Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăваш литература тĕнчи халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ 105 çул тултарнине анлăн паллă турĕ. Хăй пурăннă чухнех Ухсая «çĕр поэчĕ» тесе хакланă.
 
Пушкăрт çĕрĕ тĕлĕнмелле илемлĕ, тавралăхĕ сăртлă-туллă, шăнкăр-шăнкăр çăлкуçĕсем! Ухсай чухлĕ юратса, хавхаланса, мухтаса, тунсăхласа тăван çĕр çинчен çырнă чăваш çыравçи кам пур-ши/ Ача чухнех унăн «Юратрăм эп, хирсем, сире» пĕрремĕш сăввине пăхмасăр вĕреннине халĕ те астăватăп. Шкул çулĕсенче кашни класра Ухсайăн тĕрлĕ хайлавĕсене ăса хывнă «Кĕлпук мучи», «Ту урлă çул», нумай сăввипе поэми шкул ачисене тăван халăхăмăрăн çăмăл мар пурнăçĕпе паллаштараççĕ, тăван çĕре, чĕлхене упрама вĕрентеççĕ. Ухсайăн вăрçă вăхăтĕнчи поэзине аса илер-ха. «Атă кунчинчи тетрадь» ярăмри сăвăсем вилĕме куçа-куçăн пăхса тăван çĕршывшăн пуçа хума хатĕр салтаксен паттăрлăхне сăнлать. Паянхи ăрушăн та çак сăвăсем – патриотизм туйăмне çĕклекен паха тĕслĕх.
60 ытла кĕнеке авторне, чăваш халăх поэтне Ухсай Яккăвне мана та пурнăçра курма тӳр килнĕ. Эпĕ Чăваш патшалăх университетне кĕнĕ çулхине чăваш тĕнчи шăпах Ухсайăн 70 çулхи юбилейне чаплăн уявлама хатĕрленетчĕ. Пирĕн юратнă вĕрентекенĕмĕр, «Çилçунат» литпĕ-рлешӳ ертӳçи В.П.Станьял историпе филологи факультетĕнче ăслăлăх конференцийĕ йĕркелет. Пире те, тин çеç литпĕрлешӳ членĕсем пулса тăнисене, айккине хăвармасть. Конференцире Ухсай хăй пулать тенине пĕлсен пушшех те савăнатпăр. Ара, чăваш поэзийĕн çăлтăрне, халăх поэтне чĕррĕн куратпăр-çке! Палăртнă кунхине пирĕн факультетăн «Е» корпусĕн залĕ туллиех. Сцена çинче - халăх поэчĕ Ухсай. Куç илми тинкеретпĕр ун çине. Студентсем пĕрин хыççăн тепри тухса калаçаççĕ. Манăн доклад теми – «Ухсай куçарăвĕ-сем». Тăрăшса хатĕрленнине, çав тери пăлханнине астăватăп. Халăх поэчĕ кашни çине тимлĕн, вичкĕн куçĕсемпе сăнавлăн тинкерет. Кĕлеткипе çӳллех мар, сăпайлă, шухăшлă, çав вăхăтрах сăмахсене татса, кĕскен калаçать. Конференци интереслĕ иртнине астăватăп. Ун пирки В.П.Станьял «Чăваш халăх сăвăçи Ухсай Яккăвĕ» кĕнекере (2001 ç.) тĕплĕн çырса кăтартнă. Шел, халăх сăвăçин сăмахĕсене ун чухне çырса хума ăс çитереймен. Мĕн тăвăн, ача-пăча пулнă, пĕрремĕш курсра çеç. Унтанпа 35 çул иртрĕ ĕнтĕ, Ухсай сăнĕ халĕ те манăн куç умĕнче. Паллах, ун чухне эпĕ халăх поэчĕ юратса пăрахнă Чĕмпĕр хули çинчен те, унăн хĕрĕпе çывăх паллашасса та ĕмĕтленме пултарайман.
Ухсай Яккăвĕн 90 çулхи юбилейне эпир Ульяновскри педагогика университетĕнчи чăваш студенчĕсемпе анлăн паллă тунăччĕ. Чĕмпĕр Енĕн чăваш çыравçисене чĕнсе конференци ирттертĕмĕр, студентсем унăн пултарулăхĕ, паллă хайлавĕсем çинчен каласа пачĕç. Ухсай кĕнекисен куравне те йĕркеленĕччĕ. Халăх сăвăçин пурнăç çул-йĕрĕнчен çакă та паллă. Вăл 1938 çулхи авăн уйăхĕнче Чĕмпĕр чăваш педагогика училищинче тăван чĕлхепе литература вĕрентме пуçланă. Кунта вăл пулас мăшăрĕпе – Мария Дмитриевна Мухинапа (Мария Ухсай çыравçă) паллашса пĕрлешнĕ. Пĕр вĕренӳ çулĕ çеç ĕçлеме тивнĕ сăвăçа кунта, апла пулин те Чĕмпĕр унăн чун-чĕришĕн çывăх кĕтес пулса юлнă. Халăх поэчĕн «Чĕмпĕр» поэми те çакна çитĕплетет. Мăшăрĕ – Мария Ухсай та хăйĕн пултарулăхĕнче Чĕмпĕр чăваш шкулне пĕрре çеç мар асăнать. 1971 çулта унăн «Симбирские колокола» кĕнеки кун çути курнă.
Раççейĕн тĕп хулинче халăх поэчĕн кĕçĕн хĕрĕ – Елена пурăнать. Ашшĕ пекех Мускав университетне пĕтернĕ, нумай çул хушши «Художественная литература» издательствăра ĕçленĕ. Мускаври чăваш уявĕсенче паллашма тӳр килнĕччĕ унпа. Елена Яковлевна чăвашла питĕ илемлĕ калаçать. Аслă Просветитель И.Я.Яковлев çуралнă кунне сиктермест. Нумаях пулмасть унăн «Слово об отце» асаилӳ кĕнекине тепĕр хут питĕ тĕплĕн вуласа тухрăм. Ухсай – поэт, Ухсай - çын текен асаилĕвне вуласан ун çине урăхла куçпа пăхма пуçлатăн. Елена Яковлевнапа тĕлпулусенче пĕрре çеç мар Чĕмпĕр чăваш шкулĕ çинчен сăмах хускататпăр.
-Аттепе аннешĕн Чĕмпĕр питĕ хаклă хула пулнине эпĕ ачаранах пĕлетĕп. Хăйĕн тăванĕ Константин Иванов пултарулăхĕ çинчен нумай çырнă вăл, «Нарспи» авторĕ уншăн ĕмĕрлĕхех çутăран та çутă çăлтăр пулса юлнă. Халĕ Ульяновскра Чĕмпĕр чăваш шкулĕн музейĕ ĕçлет. Çак шкулăн стени çине Асăну хăми – Ухсайсем ĕçленĕ çулĕсене кăтартакан паллă – çаксан питĕ аван пулнă пулĕччĕ. Ку чăваш литературине юратакансемшĕн, пулас ăрусемшĕн кирлĕ, - тет ашшĕн пултарулăхне упраса хăварассишĕн тăрăшакан Елена Яковлевна Ухсай.
Ман шутпа, К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх премийĕн лауреачĕ, М.Горький ячĕллĕ РСФСР Патшалăх премийĕн лауреачĕ, чăваш халăх поэчĕ, чăваш поэзине Раççей шайне çĕкленĕ Ухсай Яккăвĕ çак чыса тивĕçлех.
Авалхи Чĕмпĕрте – чăваш çырулăхĕ çуралнă сăпкара – тăван халăх историне çырăнса юлнă мухтавлă ентешĕмĕрсене асăнма, чыслама мехел çитермеллех. Тен, «И.Я.Яковлев хваттерĕ» музейпе пĕрле облаçри наципе культура автономийĕ халăх сăвăçин хĕрĕн сăмахĕсене пурнăçа кĕртĕç... Тем пекехчĕ.
 
Мускав хули.
 
: 453, Хаçат: 50 (1399), Категори: Харпaр шухaш

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: