Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Аван-и, хаклă çыннăмăрсем! Чунран, чĕ ререн тухакан хĕрӳллĕ салампа саламлатăп, пысăк телей, тулли пурнăç сунатăп редакци ĕçченĕсене.
Эпĕ кăçал И.Я. Яковлев палăкне уçнăранпа 10 çул çитнипе иртнĕ уява кайса килес терĕм. Çавăнтах УОЧНКА йĕркеленĕ Ваттисен кунне те лекрĕм. Тавах О.Н. Мустаева уявшăн.
Кунта мана редакци ĕçченĕсем Валентина Ефимова тата Елена Мустаева хăйсен кĕнекисене парнелерĕç. Питĕ хĕпĕртерĕм çак парнесемшĕн эпĕ, каласа пĕтерме çук. Çак чăвашла çырнă кĕнекесене вуласа чуна кантартăм. Эпĕ халĕ тăван килте пурăнмастăп, пĕртăван ачи патĕнче, Лаишевкăра. Ют ялта, ют килте... Хамăр тăван тăрăхшăн питĕ тунсăхлатăп. Çак тунсăха пусарма пулăшаççĕ мана чăваш кĕнекисемпе «Канаш» хаçат. Тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм кĕнекесенчен: мĕнле пултаруллă çыратăр. Эпир чăвашла тĕрĕс калаçма та пĕлместпĕр вĕт.
Çамрăкрах чухне эпĕ чăваш кĕнекисем вуласах кайман. Ачасене те шкулта вырăс программипе вĕрентнĕ. Хам пурăннă Мелекесс районĕнчи ялта лавккара чăваш кĕнеки туянма е вулавăшран илсе вулама май çукчĕ. Пулман вĕсем ниçта та!
Халĕ вара хаваспах чăваш кĕнекисене алла илетĕп. Пирĕн чаплă чăваш çыравçисем нумай.
Анатолий Юманăн «Марине» сонечĕсене Геннадий Улюкин сĕннипе туянса вуланăччĕ. Ку авторăн кĕнекисем татах пур ĕнтĕ, анчах ман алла сонечĕсем кăна лекнĕ. Ыттисене те вулас кăмăл пур.
А.М. Богатов парнеленĕ «Поворот», «След журавлиной стаи» кĕнекесене вуласа савăннăччĕ.
«Канаш» хаçатра ĕçлекенсене тав тăвас килет. Питĕ чаплă кăларатăр хаçата. Эсир чăваш чĕлхине сӳнме памастăр, аталантаратăр. Çавăншăн питĕ савăнатăп. Çĕр чăмăрĕ çинче тăван чĕлхерен хаклăраххи, хитререххи урăх нимĕн те çук пек туйăнать. Анне чĕлхи-çке-ха! Чăн та çапла вĕт.
Анчах хальхи чăвашсемех тăван чĕлхепе калаçасшăн мар, хăйсем чăвашне пĕлтересшĕн мар.
Хаçат страницисенче хамăн ентешсене час-час куратăп. Хăшĕсем тăвансем те. Мана, 90-мĕш çулпа пыракан çынна, вĕсемпе курса калаçнă пекех туйăнать.
 
Лаишевка ялĕ.
 
: 118, Хаçат: 51 (1400), Категори: Cырусем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: