Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Хисеплĕ ентешĕмĕрсем, çултан-çул «Канаш» хаçата çырăнса тăракансем тата халĕ çеç вĕсен çумне хутшăннисем!
Вăхăтăн пĕр чарăнми шуса пыракан çуни 2016 çулхи декабрь уйăхĕпе 2017 çулхи январь уйăхĕн чиккинчен çил-тăман кăларттарса вăшт! кăна каçса кайрĕ. Тепĕр Çĕнĕ çула кĕтĕмĕр! Çулăмлă Автан çулĕ теççĕ ăна.
Кăçал çĕршывĕпе илсен Октябрь революцийĕ пулнăранпа 100 çитет. Чăваш тĕнчине илсен вара Чĕмпĕрте 1-мĕш Чăваш съезчĕ пулса иртнĕренпе – пĕр ĕмĕр.
Чĕмпĕр чăвашĕсен пурнăçĕнче те паллă пулăм иртсе кайрĕ – «Канаш» тухма тытăнни иртнĕ çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнче 27 çул тулчĕ.
Малаллах талпăнатпăр-ха! Пурăнатпăр!
Пĕр 10 çул каялла пирĕн чунсенче хаçат тиражĕ чакĕ текен шикленӳ пурччĕ, мĕншĕн тесен пирĕн хаçата çырăнса илекен аслă ăрури çынсем, эпир лайăх пĕлекен чăвашсем пиртен уйрăлса кайма пуçларĕç. Эпир шухăшлаттăмăрччĕ: малашне чăваш хаçатне кам çырăнĕ-ши/ Телее, тираж чакмарĕ-ха, çав шайрах юлчĕ – кайнисен вырăнне çĕннисем килчĕç.
Чи малтан çулсерен пирĕн хаçата çырăнса илсе вулакансене, пирĕн çывăх туссене, тав сăмахĕ калас килет. Пирĕн тата сирĕн тăрăшулăхпа пĕрлехи хаçат çак кĕрлевлĕ тĕнчере тытăнса тăрать, ахăрсамана авăрне путмасть.
Пирĕн тиража ӳстерме тăрăшакансем хушшинче чылай çын, паян вĕсенчен хăш-пĕрне асăнса хăварас килет. Чăнлă районĕнчи Николай Ивандеев фермер тата «Родники» ялхуçалăх производство кооперативĕн пуçлăхĕ Николай Сайгушев хăйсем патĕнче вăй хуракан чăвашсене кашни çулах «Канаш» çырăнса парса парне тăваççĕ. Пĕрремĕшĕ çулсерен 10 экземпляр çырăнса илет, иккĕмĕшĕ – 20. Ун пеккисем татах пур, малашне çырса пĕлтерĕпĕр-ха вĕсем çинчен.
Çĕнĕ хулара пурăнакан Елена Уресметова, хăй каланă тăрăх, «Канашпа» 6 çул каялла кăна паллашнă, çав вăхăтран ăна çырăнса илет. Паян вара вăл хăй çырăнса илнипе кăна çырлахмасть, тăванĕсене, пĕлĕшĕсене те «Канашпа» туслаштарма тăрăшать. Пĕлтĕр, сăмахран, Елена Леонтьевна 27 ентеше пирĕн хаçата çырăнтарма пулăшнă – е ӳкĕте кĕртнĕ, е хăйĕн укçипе çырăнтарса панă. Кăçал та хастар чăваш хĕрарăмĕ 17 чăваша «Канашлă» пулма пулăшнă. Çакăн пек хастар та ырă кăмăллă, чăваш халăхĕн пуласлăхĕшĕн тĕплĕн шухăшлама пĕлекен, уншăн чун-чĕрине ыраттаракан çынсем пуррипе Чĕмпĕр чăвашĕсен хаçачĕн тиражĕ чакса лармасть те ĕнтĕ! Чăн-чăн туссем эсир пирĕн! Тавах сире ырă ĕçĕршĕн!
Пирĕн тĕп тĕллев – вулакансен ыйтнине тивĕçтересси, вĕсем патне çĕнĕ хыпарсем, интереслĕ статьясем, илемлĕ сăвă-калав çитересси. Сирĕншĕн ĕçлессинчен пирĕн урăх тĕллев те пулма пултараймасть. Эпир сирĕнпе пĕрле çитес ăрусем валли Чĕмпĕр чăвашĕсен летопиçне, кун-çулне çыратпăр.
Тăван тăварпа пиçнĕ тет. Эпир, хаклă вулакансем, пĕр-пĕрне лайăх пĕлетпĕр ĕнтĕ, час-часах ялсене çитсе сире куратпăр, калаçатпăр. Малашне те эпир пĕр-пĕрне пулăшса пырар. «Канаш» сирĕн чи çывăх юлташăр пулса юлтăр тесе тăрăшăпăр эпир – яланхи пекех сирĕншĕн ĕçлĕпĕр. Эсир вара «Канаш» хаçата çырăнса илĕр, ăна халăх хушшинче сарма пулăшăр. Ку чăвашсемшĕн тунă сăваплă ĕç пулĕ!
Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатпăр сире! Кашни киле савăнăçпа телей килсе шаккаччăр. Вĕсем валли чунăрсене тата алăкăрсене уçса хурăр. Сывлăхлă пулăр!
 
: 183, Хаçат: 1 (1402), Категори: Редактор сaмахe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: