Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Калав)
 
(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 49-50-мĕш номерсенче.)
 
- Каятă-ă-ăп/ Юратăва-а-а/ - çăварне карса пăрахрĕ вăл. Сывлăш çитменнине туйса çине-çине çăтрĕ капланса килекен ыратăвне. - Э-э-э-пĕ, э-э-пĕ вара кам/
Анатолий Гурьевич нимĕн калаçмасăр япалисене пуçтарма пуçларĕ.
- Эпĕ санран уйрăлатăп. Çурта тĕкĕнместĕп. Пур пек укçа мана пулать, - терĕ арçын япалисене пуçтарса пĕтерсен.
Пăлюк сулăнса кайрĕ те урайне тĕшĕрĕлсе анчĕ. Çаврăнса та пăхмарĕ ун çине ĕмĕрне пĕрле ĕмĕрленĕ упăшки.
ххх
Çулталăк ытла пĕр сас-хура та пулмарĕ Тулюкран. Ĕнтĕ Пăлюк та пăртак лăпланнă пек. Куç умĕнче куç тулли ачисем, мăнукĕсем. Çак инкек хыççăн мăнукĕсем каç выртма та килекен пулчĕç. Анчах та чĕри чиксе ыратма пăрахмасть унăн. Йĕрет, йĕрет канăçсăр чунĕ, канлĕ пурăнма памасть хĕрарăма.
Пĕр хĕллехи кун алăк шалт-палт! уçăлса хупăнчĕ те – пӳлĕ-ме Тулюк кĕрсе тăчĕ.
- Таврăнтăм эпĕ, чунăм, Полюшка, - илтрĕ хĕрарăм ĕмĕрне Тулюк çăварĕнчен тухман ачаш ята. - Йышăнăн-ши эсĕ мана/ Мĕнле йышăнмастăн тет! Ку манăн собственнăй çурт вĕт. Имею права.
«Имею права» тенине кăшкăрнă пекех каларĕ арçын.
- Тухса вĕç кунтан! Сан кунта нимĕн те çук! Имеет иккен вăл! Пур пуль сан кунта пĕр-икĕ пĕрене… Пилĕкçĕр пин тенке тустарса килтĕн-и асса/ Вăт сан паю çавăнта. Атя, атя вĕçтер. Иначе дети накостыляют! – вырăсла хушса хучĕ вăл. - Иртнĕ, пĕтнĕ… Чун-чĕре çунса кĕлленнĕ. Намăс-симĕс çук санăн. Эпир ачасемпе тӳссе ирттернĕ çав ылханлă вăхăта. - Вон! - кăшкăрчĕ Пăлюк пӳрт алăкне тапса уçса…
Тулюк тăван ялне тухса кайрĕ. Ашшĕн юхăнса ларакан çуртĕнче вырнаçрĕ. Выртса тăмалли пур кунта. Чашăк-тирĕк те çителĕ-клех. Анчах та чашăк-тирĕкрен мĕн çимелле шăл çине хумалăх апат пулмасан.
Тепĕр кунне Тулюк Осипенкăна çул тытрĕ. Килĕ патне анкарти хыçĕпе çывхарчĕ. Акă вăл Пăлюк алăка питĕрсе лавкка еннелле утнине асăрхарĕ.
«Турă пулăшать иккен мана», - хăй çине хĕрес хучĕ арçын. Арăмĕ çуккипе савăнса Тулюк ĕнипе лашине илсе тухрĕ. Кӳ-ршĕ яла çитсе иккĕшне те йӳнĕ хакпа ярăнтарчĕ. Укçа пур. Тулюк – король.
Тулли сумкине йăтăрласа йăтса çитрĕ Пăлюк лавккаран. Ывăннипе пӳрт умĕнчи сак çине лаш ларчĕ. Ларчĕ те шухăша путрĕ… Шухăшĕ ялан тенĕ пекех упăшки çинчен. Пӳрте те кĕресси килмест хĕрарăмăн. Пушă унта, сивлек… Апат вăхăчĕ те çывхарать. Ĕнипе лаши те апат ыйтаççĕ пуль. Анкарти хыçĕ-нчи курăкпах çырлахасшăн мар вĕсем. Шăвармалла та. Ĕнене çилли шыçнипе кĕтĕве яман ку эрнере. Йывăррăн çĕкленчĕ Пăлюк сак çинчен. Калитке патне тĕнкĕлтетрĕ. Ак тамаша! Алăкне питĕрнĕччĕ-çке. Халь вăл çăрасăрах.
- Манмарăм-çке питĕрме. Элле мантăм-ши/ - хăйпе хăй калаçать хĕрарăм.
Вăл пахча енчи алăк патне васкарĕ. Лешĕ яриех уçă. Чĕри теме сиссе нăйкăшса илчĕ… Анкарти хыçнелле утрĕ хĕрарăм. Ĕни те, лаши те çук.
- Пĕтрĕмĕр! Хурах! Пире çаратнă! Ĕнепе лашана вăрласа кайнă! – кăшкăрать Пăлюк.
Вăл шăрăхпа типсе куштăрканă курăк çине йăванса кайрĕ те кăшкăрса ӳлеме пуçларĕ:
- Тутарсем тунă ку ĕçе! Кӳршĕ ял тутарĕсем çаратнă пире!
Хĕрарăм аран-аран çĕкленчĕ те пӳрт умне васкарĕ. Çынсенчен ыйтмалла. Мушĕпĕт куракан пулнă пуль.
- Упăшку çавăтса утатчĕ ĕнепе лаша урампа. Эпĕ чӳречерен куртăм, - пĕлтерчĕ хирĕçре пурăнакан кӳршĕ хĕрарăмĕ. – Шутларăм-ха Анатолий килне таврăннă иккен тесе.
Милицие евитлесшĕнччĕ Пăлюк. Ачисем чарчĕç.
- Намăс пире, анне. Эпир вĕт паллă çынсем, - куççульне шăлчĕ ывăлĕ. - Атте вăл пирĕн. Эсир пĕрле ӳстернĕ пире.
Пĕр кĕсье укçапа таврăнчĕ арçын яла. Ялта хыпар-хăнар час сарăлать. Амма Тулюкĕ ашшĕ çуртне пурăнма таврăнни те çиçĕмле хăвăртлăхпа палăрчĕ. Пĕччен хĕрарăмсем те кăмăлĕ-сене йӳле яма пикенчĕç…
Акă пĕр каçхине алăкран шак-шак! шаккарĕç. Çамрăк чухне Тулюкпа йăпаннă Сăпани иккен. Сăпани качча каймасăр, унтан-кунтан кăмăлне тивĕçтерсех ĕмĕрлет ĕмĕрне…
- Ман савни таврăннă иккен яла. Ман çинчен аса та илмест, - чĕвĕлтетрĕ хĕрарăм.
Тулюкăн хăй намăс курни çинчен пĕлтересех килмест.
- Ирт, - типпĕнрех хуравларĕ арçын. - Эпĕ кунта вăхăтлăха кăна. Атте çуртне тĕпрен юсас тетĕп.
- Мана мĕн. Мана пурпĕрех. Саншăн тунсăхланипе çех илтерсе килтĕм, - Тулюк çумнех пырса ларчĕ хĕрарăм.
Тĕл пулнине паллă тума "çуттипе" кăлпасси татăкĕ те чиксе килнĕ вăл. Паллă турĕç вара… Çине-çинех…
Пăлюкăн та, ачисен те чунĕ ыратать Тулюкшăн. Пĕр каçхине ывăлĕпе хĕрĕ çемйипех килсе кĕчĕç.
- Анне, кĕртер пуль аттене. Çынран намăс. Çитет пуль çын култарса, - терĕ хĕрĕ куççульне шăлса.
- Кам култарать.! Эпĕ-и/! – кăшкăрса пăрахрĕ амăшĕ. – Вăл вĕт, кĕççе питлĕскер, ĕнепе лашана та вăрласа тухрĕ.
Унтан хăй те юхакан куççульне шăлчĕ те: "Хуть те мĕн тăвăр", - терĕ.
ххх
Икĕ эрнерен Тулюк кĕптĕртетсе çитрĕ. Типсе-хăрса кайнăскер алăк урати урлă каçрĕ те Пăлюк умне чĕркуçленсе ларчĕ.
- Каçар, Пăлюк, каçарăр, ачасем, - ĕсĕклет чĕркуççи çинчи арçын.
Кĕртрĕç Тулюка. Пурăнать вăл килĕнчех. Анчах та текех хуçа мар вăл кунта. Çухатнă вăл хăйĕн витĕмлĕ сăмахне… Хирĕçлеме çăварне уçсанах:
- Алăк уçă! – алне тăсса кăтартать çулталăк çурă хушшинче чăн-чăн ватă кинемее çаврăннă Пăлюк.
 
: 313, Хаçат: 51 (1400), Категори: Чăваш писателĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: