Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Унтăр лицейĕн директорĕ Т.В.Коноплева пуçлăх пуканне йышăннăранпа икĕ çул иртнĕ. Вăл çак пĕлӳ çуртĕнченех 1997 çулта медальпе вĕренсе тухнă. Ульяновск патшалăх университетне пĕтернĕ хыççăн 15 çул ачасене математика вĕрентнĕ.
Çураласса вара вăл 1979 çулта Патăрьел районĕнчи Чемен ялĕнче (Чăваш Ен) çуралнă. Тепĕр çул вĕсен çемйи Унтăр ялне куçса килет. Татьяна ачалăхĕ çакăнта иртет. Кунта унăн шăллĕпе йăмăкĕ çуралаççĕ. Вĕсем те халĕ Унтăртах пурăнаççĕ. Сăмах май йăмăкĕ те – Е.В.Прохорова Унтăр лицейĕнче математика вĕрентет.
-Чăвашла веçех ăнланатăп, анчах калаçма йывăр пек туйăнать. Эпир вырăсла калаçса ӳснĕ вĕт. Хамăр лицей çинчен каласан ун уйрăмлăхĕ çакăнта: хулари лицейсене ачасене суйласа илеççĕ пулсан пирĕн ун пекки çук. Кунта Унтăр ачисемсĕр пуçне Вырăс Путинке, Крутояр, Дубки, Ленин ячĕллĕ санатори поселокĕ, Вышкă ачисем çӳреççĕ. Пурĕ 338 вĕренекен, вĕсенчен 69 чăваш. Шутпа илсен вĕсем вырăссем хыççăн иккĕмĕш вырăнта.
Чăваш ачисен хăйсен кружокĕ пур, ăна тăваттăмĕш çул ĕнтĕ пуçламăш классен вĕрентӳçи Л.С.Улюкина ертсе пырать. Вăл кăçал облаçра иртнĕ «Тăван чĕлхепе литературăна чи лайăх вĕрентекен» конкурсра чăвашсем хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Кружок ĕçне вара 19 çул каялла А.Н.Саранцева пуçласа янăччĕ. Халĕ ку йăлана малалла тăсатпăр. Иккĕшĕ те тăрăшуллă çынсем, тăван халăх патриочĕсем, ачасене юратаççĕ. Вĕсене çавăншăн тав сăмахĕ калас килет, - пуçлать калаçăвне Татьяна Владимировна.
Сăмах май, Татьяна Владимировна хăй те 2008 çулта «Самый классный классный» ятлă область конкурсне хутшăннă.
Наци йăли-йĕркине вĕренме ачасем садикрах (заведующийĕ Л.В.Казакова) тытăнаççĕ иккен. Чăваш культурине унта Н.В.Мрелькина илсе пырать. Шкул садикпа тачă çыхăнура тăрать. Ачасем унтах халăх уявĕсем пирки пĕлеççĕ, юрлаççĕ-ташлаççĕ, сăвă калаççĕ. Район тата область конкурсĕсене хутшăнаççĕ. Сцена çине вĕсем халăх тумĕпе тухаççĕ, вĕсене кашнин валли ашшĕ-амăшĕ çĕлесе парать. Лицея вĕренме кĕнĕ чухне ачасем пирки учительсем йăлтах пĕлеççĕ ĕнтĕ: кам мĕн тума юратать, кам хастартарах/
Лицейра та тĕрлĕ халăх ачисем пуррине кура кунта вĕсене хăйсен наци йăли-йĕркине вĕрентеççĕ. Кашни çулах район центрне – Ишевкене «Венок дружбы» (Туслăх кăшăлĕ) уява ачасене икĕ автобуспах илсе каяççĕ. Унта тĕрлĕ чĕлхепе сăвă-юрă янăрать, ачасем хăйсен халăхĕн йăлисене кăтартаççĕ.
-Иртнĕ вĕренӳ çулĕнче лицейран пилĕк çамрăк медальпе тухрĕ, 11-мĕш класс пĕтернисем пурте аслă вĕренӳ заведенийĕсене кĕчĕç. Çав шутра çар училищине кĕнисем те пур. Спорт енĕпе те пирĕн ачасем яланах малта, тĕрлĕ ăмăртура медаль-кубок сахал мар çĕнсе илеççĕ. Дирекци тĕллевĕ – хамăр лицейран вĕренсе тухнă ачасене аслă шкул пĕтернĕ хыççăн çакăнта таврăнтарасси, учитель ĕçне явăçтарасси. Халĕ учительсен коллективĕнчи 35 çынран хамăр лицея пĕтерсе тухнă 10 çын вăй хурать. Сăмахран, физкультура учителĕ – Н.В.Казанский – эпĕ вĕрентнĕ çын,- паллаштарать хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе директор.
Пурне те нумай калаçтаракан, тавлаштаракан ЕГЭ пирки те сăмах хускатрăмăр директорпа. Татьяна Владимировна малтан ăна учительсем хирĕç пулнине пытармарĕ. Çĕнĕ япала çине куçасси хуть хăçан та çăмăл мар. Çапах та йышăнма тивнĕ ку япалана, кăштă вăхăт иртсен вара хăнăхнă.
Кун пирки пуçлăх çакăн пек каласа пачĕ:
-Чи малтан ЕГЭ мĕнрен тăнине ăнланмалла! Вăл тĕрлĕ класра вĕреннĕ материалсенчех тăрать. Çавăнпа ытла хăраса ӳкмелле мар. Ача хатĕр пулсан – ним хăрамалли те çук. Учитель тĕллевĕ – ача патне çак шухăша илсе çитересси: ку САНА кирлĕ! Ача çакна ăнланмалла: ЕГЭ ун анлă пурнăçне пуçламалли тĕп никĕс. Çавăнпа ача хăй пуçĕпе шутласа вĕренме, кĕнекесенче чакаланма хăнăхтăр. Ача хăйĕн тĕллевне курмалла. Ирĕксĕрлесе вĕрентейместĕн ăна. Хăй кăмăлĕпе, туртăмĕпе вĕренме тытăнсан вара ăна нимле репетитор та кирлĕ мар. Халĕ Интернет пур, видео тата аудиоуроксем курса вĕренме пулать. Учителĕн вара ачана пăхса, тĕрĕслесе, пулăшса тăмалла. Чăнах та, кашни класрах вĕренӳ программине йывăрпа ăса хывакансем пур. Вĕсене хуть мĕнле тытăмпа та экзамен пама йывăр – ЕГЭпе кăна мар. Кунта вара урăх çул пур, 9 класс хыççăн пĕр-пĕр училищĕне, колледжа е техникума кайса кĕме пулать. Вĕсем ытларах çавăн пек тăваççĕ.
 
Ульяновск районĕ.
 
: 517, Хаçат: 51 (1400), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: