Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тăван культурăна вĕрентессине тăван чĕлхерен пуçламалла.
Чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я.Яковлев çырса хăварнисене аса илер-ха. Вăл: «Чĕлхе хăйне йĕркеленĕ халăхпа пĕрле кăна пĕтет, çавăнпа та тăван чĕлхене мантарма тăрăшни çак халăха вĕлерме тăрăшни пулать»,- тенĕ. Чĕлхене халăхран туртса илес тени ăна терт-нуша кӳрет, чунне суранлатать. Тăван чĕлхе пулăшнипе кивĕ ăнлавсене те çĕнетме пулать, тăван чĕлхесĕр пуррине те тустарма, салатма пулать.
Çак ыйту – «чĕлхе вилсе пыни» – паян пирĕн умра çивĕч тăрать. Çамрăксем тăван чĕлхерен, культурăран уйрăлса ӳсеççĕ. Чăваш Республики тулашĕнчи шкул ачисем чĕлхерен сивĕнсе пынине вун-вун çул никам та асăрхамарĕ. Эпир, вĕрентӳçĕсем, халĕ чăваш ачи чăвашла калаçнипе мар, тăван чĕлхене кăштах ăнлансан савăнатпăр.
Ку енĕпе паян нимĕн те тумаççĕ теме çук, лайăх улшăнусем пур. Шкулсенче ачасем «хăйсен» халăхĕн тăван культурине, историне ăса хываççĕ. Эпĕ «хăйсен» сăмаха ахальтен мар кавычка ăшне илтĕм. Ачасемшĕн хăш чĕлхе -- тăван/ Унпа шухăшлаканни, калаçаканни, çыраканни. Ун пирки Д.С.Лихачев академик та каланă.
Хальхи ачасен словарь саппасĕ чухăн. Вĕсен калаçăвĕ мĕн чухлĕ ансат – хăтланкаларăшĕ çавăн чухлĕ тӳрккес. Словарь саппасĕ пуян пулсан вăл çынна тарăн шухăшлама май парать. Кашни халăхăн чĕлхи хăйнеевăр пуянлăх. Ăна çухатсан эпир хамăр несĕлĕмĕрсемпе те çыхăнăва ĕмĕрлĕхех тататпăр.
Мĕн тумалла-ха/ Чăваш алфавитĕнче вырăслипе танлаштарсан тăватă саспалли кăна ытлашши – ă,ĕ,ç,ӳ. Пĕрре пăхсан йывăрах мар пек. Анчах сăмахсен пĕлтерĕшне, предложенисен шухăшне лайăх ăнланса вуласа пымасан усси çукпа пĕрех. Çавăнпа эпир кружокра ачасемпе чăвашла аудиофайлсем итлетпĕр. Ун хыççăн ачасем сăмахсене тĕрĕс калама вĕренеççĕ. Пĕр-пĕр аудиофайла темиçе хут итлетпĕр – тĕрĕс калама вĕрениччен. Ачасем умĕнче чăвашла текст вулатăп, кайран çакна вырăсла каласа паратăп. Ачасем хăш-пĕр текста словарьпе усă курса вулаççĕ. Чăвашла юрăсем итлетпĕр – ку вĕсене ытларах та кăмăла каять.
Словарьпе усă курса тăватă йĕркеллĕ сăвăсем çырма хăнăхатпăр.
Сăмахран:
Вăрман ларать кашласа,
Эп чупатăп хăраса.
Кĕмсĕртетет аслати,
Ӳккелет çумăр пĕрчи.
Хальлĕхе ертсе, сĕтĕрсе пыраканни эпĕ-ха. Анчах та ачасем интересленсе вĕренеççĕ, мĕнле те пулин çитĕнӳ тусан питĕ хĕпĕртеççĕ.
Пирĕн тĕп тĕллев – ачасем тăван чĕлхене, наци культурине хисеплеме вĕренччĕр. Хăйĕн чĕлхине сыхласа хăварас енĕпе тăрăшса ĕçлекен халăх кăна сыхланса юлма пултарать ку тĕнчере. Хăй чĕлхипе культурине хисеплекен çын вара ыттисене те хисеплеме пĕлет. Ку паянхи нумай чĕлхеллĕ, тĕрлĕ тĕне ĕненекен çынсем пурăнакан регионта питĕ пĕлтерĕшлĕ.
Ульяновск,
21-мĕш шкул.
 
: 468, Хаçат: 1 (1402), Категори: таван самах

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: