Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Иртсе пыракан 2016 çул пирĕншĕн çăмăл пулмарĕ, халăхăмăра та, çĕршывăмăра та хурлăхлă пулăмсем канăçсăрлантарчĕç. Анчах та авалтан пыракан чăвашсен тăванлăхĕ-пе пĕрлĕхĕ, малкурăмлăхĕпе ырă туйăмĕ пире çакăн пек самантсенче тата ытларах Раççейри ытти халăхсемпе çывăхлатрĕ.
Çулталăк хушшинче пурнăçа кĕртнĕ ырă ĕçсем те асамлă вăйпа пулмаççĕ. Область центрĕнче Наци ялĕнче «Чăвашсен кил-çурчĕ» комплекса хута яни ытти туслă халăхсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăчĕ, чăвашсем ĕçчен те пултаруллă, пур енчен те мухтава çеç тивĕçлине тепĕр хут кăтартса çирĕплетрĕ.
Область правительстви пулăшнипе авалтан упранса пыракан уявсене регионăн тĕрлĕ районĕсенче чи çӳллĕ шайра ирттерме пултартăмăр. Çамрăк ăру хушшинче чăваш чĕлхи, культури, йăли-йĕрки аталанса пыни, çирĕ-пленни курăнсах пырать, савăнтарать. Çĕнĕ çулта та çаплах пултăрччĕ.
Хисеплĕ ентешĕмĕрсем! Облаçри чăвашсен наципе культура автономийĕн ĕç тăвакан комитечĕ паянхи пурнăç таппине курса, Аслă Патриархăмăрăн И.Я. Яковлевăн Халалне тĕпе хурса ĕçлет. Туса пĕтереймен ĕçсем чăннипех те нумай. Уйрăмах хальхи вăхăтра тăван чĕлхе ячĕпе пĕрле пулни пире пурне те ырă ĕçсем тума вăй-хăват патăр, пĕрлештертĕр.
УОЧНКА ĕçтăвкомĕ ятĕнчен çывхарса килекен Çĕнĕ 2017 çул ячĕпе сире пĕтĕм чунтан хĕрӳ-ллĕн саламлатăп, телей, юрату, халăхăмăршăн тата çĕршывăмăршăн ырă та пархатарлă ĕçсем ытларах тума иксĕлми вăй-хал та çирĕп сывлăх сунатăп.
 
 
: 68, Хаçат: 52 (1401), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: