Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
2017 çулта пенси тытăмĕнче улшăнусем пулаççĕ. Çакă хальхи, пулас пенсионерсене тата ĕçпе тивĕçтерекенсене пырса тивет.
Пенси тата социаллă тӳлев шайне
 
ӳстерни
2017 çулта пенси çумне хушса тӳлесси (индексаци) унчченхи йĕркепех пырĕ.
Февраль уйăхĕнчен тытăнса ĕçлемен пенсионерсен страхлав пенси калăпăшĕ вăтамран 5,8 процент ӳсмелле. Çапла вăл вăтамран 13 пин те 657 тенкĕ пулмалла. Страхлав пенси çумне хушса тӳлекен укçа шайĕ 78 тенкĕ те 58 пус пулĕ (2016 çулта вăл 74 тенкĕ те 27 пус пулнă).
Апрелĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса ĕçлекен тата ĕçлемен пенсионерсен те (вăл шутра социаллă та) 2,6 процент ӳсмелле. Çапла майпа çулталăкри вăтам социаллă пенси калăпăшĕ 8 пин те 803 тенкĕ пулмалла. Сусăр тата 1-мĕш ушкăнри инвалид ачасене 13 пин те 349 тенкĕ тӳлĕç,
Февралĕн 1-мĕшĕнче федераллă çăмăллăхпа усă куракансене пенси çумне тата 5,8 процент хушса тӳлĕç.
2016 çулта ĕçленĕ пенсионерсенне 2017 çулхи август уйăхĕнче страхлав пенси шайне ӳстерме палăртнă.
 
Пĕррелĕх пенси – 5 пин тенкĕ
2017 çулхи январь уйăхĕнче Раççей пенсионерĕсене пĕррелĕх пенси укçи – 5 пин тенкĕ парĕç. Ăна 2016 çулхи раштавăн 31-мĕшĕнчен Раççейри кашни пенсионер илĕ. Ку укçана январĕн 13-26-мĕшĕсенче парĕç. Почта уйрăмĕнче унччен январĕн 3-12-мĕшĕсенче илекенсем пенсие январĕн 23-мĕшĕнчен тытăнса 26-мĕшччен илĕç. Почтальон урлă илекенсем те çав графикпах илĕç. Кредит организацийĕ-сем урлă илекенсен пенсийĕ карточка çине январĕн 13-мĕшĕнче килĕ.
 
Пенси калăпăшне палăртни тата пенсионерсен шучĕ
Пенси формули тăрăх, 2017 çулта страхлав пенсине илес тесен ĕç стажĕ 8 çултан кая мар пулмалла.
2017 çулта пенсионерсен шучĕ 43,3 миллионран 43,9 миллиона çитмелле. 2017 çулта та тĕп пенси – страхлав пенсийĕ пулмалла. Çитес çул ăна 40 миллион çын илмелле, унсăр пуçне 4 миллион çын – патшалăх пенсине илекенсем.
 
Амăшлăх капиталĕ
Амăшлăх капиталĕ 2017 çулта улшăнмасть: унăн калăпăшĕ – 453 пин тенкĕ. Амăшлăх капиталĕн программине кĕрес текенсен тата 2 çул пур-ха. Ăна илес пулсан ачан 2018 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен çуралмалла е ăна усрава илмелле. Укçапа вара ашшĕ-амăшĕ кирек хăçан та усă курма пултарать.
 
: 534, Хаçат: 1 (1402), Категори: ceнeлeх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: