова.
Тутарстанри Пăва районĕнчи Пӳркел шкулне пĕтернĕ хыççăн Ульяновскри педагогика училищинчен вĕренсе тухнă та – мĕнпур пурнăçне ачасене ăс парассине халалланă. Воспитатель тивĕçне пурнăçланисĕр пуçне Ирина Геннадьевна çамрăк ĕçтешĕсене пулăшать: çăмăл мар ĕçе хăнăхма, усăллă занятисем ирттерме, ашшĕ-амăшĕпе пĕр чĕлхе тупма, кун йĕркине калăплама вĕрентет. Ачалăхри ĕмĕчĕ пурнăçланнине пысăк телей тесе шутлать. Диплом илсе ĕçлеме пуçланăранпа 2016 çулхи октябрь уйăхĕнче 23 çул пулнă.
- Ĕçе тĕрĕс илсе, йĕркелесе пырассинче пирĕн ача сачĕ Чăнлă районĕнчи чи ăнăçлисенчен пĕри. Ашшĕ-амăшĕ те унăн ĕçĕпе кăмăллă. Пĕлӳ çурчĕ çĕнĕлле ĕçленинче, паллах, унăн ертӳçин Ирина Косолапован тӳпи пысăк. Пуçлăх кашни воспитателех хака хурать, хавхалантарма, пулăшма тăрăшать. Ку профессире ачасене юратакан, чăтăмлă, пур енĕпе те пултаруллă çынсем çеç тытăнса тăнине аван ăнланать. Ушкăнсенчи ачасемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Сăмахран, çак кунсенче иртнĕ пухура Ирина Ивановна аслисене вĕсен ачисем çиекен апата тутантарса кăтартма май тупрĕ. Техĕмлĕ çимепе пурте кăмăллă юлчĕç. Икĕ енлĕ хутшăнăва (тĕрĕссипе, иккĕ çеç те мар, воспитательсене илсен виçĕ енлĕ те пулса тухать) пысăк витĕм кӳрет пуçлăх. Иртнĕ тĕлпулура та малтан ачасем ашшĕ-амăшне саламларĕç, концерт кăтартрĕç. Психолог калаçăвĕ хăйнеевĕрлĕхпе уйрăлса тăнине палăртмалла. Вăл ачасене тестпа тĕрĕсленĕ, вĕсене ашшĕ-амăшĕпе паллаштарчĕ. Аслисен сунăмĕсене итлерĕмĕр, ĕçре шута илме шантарса вĕсене парне турăмăр: «Пирĕн юратнă ача сачĕ» хăтлав пурин кăмăлне те çĕклерĕ, - тет Ирина Рязанова.
Паян яваплă та опытлă педагог ача садĕнчи çамрăк воспитательсен пĕрремĕш пулăшаканĕ. Хуть те мĕнле ыйтупа та ĕçтешĕсем Ирина Геннадьевна Рязанова патне пыраççĕ. Пысăк пĕлӳллĕ специалист вара май килнĕ таран кашнинех пулăшма тăрăшать, паха сĕнӳсем парать. Ача сачĕпе паллашнă май, вăл çынсемпе еплерех хутшăнса вăй хунине сăнама тӳр килчĕ-çке. Вара çапларах пĕтĕмлетӳ турăм - çамрăксем юратаççĕ ăна, кашни сăмахне вырăна хураççĕ, хисеплеççĕ.
- Ача пахчинче, шел, ятарлă кружоксем çук пирĕн. Анчах та воспитательсем хăйсемех ачасене спорт, чĕлхе, юрă-ташă тĕлĕнчен аталантарма май тупаççĕ, вăйă урлă çырма-вулама вĕрентеççĕ, занятийĕсене хăйнеевĕр те интереслĕ ирттереççĕ. Еплерех теттесем ăсталаççĕ вĕсем: пластилинран, хутран, чустаран, вĕтĕ шăрçаран, ытти тĕрлĕ материалтан. Алĕç ăсталăхĕ шăпăрлансен аллисене, пӳрнисене аталантарма май парать. Ушкăнсене уявсем тĕлне илемлетме те кирлĕ вĕсем. «Ылтăн кĕркунне», Çĕнĕ çул, Хĕрарăмсен кунĕ, Пĕлӳ кунĕ тата ытти уявсем аван иртеççĕ садикра. Утренниксене ачасене илемлĕ юрă-ташă вĕрентеççĕ. Ĕçĕ нумай кунта. Воспитательсем садике ĕç укçишĕн мар, ачасене юратнипе васкаççĕ. Çак кунсенче çеç-ха çитес çул килмелли ачасене, ашшĕ-амăшне «Уçă алăксен кунне» чĕнтĕмĕр, «Килти вăйăсен пуххи» уçă урок, алĕçĕпе «Эпир – маттур ачасем» маçтăр-класс, сывлăх урокне ирттертĕмĕр. Курччăр, вĕренччĕр аслăрах тантăшĕсенчен. Çитес çул «Юмах тĕнчине» пурте килетпĕр терĕç. Садикри пурнăç питĕ килĕшнĕ вĕсене, - терĕ Ирина Геннадьевна кăмăллăн кулса.
 
Чăнлă поселокĕ.
 
: 550, Хаçат: 50 (1399), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: