Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Куçаракан сăмахĕ
 
Иван Яковлевич Яковлева (1848-1930) Чăваш Республикинче çеç мар, Раççейре, унăн тулашĕнче те аван пĕлеççĕ, сума сăваççĕ. Вăл – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, хальхи çырулăха никĕслекенĕ. Иван Яковлевич уçнă Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен чылай паллă çын вĕренсе тухнă.
 
«Чăваш хресченĕсем аслă çулпуçăмăра «çутта кăларакан», «ăс паракан», «пирĕн ырă çыннăмăр» тесе чĕннĕ, вăл уçнă шкулăн ĕçĕсене пысăка хурса хакланă. «Чăваш шкулĕ пирĕншĕн хĕвел вырăнне пулчĕ», «Чăваш шкулĕ хресчен куçне уçрĕ» тенисем халичченех упранса юлнă. Чăвашсен çĕнĕ çырулăхне йĕркелени, кĕнекесем пичетлеме пуçлани халăх кун-çулĕнче питех те пĕлтерĕшлĕ» (В.П.Никитин (Станьял). Чăваш литератури. 8-мĕш класăн вĕренӳпе вулав кĕнеки. Ш., 2003.).
И.Я.Яковлев пирки ăсчахсем чылай ырă сăмах каланă. Аслă çул пуçăмăрăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, вăл йĕркелесе çур ĕмĕр ытла ертсе пынă Чĕмпĕр чăваш шкулĕ пирки çырнисем нумай-нумай документра палăрса юлнă. Вĕсем пирĕн çĕршыври, Англири тата Çĕр чăмăрĕн ытти кĕтесĕсенчи архивсенче халĕ те упранаççĕ. Анчах та чи пахи пирĕншĕн – Яковлев асаилĕвĕсем, вăл уйрăм кĕнекен 1997 çулта вырăсла пичетленнĕ. Эсĕ, хисеплĕ вулаканăм, алăра тытакан илемлĕ кăларăма та çав кĕнекене тĕпе хурса хатĕрленĕ.
«Çитĕннĕ вăхăт» кĕнекене мухтавлă Вĕрентекенĕн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ çинчен калакан сыпăксене кĕртнĕ. Вулама тата ăнланма çăмăл пултăр тесе асаилӳсене кĕскетнĕ, пуплевне ансатлатнă. Кунта пурĕ тăватă пай, кашни сыпăкĕ – хăйне евĕр пĕчĕк калав.
Яковлев кулленхи пурнăçа мĕн ачаран тимлĕ сăнаса ӳснĕ: вăл вăхăтри чăваш апачĕ, пӳрчĕ, йăли-йĕркине çутатса пани сире, çамрăк ăрăва, иртнĕ ĕмĕрсенчи чăвашсен кун-çулне туллинрех курма май парать. Уйрăмах чăваш юрри-кĕвви, ташши тыткăнлаççĕ ăна. «Гимназире» пайра пулас педагог чăвашсем валли ятарласа шкул уçас шухăш епле тĕвĕленнине, çак шухăш мĕне пула çуралнине интереслĕ те ĕнентерӳллĕ каласа панă.
Иван Яковлевăн тăрăшулăхĕ, çирĕп кăмăлĕ çамрăк вулакансемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăчĕ. Вăл ачаранах тăван халăха, чĕлхене, культурăна юратма, тытнă тĕллев патне çирĕппĕн утма хавхалантарса тăрать.
 
АЧАЛĂХĂМ
 
Манăн çемье
Эпĕ Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесĕнчи Кăнна Кушкинче, Чĕмпĕртен пĕр утмăл çухрăмри ялта, çуралнă. Ялта пурте чăвашчĕ.
Манăн аннене Наçтаççи тесе чĕннĕ. Вăл эпĕ çуралсан иккĕмĕш е виççĕмĕш кунне ирхине вилсе кайнă. Хушаматăмпа атте ятне мана тĕне кĕртнĕ чух Яков Яковлев хреснатте тăрăх çырса хунă. Вăл хресчен пулнă. Манăн хреснанне – Кăнна Кушкинчен икĕ çухрăмра вырнаçнă Салмановка ялĕнчи хресчен хĕрарăмĕ.
Аннен хуçалăхĕ вăтамччĕ, çурчĕ сад-пахчасăрччĕ. Ăна вăл хăех тытса тăнă. Пӳрчĕ ытти чăвашăнни пекехчĕ – пĕчĕк чӳречеллĕ, ытла таса марччĕ. Мансăр пуçне аннен тата виçĕ ачаччĕ: аслă ывăлĕ Йăван – ман пиччем, иккĕмĕшĕ те ывăлччĕ, анчах ун ятне астумастăп, хĕрĕ Кулине – манăн аппа. Вăл манран вунă çул патнех аслăччĕ. Тăваттăмĕш ачи эпĕ.
Усрав ывăл
Йăла тăрăх, чăвашсен çемьере ывăл кирлĕ пулнă. Вăл пулмасан тăванĕсенчен е ют кил-йышран ывăл ача усрава илнĕ. Эпĕ тăлăха юлсан мана пирĕнтен утмăл-çитмĕл чалăшра (чалăш – хальхи виçепе 2,134 м) пурăнакан удел хресченĕсен – Пахомовсен (Кирилловсен) – кил-йышĕ усрава илнĕ.
Мана, пĕчĕкскере, кăкăр сĕчĕ кирлĕ пулнă, Пахомовсен килĕнче вара анне вырăнне ĕмĕртекен никам та пулман. Çуралнă çуртăма хирĕç урам урлă чăваш хĕрарăмĕ, Суеçĕ Хĕветĕр хресчен арăмĕ, пурăннă. Вăл мана шеллесе ĕмĕртнĕ. Уншăн нимĕн те ыйтман. Чăвашсем хушшинче çакăн пек пулăшни тĕлĕнмелле ĕç шутланман. Ачасем тăлăха юлсан вĕсене килсерен салатнă та тăван ывăл-хĕрĕпе тан пăхса ӳстернĕ. Чăвашсем ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă вырăс ачисене те усрава илнĕ.
Суеçĕ Хĕветĕрĕн арăмĕн сăнне кăшт астăватăп-ха. Кайран эпĕ Кăнна Кушкине таврăнмассерен ăна тăтăшах кураттăм. Ача чухне вăл хĕрарăм мана мĕн тери ырă тунине ăнланман эпĕ, ӳссе çитĕннĕ вăхăтра вара ăна сахал тĕл пула пуçларăм. Çитĕнсе çитсен хама кăкăр ĕмĕртнĕ хĕрарăма мĕнле те пулин питĕ ырă тăвас килетчĕ. Анчах вăл вилсе кайрĕ те, эпĕ ăна тивĕçлипе тав тăваймарăм.
Чăваш апачĕ
Малтанах эпĕ лутра, чирлешке, имшер, вăйсăр, чĕмсĕр ачаччĕ. Ку вăл, тĕпрен илсен, Пахомовсен килĕнче апат çителĕксĕр пулнинчен те килнĕ. 1864-1865 çулсенче çеç чипер, йĕркеллĕ ӳсме тытăнтăм.
Тата çакна та асăнса хăвармалла: эпĕ ача чухне чăвашсен апачĕ начарччĕ. Ку вăл чухăн пурнăçран та, тĕрлĕ тĕшмĕшпе йăла-йĕркерен те килнĕ. Ун чухнехи ялсенче чăвашсен выльăх-чĕрлĕхĕ хуçисенчен тутăрахчĕ, çыннисем вара çити-çитми пурнăçпа тертленетчĕç. Аш-пăша апата сайра яратчĕç: Питрав тĕлĕнче, кĕркунне, пысăк уявсем чухне кăна. Какай уйрăмах хĕлле сахал лекетчĕ. Вĕсен яланхи çимĕçĕ – ӳсентăранран хатĕрленĕ апатчĕ. Ытларах чухне – çăкăрпа тăварччĕ. Улма, йӳçĕтнĕ купăста ярса, хăш-пĕр чух квас хушса яшка пĕçеретчĕç. Унсăр пуçне ыраш нимри е ыраш пăтти пăсланатчĕ сĕтел çинче. Чи лайăх апата, паллах, хăна-вĕрле умне лартнă.
Пахомовсен
кил-йышĕ
Пахомовсен килĕнче тĕкĕр çукчĕ те, эпĕ хамăн сăнăма çăлри шыв çинче пăхаттăм, хама хам вара чăлах çын пек кураттăм.
Кăнна Кушкинче пурăннă чух манăн хресчен ачисен хушшинче пĕр пысăк тус пурччĕ, Иван ятлăччĕ вăл. Унăн ашшĕ – Матви чăвашчĕ. Çак Иван манран çичĕ-сакăр çул аслăччĕ. Матвисен утарĕ Пахомовсеннипе юнашарччĕ. Тусăмпа иксĕмĕр çапла выляттăмăр: çывăхра ӳсекен хурамасен виçĕ хăлаç çӳллĕшĕнчи турачĕсене пĕр-пĕринпе çыхаттăмăр, çăлтăрсене сăнаттăмăр. Эпĕ хайхи Иван шутласа кăларнă хăрушă юмахсене итлеме юрататтăм.
Хама усрава илнĕ аннеме астумастăп: эпĕ усрав çемьере пурăнма пуçласан виçĕ çултан вăл çĕре кĕнĕ. Унăн ятне те, хушаматне те калама пултараймастăп. Çакна çеç пĕлетĕп: вăл та, тăван аннем, пиччемпе аппам пекех, удел хресченĕ пулнă. Усрава илнĕ аннемĕн малтанхи упăшкинчен манран çичĕ-сакăр çул аслă Униççе ятлă хĕрĕ пурччĕ. Вĕсем иккĕшĕ мана питĕ юрататчĕç. Униççепе эпир туслăччĕ.
Усрава илнĕ Якур аттем (тепĕр майлă ăна Энтри тетчĕç) иккĕмĕш анне вилсен тепĕр хут авланчĕ. Эпĕ ун чухне пиллĕкреччĕ. Йăла тăрăх, чăвашсен икшер ят пулать. Пĕрне пуп шыва кĕртнĕ чух парать, теприне килте хураççĕ. Чăвашсем çыннăн пĕр ят çеç пулсан вăл нумай пурăнаймасть, икĕ ятлин ĕмĕрĕ вăрăм пулать тесе ĕненеççĕ. Манăн вара иккĕмĕш ят çук.
Энтрие эпĕ ялан атте тесе чĕннĕ, хама усрава илнĕ хĕрарăма анне теттĕм. Пахомовсен килĕнче усрава илнĕ аттемĕн Якур-Энтрин амăшĕ Алтатти тата атте ашшĕ Паххум, суккăрланнă ватă, пурăнатчĕç. Эпĕ вĕсене асанне тесе чĕнеттĕм.
Пахомовсен кил-çуртне тăван кил тесе шутлатăп. Мана вĕсем кӳрентерместчĕç, тăван ачине пăхнă пекех пăхатчĕç. Чылай вăхăт Пахомовсем манăн тăван çемье маррине пĕлмесĕр пурăнтăм. Эпĕ чăннипе камăн ачи иккенне вĕсем ним те шарламастчĕç. Вун çиччĕ тултарсан кăна, хам гимназире вĕреннĕ вăхăтра, хăçан çуралнине кăтартакан хута курсан ку кил-йыш маншăн чăн атте-анне килĕ маррине пĕлтĕм.
Ама çури аннем
Ама çури аннем – Якур-Энтри Пахомовăн иккĕмĕш арăмĕ – Кăнна Кушкинчи хресчен кил-йышĕнченччĕ. Эпĕ ăна анне тесе чĕнеттĕм. Ытти çемьери пекех, шăв-шавсăр пулмастчĕ. Пĕр вăхăтра ама çури аннем, Наçтаççи аппам тата мана юратакан Алтатти асаннем хушшинче кăмăлсăрлăх саманчĕсем сиксе тухатчĕç. Ку вăл ытларах ман пирки пулатчĕ. Ама çури аннене вĕсем мана, усрав ачана, тăван ачисемпе пĕр тан пăхманшăн, начар тумлантарнăшăн тата ыттишĕн те ятлатчĕç, ӳпкелетчĕç.
Кулине аппам
Манăн тăван аппам Кулине 1858-1859 çулсенче качча кайрĕ. Пахомовсем патĕнче пурăннă пирки çиччĕ-саккăрта чух ун патне эпĕ сайра çӳренĕ. Аппа тăван анне килĕнче, хам çуралнă çуртра, пурăнатчĕ. Кулине мана кучченеçлĕх мăйăр пара-пара янине астăватăп.
Йĕрĕх
Кăнна Кушки çыннисем ячĕшĕн çеç тĕне кĕнĕ тесе шутланă. Тĕрĕссипе, вĕсем авалхи тĕне çирĕп тытса пынă. Пуп патне ачасене шыва кĕртме е урăх ĕçе тума кăна çӳренĕ. Авланнă, виле пытарнă чухне е ытти вăхăтра авалхи йăласене пăхăннă. Пӳртри кĕтесе турăшсем çакнă пулин те унта вĕсене ячĕшĕн çеç усранă, çавăнпа турăшĕсем хăрăмпа, тусанпа, эрешмен картипе витĕнсе тăнă.
Чăвашсем çурт-йĕрте хăйсем ĕлĕкрен пуççапакан япаласене тытнă. Пахомовсен сивĕ кĕлетĕнче, сăмахран, йĕрĕх пурччĕ. Йĕрĕхĕ пĕрнере упранатчĕ, хайхискерне татăкпа витнĕччĕ. Хам эпĕ ăна пĕрре те курман. Ку вăл усал сывлăш пек шутланнă. Киле-çурта телей кӳтĕр, инкек-синкекрен хăтартăр тесе чӳклесе çырлахтарнă. Ун пекки ытти килте те пулнă. Этем кĕлетки пек те марччĕ йĕрĕхĕ, тăхланпа йывăç татăкĕ çеç теме пулатчĕ ăна.
Пуп
Кăнна Кушки çыннисем пупа кĕлĕсем туса ирттернĕшĕн (лешĕ ял тăрăх çӳренĕ вăхăтра) çăмарта е ытти çиме паратчĕç. Вăл чăвашла калаçмастчĕ. Чăвашсем вара нумайăшĕ вырăсла пĕлместчĕç. Ялти хĕрарăмсемпе ача-пăча пачах ăнланмастчĕç. Калаçасса та арçынсенчен кам та пулин пĕри калаçатчĕ. Пысăккисем чиркĕве питĕ кирлĕрен çеç кĕрсе тухатчĕç. Пĕчĕккисене вара унта Мăнкунта çеç илсе каятчĕç.
Асатте
Кăнна Кушкинче эпĕ саккăра çитиччен пурăнтăм, ун хыççăн мана Пăрăнтăкри шкула вĕренме ячĕç. Ку ял тăван кĕтесрен сакăр çухрăм хĕвел анăçнерехчĕ. Удел хресченĕсен хутла вĕренмеллеччĕ. Пахомовсен килĕнче пурăннă чух эпĕ суккăр Паххум асаттене юрататтăм. Вăл сайра хутра инçетри, пĕр çирĕм çухрăмри, кӳршĕ ялсенчи тăванĕсем патне каятчĕ. Ун чухне эпĕ ăна патак вĕçне тыттарса ертсе çӳреттĕм.
 
Иван ЯКОВЛЕВ.
 
(Геннадий ЮМАРТ куçарнă.)
 
(Малалли пулать.)
 
: 1484, Хаçат: 16 (1108), Категори: Асаилӳсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: