Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăвашсем çемье, ял, вăхăт, ĕç-хĕл пурнăçне пуянлатакан тата илемлетекен тĕлĕнмелле пысăк пĕлтерĕшлĕ йăласемпе мухтанма пултараççĕ: Сурхури, Нартукан (Нартăван), Кăшарни (Кĕрещенке, Шуçи), Киремет карти, Çăварни (Масленица), Калăм, Сĕрен, Мăнкун, Ака пăтти, Акатуй, Çимĕк, Уяв, Вырма, Авăн, Чӳклеме, Чӳк, Ниме, Киремет карти, Кĕрсăри.
Халăх йăли-йĕрки календарĕ Сурхури уявĕпе пуçланнă. Ку авалхи уяв. Ĕлĕкрех вăл тата анлăрах пулнă - выльăх-чĕрлĕхе упраса тăракан ыр-усала пуççапнипе тачă çыхăнса тăнă. Унăн ячĕ те çакăнтанах тухнă – «сурăх ырри» - «овечий дух». Ку уява хĕлле кун таврăнăшĕнче (декабрĕн 21-22-мĕшĕ) паллă тунă. Сурхури эрнене тăсăлнă.
Уявланă хушăра чи малтан Çĕнĕ çулта хуçалăха тата киле хăтлăх кӳме, аван тухăç тата ĕрчев пама ыйтакан мешехесене туса ирттернĕ. Сурхурин пĕрремĕш кунĕнче ачасем ушкăнăн-ушкăнăн пухăнса ялти кашни киле çитсе курнă. Çав вăхăтра вĕсем Çĕнĕ çул çитнине пĕлтерсе юрланă, ентешĕсене уявпа саламланă, тантăшĕсене вĕсемпе пĕрле çӳреме йыхăрнă.
Çурта кĕрсен хуçисене выльăх-чĕ-рлĕхĕр, кайăк-кĕшĕкĕр ĕрчетĕр тесе ырлăх-сывлăх суннă, вĕрӳ-суру чĕлхипе çырнă юрăсем шăрантарнă. Лешсем ачасемпе çамрăксене ятарласа хатĕ-рленĕ тутлă апат-çимĕç (кукăль, йăвача, мăйăр, пылак çиме, ăшаланă пăрçа) панă, ырă сăмахсемпе сунăмсемшĕн савăнсах парне тунă. Лешсем пуян хуçасене тав туса кил карти тулли выльăх-чĕрлĕхне ăшаланă пăрçапа сапнă.
Халĕ Сурхури христиансен Раштав уявĕпе (Рождество Христово) пĕр килет. Вăл Кăшарниччен тăсăлать.
 
: 87, Хаçат: 1 (1402), Категори: Йăла-йĕрке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: