Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Калав)
 
(Малалли. Пуçламăшĕ 49-мĕш номерте.)
 
Иккĕмĕш хутри икĕ çын пурăнмалли пӳлĕме вырнаçтарчĕç арçынна. Кӳрши тутар çынни. Пĕр çулхисемех иккен арçынсем. Çав кунах тухтăр патĕнче те пулчĕ. Тĕрлĕ сиплев процедури çырса пачĕ тухтăр. Пĕлтĕр урине хуçнине, ури çанталăк улшăннă май туртса ыратнине пĕлсен:
- Сипленнипе пĕрлех нумайрах утма тăрăшăр, каçхине танцие кайăр, ывăниччен ташлăр, савăнăр, - терĕ тухтăр.
Унтан чеен пăхса илчĕ те:
- Но не в ущерб семье, - тесе хучĕ.
Пуçланчĕ санаторири савăк вăхăт. Нимĕн те ыратмасть Анатолийĕн. Лайăх сиплеççĕ, лайăх пăхаççĕ. Апат–çимĕç енчен те хурламалла мар. Кӳ-ршĕ пӳлĕмре камсем пурăннине пĕлмеççĕ-ха арçынсем. Стена леш енче хĕрарăмсен сассисем илтĕнеççĕ пек. Урамра шăрăх, балкон алăкĕсем яриех уçă.
Акă икĕ хĕрарăм хытах пуплени илтĕнсе кайрĕ. Балкон çинче калаçаççĕ иккен.
- Эсĕ ху валли чун уççи суйласа илмерĕн-и-ха/ – ыйтать пĕри тепринчен.
- Мĕнле чун уççи/ Эпĕ çемьеллĕ хĕрарăм. Мăшăр пулмасан та вунă кунлăх канусенче такамсемпе явăçас çук. Йĕрĕнсе вилетĕп эпĕ.
- Мана пырать, - лах-лах кулать пĕрремĕшĕ. – Ман упăшка вилни виçĕ çул. Эпĕ ĕнтĕ арçын шăршине те мана пуçланă.
Çак калаçăва илтнĕ тутар арçынни Анатолий çине шуххăн пăхса илчĕ.
- Вăт кала-ха, Анатолий, эсĕ мĕн шутлатăн хĕрарăмсем пирки. Ĕнер пăр майрапа паллашрăм, манран чылай çамрăк вырăс хĕрарăмĕпе. Çакскер мана: «Ав лере тĕрлĕ капăрсем сутаççĕ. Икĕ пин çурăлăх хаклă колье илсе парсан сан еркĕнӳ пулатăп»,- тет. Тӳррĕнех калать.
ххх
- Темле çа-а-а-в, - тĕлĕннине те палăртмарĕ Анатолий. – Вырăс хĕрарăмĕсем чăвашпа тутар хĕрарăмĕсенчен уйрăларах тăраççĕ. Вĕсем намăс-симĕ-срен питех хăрамаççĕ. Тĕрĕс, тĕрли пур пирĕн халăхра та. Хăшĕ-пĕриншĕн кăмăл-туйăма тултарса пултăр…
- Укçинче ĕç тăмасть-ха, - калаçрĕ Киям (çапла чĕнеççĕ тутар арçыннине). - Пенси пысăк ман. Арăма çӳлти патшалăха ăсатнăранпа пĕчченех пурăнатăп. Пилĕк çул çитет ĕнтĕ. Ачасем ӳссе саланчĕç. Авланас теместĕп. Темле çын лекет. Колье текеннине илсе парăп та – улталасан майра…
- Кунта канашпа пулăшаймăн. Хăвăн кăмăлу, - терĕ Анатолий хăйĕн пиншакĕ кĕсйинчи нухратне хыпашласа…
ххх
Канăçлă мар Пăлюк чĕринче. Килĕнче ĕç те нумай, мăнукĕ-сем те пĕрмай пырса çӳреççĕ. Пурĕпĕрех темле канăçсăрлăх хуçаланать… Хăш чухне пĕр çукран каллĕ-маллĕ уткалать хĕрарăм… Пăлтăр – пӳлĕм… Пӳлĕм - пăлтăр… Хăй вăл, Чĕмпĕр хулинчен аякрах кайса курманскер, нумаях пĕлмест тĕнчери лару-тăру пирки. Темле-ха унта санатори текеннинче пурнăç! Телевизорпа кăтарткаланине шансан – чăн-чăн намăссăрлăх хуçаланать унта… Ак «Любовь и голуби» кинофильмах илер… Мĕнле çавăрса илчĕ майра йĕркеллĕ арçынна… Лешĕ вара майрана юраса пĕтереймерĕ. Вăт вĕт, тăварпа сахăр хушма та юрамасть апата… Тусеймерĕ арçынни, арăмĕпе ачисем патнех таврăнчĕ. Питĕ çилленчĕ ун чухне Пăлюк «пăтрашăннă» арçыннăн арăмне. «Эпĕ пулсан – ни за что! – сасăпах ятлаçса илчĕ Пăлюк. – Ах, ун пек кăна ан тутăрччĕ. Малтанах час-час шăнкăравлатчĕ Тулюк. Ку кунсенче тем шавламасть».
Хĕрарăм кĕсье телефонне илсе «Тулюк» тесе çырни çине пусрĕ. Шавламасть лешĕ. Илтмест пулинех.
Пăлюк Мария патне васкарĕ. Веçех каласа пама ыйтрĕ…
- Лăплан, Поля, пур арçын та пĕр пек мар. Йĕркеллех пулать. Мĕн шуйттанĕ туртрĕ чĕлхерен/ – ятлаçса илчĕ кӳрши.
Тепре шăнкăравларĕ Пăлюк. Тытмасть Тулюк. «Ах, намăссăр!» - ятлаçать ăшĕнче Пăлюк. – Эпĕ тесен юрĕ хуть, ачисем çинчен те ыйтса пĕлмест вĕт. Мăнукĕсене те тунсăхламасть-ши/»
…Иккĕмĕш кун канать Анатолий санаторире. Ирхи апата кайма пуçтарăннă кăначчĕ – кӳршĕ пӳлĕмрен икĕ хĕрарăм тухрĕ. Вăтам çулхисем темелле.
Иккĕшĕ те питĕ чипер. Пĕрне-пĕри пуç сĕлтсе ырă ир сунчĕç. Пĕр хĕрарăмĕ питĕ сăпайлăскер пулас, тепри вара именсе тăраканни мар.
- Пирĕн кавалерсем çумри пӳлĕмрех пурăнаççĕ иккен, - янраттарса кулса ячĕ вăл. – Паллашма та пулать.
- Паллашăпăр, кирлех пулсан, - кулса ячĕ Киям та çăвар тулли.
Ирхи апат хыççăн процедурăсем пуçланчĕç. Анатолий ингаляцисем тăвакан кабинет патне васкарĕ. Урине сиплемелли пӳлĕм те юнашарах иккен. Пур кабинет патне те черет пысăк.
- Ак манăн кӳршĕ те çитрĕ. Ман хыççăн пулатăр, - каллех янраттарса кулса ячĕ ирхине кӳршĕ пӳлĕмрен тухнă хăюллă хĕрарăм.
- Мĕнле сирĕн хыççăн пултăр/ - шавласа кайрĕ черет.
-Сирĕн хыççăн эпĕ-иç, - çиллессĕн пăхса илчĕ çулланă хĕрарăм.
- Ман хыççăн, ман хыççăн. Эсир хирĕç пулсан – ман умĕн, - парăмра юлмарĕ хăюлли.
- Эсир çар çынни мар-и/ Çар çынни пек кĕрнеклĕ эсир, - пырса тăчĕ Анатолий çумне «хăюлли».
- Салтакра службăра виçĕ çул пулнине шута илсен – çар çынни пуль, - именчĕклĕн кулчĕ арçын. Хăй çавăнтах хулпуççине саркаларĕ.
- Наташа, - хăйĕнпе паллаштарчĕ майра тикĕс шурă шăлĕ-сене кăтартса.
«Эпĕ – Тулюк» тесе чутах персе яратчĕ арçын. Унтан йăл кулчĕ те:
- Эпĕ Анатолий, - терĕ.
«Хĕрарăмĕ аптрамасть», - хак пачĕ Анатолий ăшĕнче. Унтан майра сăнарĕпе юнашар Пăлюк сăнарне вырнаçтарчĕ. «Пăлюк çулне кура мар çамрăк курăнсан та майрана çитеймест, - пĕтĕмлетрĕ вăл.
Çыпăçмаллипех çыпăçрĕ майра Анатолий çумне. Хăех пырса шаккать алăка, уçăлма чĕнет арçынна. Арăш-пирĕш çаврăнать Анатолийĕн канури пурнăçĕ… Киям леш хĕрарăмĕ-пе çывăхланчĕ пулас. Вăл пӳлĕ-мре пулманпа пĕрех. Анатолий хăй те сисмерĕ вырăс хĕрарăмĕн танатине мĕнле çакланнине.
Пӳлĕмре час-часах пула пуçларĕ Наташа. А мĕн/ Киям кансĕрлемест… Атăл хĕрне час-часах çӳреççĕ арçынпа хĕрарăм. Кăмăла çĕклет, ӳсĕртет кунти асамлă вырăн. Акă пĕррехинче Наташа çӳллĕ, капмар йывăç патне çавăтса пычĕ Анатолие:
- Пăх-ха, мĕн чухлĕ тĕрлĕ тĕслĕ хăю çыхса хăварнă йывăç вуллисем çине. Юратаканесем тунă ăна. Атя эпир те хăю çыхса хăварар. Тата тепре тĕл пулмалла пултăр.
Вăл пĕчĕк сумкинчен хăю кăларчĕ те Анатолие пачĕ.
- Çӳллерех çых, икĕ тĕвĕ ту. Эпир иккĕн-çке, - чăпăрт чуптуса илчĕ вăл арçынна.
Кӳршисем мĕн калаçни веçех илтĕнет Киямпа Анатолие. Ĕнтĕ вĕсен килти лару-тăрăвĕ те, мĕнле пăрашукпа япала çуни те, кам мĕнле апат юратни те…
- Наташа, эсĕ чăннипех çыпăçатăн-и Анатолий çумне/ Е капла вăхăт ирттерме кăна-и/ – ыйтрĕ пĕр ирхине Алевтина текенни.
- Курăнĕ-ха унта. Лайăх арçын, хыткукар мар. Парнине те парать, лайăх хăналать те…
- Çыннăн çемйине пăсатăн вĕт капла.
- Каларăм вĕт-ха сана арçын шăршине те маннă тесе.
Алевтина хирĕç чĕнмерĕ.
Тĕрĕс те, шеллемест Анатолий укçине. Ĕнтĕ арăмĕ урине сиплеме тӳлевлĕ процедурăсем илме хушни те манăçрĕ. Шăнкăравлама та васкамасть килне.
Наташăн кану вăхăчĕ пĕр-икĕ кун малтан вĕçленчĕ. Ăсату каçне вĕсем ресторанта паллă турĕç. Анатолий хĕрарăмран телефон номерне те, адресне те ыйтса илчĕ.
- Эпĕ сансăр пултараймастăп. Таврăнсанах кĕнеке çинчи укçана илетĕп те япаласене пуçтарса сан пата çитетĕп, - шантарчĕ арçын.
- Укçу нумай пуль-ха апла. – тĕршĕнет Наташа арçын çумне.
- Пурăнмалăх пур, - мăнаçланать Анатолий.
ххх
Вĕçтерет маршрутка Осипенкăна каякан çулпа. Пĕртте кăмăлĕ туртмасть арçыннăн киле. Вăл килне таврăнасси çинчен те шăнкăравласа пĕлтермерĕ. Вокзалтан килелле утнă чух пӳрт умĕнче ларакан Марийăна курчĕ. Сывлăх сунса иртсе каясшăнччĕ – лешĕ кăшкăрса чĕнчĕ:
- Кӳршĕм, эсĕ санаторире кантăм тесе пирĕн пеккисемпе калаçасшăн та мар-им/! Çамрăкланнă, туйине те ывăтнă. Капла эсĕ каччă пекех…
- Аван-и, Мария/ Мĕнле эсир кунта/ – ирĕксĕррĕн сăрхăнса тухрĕç ниме тăман сăмахсем…
- Йĕркеллех, - теме кăна ĕлкĕрчĕ Мария – Теплов вăшт иртсе кайрĕ.
Пăлюк, кухньăра тăрмашаканскер, алăк шалт-палт! уçăлса хупăннипе шартах сикрĕ, аллисене саппунĕпе шăлкаласа мăшăрне хирĕç утрĕ.
- Э-э-э, чунăм, çитрĕн те-и эсĕ/ Шăнкăравласа та пĕлтереймерĕн таврăнасса. Атя салтăн. Апат пиçет кĕçех, - пырса ыталарĕ тунсăхланă хĕрарăм упăшкине.
Арçын ăна майĕпен тĕксе ячĕ:
- Эпĕ нумайлăха мар, паянах Самара тухса каятăп. Урăх юратăва тĕл пултăм.
Пăлюк малтанласах ăнланса илеймерĕ.
 
(Малалли пулать.)
 
: 446, Хаçат: 50 (1399), Категори: Чăваш писателĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: