Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕнчи çыравçăсен «Шевле» литература пĕрлешĕвĕн ларăвĕ хальччен кун пек йĕркепе иртменччĕ: историре пĕрремĕш хут лару вырăс çыравçисемпе пĕрле иртрĕ.
Шевлеçĕсемпе тĕл пулма облаçри писательсен пĕрлешĕвĕн председателĕ И.Гончаров премийĕн лауреачĕ Ольга Шейпак, «Симбирск» журналăн тĕп редакторĕ Елена Кувшинникова, тĕп редактор çумĕ, поэт, куçаруçă, тĕрлĕ премисен лауреачĕ Александр Лайков, паллă поэт, область гимнĕн сăмахĕсен авторĕ, тĕрлĕ премисен лауреачĕ Николай Марянин килсе çитрĕç.
Ларăва «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ, «Шевле» литература пĕрлешĕвĕн председателĕ Николай Ларионов уçрĕ. Вăл чи малтан хаçатра ирттернĕ тĕрлĕ конкурссемпе викторинăсен çĕнтерӳçисене дипломсемпе палăртрĕ. Диплом илекенсем хушшинче ларăва хутшăннă Чăнлă районĕнчи Ирçел шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Н.М. Сайгушева тата кăçал «Раççей чăваш пики» конкурса хутшăнса «Чăваш Ен тулашĕнчи чи пултаруллă пике» номинацире çĕнтернĕ Ангелина Адамова, çаплах Петр Кашеев, Анна Никонорова, Нина Васильева çыравçăсем пулчĕç.
Николай Ларионов кăçалхи нарăс уйăхĕнчи «Симбирск» журналта чăваш поэчĕсен хайлавĕсене вунă страница пичетленине каларĕ. Ульяновск облаçĕнчи çыравçăсем çӳлерех шая çĕкленме тăрăшнине, анчах çакна тума куçаруçăсем çитменнине палăртрĕ.
Малалла вăл «Канаш» хаçатпа тата унта ĕçлекенсемпе паллаштарчĕ.
- 1956 çулта шкулсенче чăваш чĕлхи вĕрентме пăрахнăранпа пултарулăх енĕпе ĕçлекенсен çулĕ хупăннă. 1989 çулăн вĕçĕнче «Канаш» хаçат тухма тытăннăранпа вĕсен иккĕмĕш сывлăш çаврăнăçĕ уçăлчĕ. Çыравçăсем хăйсен произведенийĕсене хаçата ярса пама тытăнчĕç. 1997 çулта «Канаш» çумĕнче «Шевле» литература пĕрлешĕвĕ йĕркеленчĕ. «Атăл юрри» журналăн икĕ номерне кăлартăмăр. Çитес çул «Шевле» 20 çул тултарать. Çак датăна пĕр-пĕр издани кăларса паллă тума шухăшлатпăр, – терĕ.
Ольга Шейпак облаçри çыравçăсен пĕрлешĕвĕнче В.Н. Тараватпа А.Ф. Юман тăнине, вĕсен пултарулăх ĕçĕсене «Мономах» журналта пичетленине, чăвашсем хушшинче хастар çыравçăсемпе таврапĕлӳçĕсем пуррине, вĕсем «Мономах», «Симбирск» журналсене кăларма пулăшнине палăртрĕ.
-Чăваш çыравçисен уйрăм изданине кăларас шухăш лайăх. Кунпа çине тăрса ĕçлемелле. Куçару пирки каласан вара пирĕн çыхăнăва çирĕплетмелле, чăвашсен произведенийĕсене вырăсла, вырăссене чăвашла куçармалла. Малашне облаçри писательсен пĕрлĕ-хне чăвашсен хушамачĕсем хушăнасса шанатăп, - терĕ.
Елена Кувшинникова «Симбирск» журнала Чĕмпĕр тăрăхĕнчи пултаруллă вăйсене пĕрлештерес тĕллевпе йĕркелесе янине палăртрĕ.
-Эпир чăваш çыравçисен ĕçĕсене пичетлеме сăмах паратпăр: пĕр автор произведенийĕсен ярăмне е темиçе çыравçăнне. Пирĕн тĕрлĕ рубрикăсем пур. Сиртен – кашни йĕркене тӳррĕн куçарни кăна кирлĕ. Эсир, чăваш çыравçисем, тăван чĕлхене сыхласа хăварса, ăна аталантарса пĕтĕм культура уçлăхĕнче чунлăх вăйне пухакансемпе пĕрле пĕрлешетĕр, - терĕ.
Н. Благов премийĕн лауреачĕ Александр Лайков хаваспах чăваш поэчĕ-сен сăввисене вырăсла куçарассине пĕлтерчĕ.
Николай Марянин Чĕмпĕр тăрăхĕнче темиçе ĕмĕр каялла ĕçлесе пурăннă тата паян пурăнакан çыравçăсен биографийĕсен справочникне кăларма хатĕрленнине пĕлтерчĕ. Вĕсем хушшинче ун списокĕнче хальлĕхе 50 чăваш çыравçин ячĕ.
-«Ульяновская словесность: начало 21 века» антологие эпир облаçри ултă чăваш çыравçине кĕртрĕмĕр. Шупашкарта «Чăваш çыравçисем» кĕнеке тухнă. Тен, пирĕн облаçра та «Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăваш çыравçисем» кĕнеке кăлармалла. Тата куçарусем пирки каласшăн: эпĕ çамрăкранах нумай куçарнă. Куçару енĕпе конкурссене хутшăнса çĕнтернĕ. Нумаях пулмасть тĕнчери куçаруçăсен çурчĕ ирттернĕ конкурса хутшăнса француз чĕлхинчен куçарса пĕрремĕш вырăн çĕнсе илтĕм, Китай чĕлхинчен – иккĕмĕш. Халĕ куçару енĕпе Интернет урлă конкурссем ирттереççĕ. Эсир те, чăвашсем, çавăн пек конкурс йĕркелĕр. Сирĕн ĕçĕрсене куçарас текенсем нумай пулĕç. Приз фондне кăна тупмалла, - терĕ.
Анатолий Юман пухăннисене хăйĕн пултарулăх çулĕпе паллаштарчĕ, библиотекăна çĕнĕ кĕнекине парнелерĕ.
- Проза – ăс-тăн философийĕ, поэзи – чун философийĕ теççĕ, - пуçларĕ сăмахне Михаил Сугалов поэт. – Паян çыравçăсем – обществăлла майпа ĕçлекенсем. Куçаруçăсен шкулĕ те çук. Уйрăм куçаруçăсем кăна пур. Çавăнпа та куçару – пысăк ыйтупа тăрать пирĕн умра. Тепĕр пысăк ыйту – кĕнекесем кăларасси. Манăн виçĕ кĕнеке хатĕр. Вĕсене вулакан патне мĕнле çитермелле/
М.А. Сугалов тăван ялĕ пирки сăвă вуларĕ.
А.М. Богатов çавăн пек паллă вырăс çыравçисем тĕлпулăва хутшăннипе савăннине, вĕсемпе пĕрле Луговое ял халăхĕпе тĕлпулусем йĕркеленине аса илчĕ. Çыравçăсемпе пĕрле ӳкерттернĕ сăнӳкерчĕк парнелерĕ.
- Паянхи тĕлпулу пысăк пĕлтерĕ-шлĕ. Çыравçăсем пĕрлешни халăхсене пĕрлештерекен пулăм. И.Я. Яковлев пире Халалĕнче вырăс халăхĕпе пĕрле пулма хушнă. Иккĕмĕшĕ, пире хулара Туслăх çурчĕ çитмест. Унчченхи Туслăх çуртĕнче тĕрлĕ мероприяти ирттернĕ: кашни халăх уйрăмшар та, пĕрле хутшăнса та. Халĕ кунта шăплăх хуçаланать. Туслăх çуртĕнче мĕнпур автономипе редакцисем пулмалла, - терĕ.
Пухăннисене çыравçăсем правительство хушăвĕпе мар, хăйсем, чун хушнипе пĕрлешме пуçлани, çак пулăм аялтан тытăнни пĕр енчен савăнтарчĕ. Тепĕр енчен çыравçăсем халĕ патшалăхран уйрăм пулни пăшăрхантарчĕ. Çакна Расул Гамзатов каланă сăмахсемпе çирĕплетрĕç. «Совет саманинче чиркĕве патшалăхран уйăрнă, халĕ - çыравçăсене», - тенĕ вăл.
Ольга Шейпак паянхи литературăра çумкурăк пайтах пулнине те пытармарĕ. Паян литературăра цензура, критика çукки – аталанма паман пулăм.
Тĕлпулу çавра сĕтел хушшинчи шăкăл-шăкăл калаçу евĕр иртнĕ май кашни сăмах калама пултарчĕ. П.А. Рахманов «Канаш» хаçатра тӳлевсĕр ĕçленине, Е.Н. Мустаева вырăнти чăваш çыравçисем хăйсене никама та кирлĕ мар пек туйнине (облаçри вырăс çыравçисемшĕн те, Чăваш Республикинчи çыравçăсемшĕн те – ют). Н.Н. Еграшкина хаçат ĕçĕнче 20 çул ытла вăй хунине, вăл çыравçă та, ӳкерӳçĕ те пулнине, Н.Ф. Васильева икĕ кĕнеке кăларнине, А.С. Никонорова çакăнти чăваш çыравçисене «Канаш» хаçат пĕрлештерсе тăнине каларĕç. Чăнлă районĕнчи Чăвашкассинчен килнĕ В.А.Селендеев А.Ф.Юманăн пурнăçĕ-пе тĕплĕн паллаштарчĕ, ăна "Чăваш халăх поэчĕ" ят памаллине каларĕ. Е.Г. Алексеева «Канаш» хаçатра 21 çул ĕçлет. Икĕ кĕнеке авторĕ. Çырма питĕ юратнине, хăйĕн калавĕсемпе повеçĕ-сен тĕп геройĕсем хĕрарăмсем пулнине, вулакансем пултарулăх ĕçĕсене хакласан сĕре савăннине, чăвашларан вырăсла куçарма юратнине палăртрĕ. П.И.Кашеев хăйне «Канашра» пичетленекен чи çамрăк çыравçă тесе шутлать. Паян унăн ĕçне хакласа редакци диплом пани уншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шӳ-тлеме юратакан авторăн калавĕсем те шӳтлĕ.
Вырăс çыравçисемпе пĕрле иртнĕ «Шевле» литература пĕрлешĕвĕн ларăвĕн вĕçĕнче поэтсем хăйсен сăввисене вуларĕç, А.С.Никонорова «Лантăшсем» юррине юрласа пачĕ.
 
: 145, Хаçат: 50 (1399), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: