Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Аслисем хĕр çуралсан качча кайма юрăхлă пултăр теççĕ, ывăл çуралсан – салтака кайма.
Ванюш вунсаккăр тултарчĕ. Ун салтак ячĕ тухрĕ. Тăванĕсем, юлташĕсем ăна ăсатма пуçтарăнчĕç. Самана чиперех тăрать пулин те ашшĕ-амăшĕ куççуль кăлармасăр чăтаймарĕ. Ял-йыш Ванюша кирлĕ сăмахсем каланă хыççăн çамрăксем вара ăна хулана çитиех ăсатма шутларĕç.
Хулана каяс çула кăштах кĕскетес тесе çамрăксем килтен парса янă эрех-сăрана ĕçсе пăхма шут тытрĕç. Чăнах та, хулана çитнине сисмерĕç те вĕсем. Хăйсем ура çинче çирĕп тăрайманнине сиссен вара вĕсем кĕсьери докуменчĕ-сене халиччен эрех-сăра ĕçсе курман Антона шанса пачĕç. Документсем шанчăклă алла лексен лешсем сумккари эрех канăç паманнине туйрĕç те пĕрер черкке ĕçрĕç.
Тĕрĕс çав, хăçан та пулин пĕремĕш хут пулатех... Юлташĕ салтака кайнипе-ши – Антонăн та пĕр черкке ĕçсе пăхасси килсе каять. Вăл хăй те сисмест эрех тыткăнне лекнине. Кăмăлĕ пăтраннипе вăл инçех мар тăракан сак çине кайса ларать. Вăхăт – 1981 çул. Ун чухне ӳсĕрсене вытрезвителе тытса кайса урăлтаратчĕç. Вытрезвитель ĕçне сăнаса тăма милиционерсемсĕр пуçне предприятисенче ĕçре малта пыракансене те яратчĕç.
Çак кун шăпах Павăла заводран вытрезвителе дежурствăна ячĕç. Каç лăпкă иртсе пыратчĕ. Часах автомашина чарăннă сасă илтĕнсе кайрĕ. Икĕ милиционер Антона çавăтса кĕчĕ. Вырнаçтарса лартнă хыççăн ун хушаматне ыйтрĕç. Те вăйĕ пĕтнипе – лешĕн сăмахĕсене ăнланма та çук.
-Капитан юлташ, ун кĕсйинче çак документсем пурччĕ,- тесе пĕр купа документ тыттарчĕ сержант.
Мĕнле кăна хушамат çук ку документсенче!
Ӳсĕр çынна пӳлĕме илсе кĕрсенех Павăл ăна палласа илчĕ. Хăйсен ялĕнченех вăл, шкула та пĕрле çӳренĕ. Вăл нумаях пулмасть завода ĕçе кĕчĕ, юнашар цехрах. Антон та Павăла палласа илнĕ пек туйăнчĕ, куçне илмесĕр мĕскĕ-ннĕн пăхса тăчĕ ун çине.
«Аван мар, юлташа çăлмалла!» - шухăш пырса кĕчĕ Павăл пуçне.
-Капитан юлташ, эпĕ ку çамрăка питĕ аван пĕлетĕп. Ирĕк парсамăр мана ăна общежитие ăсатса яма,- терĕ вăл.
-Ун хушамачĕ мĕнле/
-Морозов. Ячĕ – Антон.
-Морозов, Морозов... Пур кун пек хушамат,- шыраса тупрĕ капитан пĕр купа документсем хушшинче кирлĕ хушамата.-Юрĕ, эппин, ăсатса яр. Ху урăх килмесен те пултаратăн.
Унтан вăл Павăла пĕр пакет документ тыттарчĕ.
Павăлпа Антон трамвайран тухрĕç кăна – хайхи юлташне çухатнă çамрăксем чупса çитрĕç. Юлташĕ ăçта лекнине, халĕ докуменчĕсем Павăлта пулнине пĕлсен лешсем ăна хăйсем патне чĕнчĕç. Мĕншĕн килĕшес мар/ Пурте хăйсен ялĕсем вĕт. Мĕнле кăна хăналамарĕç пуль вĕсем юлташне хăтаракана!
Эрнекун. Ĕç кунĕ пуçланчĕ. Павăл патне сасартăк иккĕн чупса пычĕç.
-Павăл, тавтапуç сана! Мĕнле пысăк инкекрен хăтартăн эс мана! Эп ĕçе вырнаçнă кăна вĕт. Çак инкек çинчен пĕлнĕ пулсан мана ĕçрен кăларса яма пултаратчĕç. Манран икĕ бутылка коньяк тухать!- терĕ хĕпĕртесе милицирен хăтăлнă çамрăк.-Эп ĕнер мĕн пулнине нимĕн те астумастăп, эрех сиенĕ пирки пĕлмен эпĕ халиччен...
Унтанпа 35 çул иртрĕ, çапах та Антон хăй панă сăмахне пурнăçласса шанма пăрахмасть-ха Павăл.
 
: 456, Хаçат: 51 (1400), Категори: Чăн пулни

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: