Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕнĕ çул уявĕ шавлăн иртсе кайрĕ. Çичĕ çулхи Вирук валли вăл мĕн чухлĕ пылак парне илсе килчĕ! Малтан садикра елка пулчĕ, унта Хĕл Мучи ачасене канихвет-шăккалат нумай валеçрĕ. Вируксен килне тăванĕ-сем, кӳршисем нумайăн пычĕç – пурте тутлисемпе. Амăшĕн ĕçĕнчен те, ашшĕн ĕçĕнчен те хĕрача валли канихвет курупкисем парса янă. Амăшĕ хăй те хĕрĕ валли лавккаран пылаккине туянса килчĕ. Ашшĕ вара хулана кайнăччĕ – вăл та пушă алăпа таврăнмарĕ. Халĕ Вирукăн пылакки – çисе пĕтерейми!
Хĕрача юлашки вăхăтра яшкапа пăтă çиме те пăрахрĕ. Амăшĕ ӳкĕтлени те усăсăр.
-Çиес килмест ман! – тет вăл ăна хирĕç.
-Çиес килмест теме юрамасть. Тăрантăм тесе каламалла, хĕрĕм. Пĕлетĕп, эсĕ канихвет çисе тăраннă. Анчах канихвете пĕр вĕçĕмсĕр çимелле мар, вăл çиес килнине пĕтерет, вар-хырăм ĕçне пăсать. Кашни кун яшка та, пăтă та çимелле. Вĕсемсĕр лайăх ӳсейместĕн, пысăк пулаймастăн,- ăнлантарать хĕрачана амăшĕ.
Вирука вара – пурпĕрех! Ун пылакки нумай, вăл ăна юратать, ялан шăккалат та канихвет чăмлать. Пылак-çке, тутлă-çке! Хĕрача килте пылак çиме ытла нумайланса кайнипе вĕсене суйлама та тытăнчĕ ĕнтĕ, вĕсенчен хăшĕ-пĕри «тутлă мар» пулма тытăнчĕç.
-Кун пекки тутлах мар, ун пеккине çиместĕп, ку начар! – текелет вăл канихветсене пĕчĕк аллипе чаштăртаттарса суйласа ларнă майăн.
Аптăранă енне хĕрача шăккалатсемпе выляма та тытăнчĕ, вĕсене пукане çăварне чикнĕ пек тăвать, ун тутине сĕрсе ярать.
-Çи, çи, Маша, ман кун пекки нумай! – тет вăл пукане тутине шăккалатпа вараласа.
Хăй вара канихветсене çуррине çиет те сĕтел çине хурать, хăш чухне диван çине те пăрахса хăварать. Кайран пырать те ним асăрхамасăр ун çине ларать, кĕпине варалать. Компьютер умĕнче те çисе пĕтереймен канихвет е шăккалат татăкĕсем выртаççĕ, сĕтелĕ хăмăр тĕспе вараланнă. Канихвет хучĕсем – унта та кунта йăваланаççĕ.
Пĕррехинче вара кукамăшĕ çӳп-çап витринче те çур плитка шăккалат тупрĕ!
-Ай-яй-ай! Мăнукăм, мĕн япали ку/ Витрене шăккалат кам пăрахнă/ - ыйтрĕ вăл тĕлĕнсе Вирукран.
-Тутлă мар вăл, кукамай. Çăвара йӳçĕ калать, çавăнпа пăрахрăм. Ман ун пеккисем тата нумай-ха кунта! – савăнса хуравларĕ Вирук.
-Эй, мăнукăм... Эсĕ тăраннă иккен пылак çимерен, сан куçу кăна выçă ĕнтĕ... - тăссарах ассăн сывласа ячĕ кукамăшĕ. -Лар-ха, эппин, диван çине. Эп сана ачалăхри пĕр интереслĕ япала çинчен каласа кăтартам.
Вара вăл мăнукне ачашшăн аллинчен тытрĕ те хăй çумне вырнаçса ларма пулăшрĕ. Унтан васкамасăр калаçма тытăнчĕ:
-Эпĕ Аслă вăрçă вăхăтĕнче ӳснĕ. Арçынсем пурте тăван çĕршыва сыхлама тухса кайнăччĕ. Ман атте те фронтраччĕ. Ялта хĕрарăмсемпе ачасем çеç юлнă. Анне пире – мана тата икĕ шăллăма – киле хамăра кăна пăрахса хăварса калхус ĕçне çӳретчĕ. Апат çитместчĕ. Ялан çиес килетчĕ. Çăкăра пире анне пĕчĕк татăксем туса касса паратчĕ те кайран ыттисене пир татăкĕпе типтерлĕн чĕркесе арчана хуратчĕ, çăрапа питĕ-рсе илетчĕ. Уççине вара саппун кантринчен çакса яратчĕ. Хăшĕ-сен вара çăкăр та пулман. Вĕсем мăян пуçтарнă, ăна çуклă-пурлă çăнăхĕпе хутăштарса пашалу пĕçернĕ. Мĕнле тутлă пулнă-ха вăл! Е çĕрулми анкартинче крахмал пуçтарнă. Крахмал вăл – кĕркунне пуçтарса илейменнипе юр айĕнче хĕл каçнă çĕрулми. Вăт çавна та пашалу пек лапчăтса пĕçерсе çинĕ е яшка çине янă. Вăл та тутлăччĕ, мĕншĕн тесен урăххи пулман. Çынсем вĕлтĕ-рен татса пĕçерсе çинĕ, çырмасенче вĕлтĕрен те юлманччĕ. Курăк е çăка çулçи пĕçерсе çинĕ. Канихвет-шăккалат мĕн иккенне те пĕлмен эпир... Вăт çапла пулнă ун чух пурнăç... Атте те фронтран таврăнаймарĕ. Эпир çурма тăлăха юлтăмăр...
Пĕррехинче эпир – виçĕ пĕртăван – килте шурă пурăпа çырмалла вылятпăр. Анне те пур. Пӳрт стенине сăрламанччĕ, ун çине патаксем, ункăсем ӳкеретпĕр, пĕлекен саспаллисене кукăртса хуратпăр. Çав вăхăтра пирĕн пата аннен иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ – Марче аппа хăнана килчĕ. Вăл хулара учителе вĕренетчĕ. Аппа пӳрте кĕчĕ те ăшшăн кулса пирĕн пата пычĕ. Кĕсйинчен виçĕ пĕчĕк шурă катăк кăларчĕ те пĕшкĕ-нсе пире валеçсе тухрĕ. Эпир савăнса кайрăмăр – пирĕн валли пурă илсе килнĕ! Тӳрех шурă катăксемпе стена çине çырма пикентĕмĕр. Мĕн ку/! Шурă та хытă катăксем çырмаççĕ!
-Аппа, çырмасть-çке ку пурă! - тесе эпир вăта шăллăмпа иксĕмĕр кăмăлсăрлантăмăр, катăксене алăк патнелле ывăтса ятăмăр. Вĕсем шакăртатса кусса кайрĕç.
Марче аппа пире улталарĕ пулĕ тетпĕр. Кĕçĕн шăллăм вара аллинчи катăкне темле майпа çăварне хыпса пăхнă иккен, чĕлхипе сĕртĕннĕ.
-Тутлă ку, тутлă! Пылак ку! – тесе кăшкăрса ячĕ вăл çийĕ-нчех.
Эпир те ывăтса янă катăксем патне хăвăрт чупса кайса урайĕ-нчен илтĕмĕр те тӳрех çăвара чикрĕмĕр. Эх, тутлă пулса кайрĕ çăварта! Чăнах та – пылак иккен! Эх, пылак! Часах шурă катăк çăварта ирĕлме тытăнчĕ. Эпир пĕр-пĕрин çине пăхса савăнатпăр, пĕр чарăнми çăварти шурă катăка сурчăкпа йĕпетсе чĕлхепе çавăратпăр, туртсах ĕметпĕр. Часах вара çăварта унран нимĕн те юлмарĕ, йăлтах ирĕлсе кайрĕ.
Шурă та хытă катăк – сахăр пулса кайрĕ иккен! Аппасене педучилищĕре Çĕнĕ çул ячĕпе кăштах сахăр панă пулнă. Вăл ăна хăй çимен. Пире, выçă ачасене, тутантарса пăхтарас, кăштах савăнтарас шутпа яла илсе килнĕ. Вăт çавăн чухне тутлăччĕ, вăт пылакчĕ çăварта! Мĕн чухлĕ вăхăт иртрĕ ĕнтĕ – ку саманта ниепле те манаймастăп! Ăна аса илсенех çăварта пылак пулса каять.
Вăт çапла ӳснĕ эпир, вăрçă ачисем. Халĕ вара сирĕн пурте пур: çимелли те сĕтел тулли, тăхăнмалли те темиçе шкап. Эсир выçлăх, сивĕ пӳрт, тăхăнмалли çукки мĕн иккенне пĕлместĕр, вĕсене курман. Курмалла та ан пултăр! Çавăнпа хаклама пĕлместĕр эсир çимене, шăккалата та çӳп-çап витрине пăрахатăр. Пирĕншĕн вара сахăр çисе курни те пысăк савăнăç пулнă – уяв пекех...
Вирук кукамăшĕ каласа панине тимлĕн, пĕр сасă кăлармасăр итлесе ларчĕ. Унтан ура çине сиксе тăчĕ те ун енне çаврăнса çапла каларĕ:
-Кукамай, эпĕ халĕ ăнлантăм. Шăккалата урăх нихăçан та çӳп-çап витрине те, урайне те пăрахмастăп. Çимене пăрахма юрамасть. Малашне эпĕ шăккалата çисе яраймасан холодильника пуçтарса хуратăп та тепрехинче илсе çиетĕп.
 
: 152, Хаçат: 52 (1401), Категори: Шăпăрлан

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: