Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ку ĕç темиçе çул каялла пулса иртрĕ. Пушă вăхăтра эпĕ хамăн çăмăл машинăпа такси ĕçне кӳлĕнтĕм. Пĕрре çапла килти ĕçсенчен каçалапа тин пушантăм. Машинăна хускатса тухнă чух хула çывăрма хатĕрленетчĕ ĕнтĕ. Гончаров урамĕпе пыратăп. Çул хĕрринче пĕр 30-32 çулсенчи арçын аллине çĕклесе тăнине асăрхарăм та ун умне пырса чарăнтăм.
-Эпĕ Засвияжски районне каятăп,- терĕм. Ку арçыннăн та çав енне каймалла иккен. Лартрăм. Арçын самай хĕрĕнкĕ пулни кĕричченех паллăччĕ.
-Манăн çумра укçа çук, киле çитсен парăп,- тет хайхискер. Килĕшрĕм. Пынă май манăн «клиент» чăкăлташма тытăнчĕ...
-Эпĕ Чечняра пулнă! Эпĕ полицейски!- кăшкăрашать çакă.
Эпĕ чăтса тăраймарăм.
-Апла эсĕ контузи пулнă çын. Ахăртнех, санăн ĕçме юрамасть, пуçу арпашса кайма пултарать,- тетĕп.
Çакă арçынна килĕшмерĕ, тата хытăрах кăтăра пуçларĕ -- çапăçма хăтланать. Çапла хирĕçе-хирĕçе Засвияжски районне çитрĕмĕр. Автозаводская урамне кĕрсен пĕр çутă хунар умĕнче чарăнма хушрĕ. Килне кĕрсе укçа илсе тухма пулчĕ. Эпĕ çынна шанма хăнăхнă. Кĕтсе ларатăп. 10-15 минут кĕтнĕ хыççăн хайхискер тухрĕ, ман çума кĕрсе ларчĕ.
-Атя-ха, киоск патне çитер. Сăра ĕçес килет,- терĕ. Чăнах та киоскĕ инçех марччĕ, çитсе чарăнтăмăр. Вăл тухрĕ та намăс сăмах каласа алăка хыттăн шаплаттарса хупрĕ. Мана çул укçи тӳлеме шутламарĕ те.
Эпĕ пĕр шарламасăр хускалса кайрăм. Чĕре вăркать. Кил умне çитсен машинана çумри парковкăна лартрăм. Тухас умĕн хыçалти ларкăч çине пăхрăм та – полици удостоверенийĕ выртать. Уçса пăхрăм, ку хайхи полици çыннин иккен. Унччен пăсăлнă кăмăлăм пăртак уçăлчĕ. Удостоверение кирлĕ çĕре çитерсен унăн хуçине ĕçрен кăларса яма та пултараççĕ-çке-ха.. .
Тепĕр кунне çак çыннăн пуçлăхне шыраса тупрăм, йĕркесĕрлĕхĕ пирки каласа патăм, заявлени çыртăм. Ĕнерхи пассажир -- шалти ĕçсен управленин пĕр уйрăмĕн сержанчĕ иккен. Вунă минут та иртмерĕ -- мана хайхи сержант шăнкăравлать. Паян сасси те, кăмăлĕ те ĕнерхи пек мар -- пачах урăхла: çемçерех, тараватрах. Этемĕн хуйхă вĕт-ха...
Тепĕр сехетрен тĕл пулма килĕшсе татăлтăмăр. Вĕсем виççĕн килчĕç, виççĕшĕ те ахаль тумпа. Манран удостоверени ыйтаççĕ. Эпĕ те ухмах мар, уншăн тав укçи тӳлеме ыйтрăм. Кусем каллех турткаланаççĕ, хирĕçесшĕн.
Эпĕ пĕр хăрамăсăрах:
-Тӳлемесен халех шалти ĕçсен управленине шăнкăравлатăп,- терĕм. Тинех ăнланчĕç пулас эпĕ шӳтлеменнине. Укçа кăларса тыттарчĕç те ларса кайрĕç.
Ку ĕç çакăнпа вĕçленчĕ тетĕр-и/ Çук çав... Мана йĕрлеме тытăнчĕç. Пĕрре çул çинче тытрĕç. Хĕстерме пуçларĕç. Тепре каçхине чарчĕç. Телее, эпĕ ун чух пĕччен марччĕ. Ман çумра ларса пыракан пассажир ФСБ офицерĕ пулнă иккен. Лешсем кайиччен эпĕ ăна мĕн пулса иртнине хăвăрт кăна каласа патăм. ФСБ çынни машинаран тухрĕ, çак çынсемпе калаçрĕ. Çавăн хыççăн тин полици сотрудникĕсем манран хăпрĕç.
 
: 411, Хаçат: 51 (1400), Категори: Чăн пулни

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: