Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çулталăк вĕçленсе çитнине кашни хăйне майлă туйса пырать. Эпир «Канаш» хаçат номерĕсем ӳссе, çырусен папки хулăнланса пынă тăрăх 2016 çул пĕтсе пынине туятпăр.
Çырусем, çырусем, çырусем... Шел, конвертпа янă çырусем сахалланса пыраççĕ. Паянхи çыхăну мелĕсем – СМС çыру, кĕсье телефонĕ, скайп. Куншăн тарăхмалла мар, пурнăç малаллах пырать-ха тесе савăнмалла кăна. Компьютер, Интернет пурнăçа çăмăллăх кӳреççĕ.
Çирĕм çичĕ çул кашни эрнере «Канаш» хаçатăмăр вулакансем патне çитет. 1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнчен тытăнса иртнĕ номерччен (раштавăн 23-мĕшĕнчи хаçат) эпир пурĕ 1400-мĕш хут хаçата кăлартăмăр. Вĕсенчен пĕр номерĕ те сирĕн, хисеплĕ вулаканăмăрсем, çырăвăрсемсĕр тухман. 1989 çултанпа редакцие килнĕ çырусене регистрацилемелли виççĕмĕш хулăн кĕнеке пĕтет ĕнтĕ.
Чи нумай çыру эпир 1997 çулта илнĕ – 1239. Пурнăçа çĕнĕлĕхсем кĕрсе пынă май кăтарту пĕчĕкленсе пычĕ. 2004 çултанпа «Канаш» 500 çыруран ытларах илмен. Эпир вĕсемшĕн те савăнатпăр. Мĕншĕн тесен обществăлла корреспондентсен ĕçĕсем пирĕн хаçата илемлĕрех те чĕрĕрех тума пулăшаççĕ. Вырăнтан килнĕ кашни хыпар, сĕнӳ, таврапĕлӳ ĕçĕ, калав е сăвă пирĕншĕн хаклă. Эпир сире, вулаканăмăрсем, вĕсемшĕн пысăк тав сăмахĕ-сем калатпăр.
Иртсе каякан 2016 çула илсен 400 яхăн çыру килчĕ. Ку цифра çумне тепĕр 200 çыру электрон почтипе янисене хушма пулать. Телефонпа та хыпар пĕлтереççĕ.
Çырусен географийĕ анлă – çĕршывăн пур кĕтесĕнчен те çыраççĕ тесен те йăнăш пулмĕ: Çĕпĕр, Мончегорск, Казахстан, Мускав, Пушкăрт, Тутарстан, Чăваш Ен, облаçри ялсемпе хуласем.
Обществăлла корреспондентсен хушамачĕсене – эсир вĕсен материалĕсене хаçатра вуланă пулсан та – тепĕр хут çырса пĕлтерес килет. Акă вĕсем: В.Аверков, А.Алмаева, Н.Антонова, П.Андрихов, М.Арсеньев, О.Австрийская, В.Архипов, В.Архипова, Т.Акташ, Аскольд де Герсо, О.Афиногентова, А.Богатов, Е.Беззубова, С.Борисова, З.Брюхина, Н.Васильева, Л.Виноградова, А.Вражкин, А.Владимирова, И.Гаврилова, И.Давыдов, Л.Данилов, А.Данилова, А.Дмитриев-Ырьят, П.Долгов, Ф.Дунаев, Р.Егорова, Н.Еремеев, Г.Ждыханова, Н.Зимин, И.Иванюкова, Н.Иванова, С.Иванова, С.Ильдейкина, Н.Казаков, Н.Кадебин, Г.Карсаков, П.Кашеев, Г. Калмыкова, Н.Карлин, И. Кирпичников, Н. Кирюшин, Н.Кондратьев, Н. Кондрашкин, С.Кочнева, Е.Краснова, Л.Краснова, С.Крашенинникова, В.Кузнецов, А.Ледюкова, Н.Литвинова, В.Лудина, Д.Марьина, В.Медведева, Р.Макарова, В.Макаров, Т.Муллина, А.Мусаткина, А.Никонорова, А.Николаева, В.Николаев, А.Петрова, З.Петрюкова, О.Погудина, З.Портнова, В.Прохорова, Н.Розов, С.Ржата, З.Рейтер, А.Репина, П.Салин, Санькка, А. Савельев-Сас, А.Сагдеева, А.Санар, В.Селендеев, Ю.Серебрякова, Т.Сергеев, Г.Сидорова, Н.Сивелькин, В.Симаков, З.Свеклова, Г.Скребицкий, В.Станьял, А.Степанова, М.Сугалов, Л.Сультеева, Н.Тарасова, И.Тарасов, В.Трофимова, П.Топтыгин, Е.Турхан, З.Угарина, Л.Улендеева, Г.Улюкин, В.Урпан, А.Уфаркин, О.Федорова, И.Филимонова, М.Чатта, Чăваш Сашши, В.Чербунова, В.Чернов, Т.Чернова, И.Шмойлов, Т.Школенок, А.Юдина, М.Юманова, С.Юманова, А.Юман, Л.Ярославская тата ыттисем.
Кăçал та, пĕлтĕрхи пекех, чи хастар обществăлла корреспондента – Петр Рахманова – палăртса хăварасшăн. Вăл облаçри чи аякри районсене çитсе ентешĕмĕрсемпе паллашать, вĕсене хаçат çырăнтарать. Питĕ пысăк ĕç тăвать редакцишĕн тата чăвашсемшĕн! Çакна веçех вăл обществăлла майпа пурнăçлать. Хальхи вăхăтра эпир ăна гонорар та пулин тӳлейместпĕр.
Çаплах облаçри таврапĕлӳçĕсем пирки ырă сăмах калас килет. Петр Андрихов Тимĕрçенсен историйĕпе паллаштарать: авалхи пурнăçĕпе, уявсене еплерех паллă тунисене çырсах тăрать. Николай Кирюшин çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пулнă май вулакансене çулçӳревĕсем пирки пĕлтерсех тăрать. Василий Селендеев чăвашсен авалхи тум-юмĕ, йăли тата вăййисем пирки каласа парать. Николай Казаков, Николай Кадебин, Петр Долгов таврапĕлӳçĕсене те ку енĕпе палăртмалла.
Вулакансем ытларах калав-повеç вулама кăмăлланине эпир пĕлетпĕр: кашни командировкăра пире кун пирки калаççĕ. Петр Кашеевăн пурнăçри пулăмсене çырса кăтартнă кĕске хайлавĕсем, Нина Васильеван, Саньккан кулăшла та пурнăç çинчен шухăшлаттаракан калавĕсем вулакансен кăмăлĕ-сене ку енĕпе тивĕçтереççĕ. Профессиллĕ поэт-çыравçăсен - Анатолий Юманăн, Анатолий Ырьятăн, Михаил Сертен, Валентина Тараватăн ĕçĕсем хаçатăмăра тĕрлĕ енлĕ илемлетме пулăшаççĕ. Саша Павлов сăввисем вулакансен чунне пырса тивеççĕ. Юлашки вăхăтра хаçат страницисенче час-часах çĕнĕ ят курăнма пуçларĕ – Анатолий Уфаркин. Пултаруллă автор, малашлăхĕ пур. Сăмаха лайăх туять, чĕлхи те пуян. Чăвашла калаçса ӳсни, пурнăç опычĕ пысăк пулни тӳрех курăнать. Авторăн малашне те çырмалли планĕсем пур пуль-ха. Эпир çĕнĕ хайлавсем кĕтетпĕр.
Пĕр çыру çинче чарăнас килет. Виçĕ-тăватă хутчен те ячĕ автор ку çырăва. Темле юрă пичетлеме ыйтать. Юрă ятне хăй пĕлнĕ (е шухăшланă пек) çырать. Эсир хăвăрăн телефон номерне те пулин палăртăр-ха е пире телефонпа шăнкăравлăр. Сире кирлĕ юрра шыраса тупăпăр.
Çамрăк авторсем пирки уйрăм каласа хăвармалла. Вĕсен хайлавĕсем ытларах пирĕн ятарлă «Шăпăрлан» кăларăмра пичетленеççĕ. Д.Харитонова, Д.Мамотова, Е.Ларина, В.Кудряшова, В.Абамзин, О.Дьяконова, П.Дьяконов, С.Дьяконов, Н.Дьяконова, А.Садовникова, М.Шкаликова,
Чăваш хаçачĕн страницисенче çамрăк авторсен ячĕсем нумайланса пырасса шанатпăр. Майна районĕнчи Чӳрекел шкулĕнчен те çырусем килме пăрахрĕç. Пĕр çын мĕнле пысăк ĕç тума пултарнине, историре унăн витĕмĕ мĕнле анлă пулнине тепĕр хут çирĕплетет ку пулăм. Облаçри чăваш чĕлхипе литературине предмет майĕпе е халăхăмăрăн историйĕпе культурине кружок е факультатив майĕпе илсе пыракансене миçе хутчен чĕнсе каламан ĕнтĕ – вĕренекенсен пултарулăх ĕçĕсене хаçата ярса парăр! Е хăвăрăн шкулти мероприяти, пĕр-пĕрин çитĕнĕвĕсем пирки çырса кăтартăр. Халĕ ку ĕçе пит çăмăл майпа – электрон почти урлă - пурнăçлама пулать вĕт. Конверт кайса илсе почта тăрăх çӳремелле те мар. «Канашăн» тата унта ĕçлекен журналистсен электрон адресĕсем вара хаçатăн кашни номерĕнчех пур.
Хаçатра ĕçлекенсен тимлĕхĕнче яланах пулакан тепĕр ыйту – çырăнтару! Эпир сире, хаклă вулаканăмăрсем, 2017 çулта та «Канаша» вуласа киленме сунатпăр. Хăвăр вуланипе кăна мар, юлташăрсемпе тăванăрсене те парне туса чăваш хаçатне çырăнтарса пама ыйтатпăр. Çакăн пек мелсемпе усă курса «Канашăн» тиражĕ ӳсессе, пире çак ĕçре эсир пулăшасса шанатпăр.
«Канаш» хаçатăн тиражĕ вăл – Ульяновск облаçĕнче пурăнакан мĕнпур чăвашăн пичĕ! Эпир хамăра хамăр, пин-пин çул упранса паянхи куна çитнĕ, атте-анне вĕрентнĕ чи çывăх та илемлĕ чĕлхене, тăван культурăна мĕнле хисепленине кăтартакан тĕкĕр!
Хисеплĕ вулаканăмăрсем! Каллех Çĕнĕ çул çитрĕ. Хальхинче – 2017 çул. Эпир тепĕр çул ӳсрĕмĕр. Е ватăлтăмăр. Е ăслантăмăр. Е хавшарăмăр...
Çитес çул кăçалхинчен лăпкăрах та тухăçлăрах пултăрччĕ. Тĕнчере тăнăçлăх хуçалантăрччĕ! Сире, вулаканăмăрсене сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр. Пире ан манăр, çырусем çырсах тăрăр. Кĕтетпĕр!
Çĕнĕ çул ячĕпе, ентешĕмĕрсем!
 
: 214, Хаçат: 52 (1401), Категори: Cырусен тишкерeвe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: