Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Иртенпе паян лапка-лапка юр çăвать. Çанталăкĕ лăпкă тăрать. Йĕри-тавра шăплăх. Çил пачах çук. Таçта йытăсем вĕрни илтĕнет. Çак шăплăха шкултан чупса тухнă ачасен савăнăçлă сассисем сирчĕç. Илюшăн ыран питĕ савăнăçлă кун: шкулта Çĕнĕ çул уявĕнче концерт кăтартаççĕ те икĕ эрнене каникула яраççĕ! Паян вара вĕсем пĕр-пĕрне юрпа пемелле, юр пĕрчисене чĕлхепе тытмалла вылярĕç. Ывăнсан килĕсене саланчĕç.
Илюш та килне васкарĕ. Унăн асламăшне лайăх хыпар пĕлтерес килчĕ. Ку чĕрĕкре унăн пĕр «3» паллă та тухмарĕ-çке, «4» тата «5» паллăсем çеç дневникра. Асламăшĕ ку хыпара илтсен мăнукне мухтарĕ, ыталаса та илчĕ. Илюша тумне улăштариччен вăл мăнукĕн юратнă пăттине сĕтел çине антарса та лартрĕ. Илюш апатланнă вăхăтра ун çумне кушак килсе ларчĕ те мăрăлтатма пуçларĕ. Унăн та хăйне юраттарас, ачашлаттарас килчĕ пулас... Апатланнă хыççăн Илюш асламăшне тав турĕ, ыран уява тăхăнса каймалли костюмне тепĕр хут тăхăнса кăтартрĕ. Ашшĕ-амăшĕ таврăнсан вĕсене те тăхăнса кăтартрĕ. Кашни хутĕнчех унăн чĕри савăнчĕ.
Тепĕр кунне Илюшăн асламăшĕпе амăшĕ ачасен уявне курма кайрĕç. Ашшĕ пыраймарĕ – ĕçĕнчен пушанаймарĕ.
Уявра Хĕл Мучипе Юрпике лайăх вĕренекен кашни ачана Грамота, кĕнеке тата пылак кучченеç парса чысларĕç. Ачасем питĕ савăнчĕç, вĕсем курма килекенсене ташласа, юрласа, сăвăсем каласа савăнтарчĕç. Килĕ-сене пурте тулли кăмăлпа саланчĕç.
Каçхине ĕçрен таврăннă чух çула май Илюшăн ашшĕ сарлака лăсăллă, ешĕл чăрăш илсе килчĕ. Илюш хăйĕн савăнăçне ниçта хума пĕлмерĕ: юрласа та, ташласа та илчĕ. Унтан чăрăша капăрлатма тесе теттесем йăтса тухрĕ. Чăрăша капăрлатасси – чăн-чăн телей, савăнăç! Малтан ашшĕ чăрăш тăррине çăлтăр вырнаçтарчĕ. Унтан пысăкрах теттисене çакрĕ. Унтан вĕсем гирляндăсем çакрĕç. Чăрăш айне Хĕл Мучипе Юрпикене лартса хучĕç. Амăшĕ çав вăхăтра апат хатĕрлерĕ. Асламăшĕ вара пурин çине те чунтан савăнса пăхса ларчĕ. Кушак та вĕсем çинчен куçне илмест. Лампочкăсем çуталса кайсан вăл тем пулнă пек сиксе тăчĕ те чупса пырса тата темĕнччен сăнарĕ. Чăрăш юмахри пек тĕрлĕ-тĕрлĕ тĕссемпе çутатса, йăлтăртатса пӳлĕме илем кӳрсе ларать.
Илюш шкул сумкине васкаса йăтса тухрĕ, унтан таса хут листипе ручка илчĕ те Хĕл Мучи патне çыру шăрçалама пуçларĕ. Вăл çутçанталăк илемне, чĕрчунсене, тĕрлĕ-тĕрлĕ чечексене ӳкерме юратать, анчах та ун хальлĕхе фотоаппарат çук. Çавăнпа та вăл хăй ĕмĕчĕ пирки Хĕл Мучие çырса яма шутларĕ. Çырăвне чăрăш айне хучĕ.
Канмалли кун пулин те Илюш ирех вăранчĕ. Чӳречесене Хĕл Мучи тĕрлĕ ӳкерчĕксемпе илемлетсе хăварнă. Пӳрте тутлă икерчĕ тата чăрăш шăрши сарăлнă. Илюш хăвăртрах тăчĕ те ĕнерхи çырăва илсе кайнипе кайманни çинчен пĕлес тесе чăрăш патне чупса пычĕ. Йĕри-тавра çаврăнчĕ – çыру ниçта та çук.
-Асанне! Асанне! Пĕлетĕн-и/! Ман çырăва Хĕл Мучи илсе кайнă, епле кĕнĕ-ха, ара, вăл пурте/ Эх, сыхласа лармаллаччĕ иккен...
-Ара, мăнукăм, Хĕл Мучи паян ирех çырусем пуçтарса çӳренине куртăм та сан çырăвна тухса патăм вара. Куратăн-и, чӳречесем çине вăл тĕлĕнмелле ӳкерчĕксем ăсталаса хăварнă!
-Тӳрех тăратмаллаччĕ ĕнтĕ, Хĕл Мучие хам та курнă пулăттăм!
-Мăнукăм, эсĕ питĕ тутлă çывăраттăн та тăратма шеллерĕм, тепĕр çул ху кăларса тыттарăн вара.
- Эх! Хăвăртрах Çĕнĕ çул каçĕ çиттĕрччĕ, тинех манăн фотоаппарат та пулĕ...
Илюш вара асламăшĕн тутлă икерчисене çирĕ те телевизор умне мультфильм курма ларчĕ. Телевизорпа çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламлаççĕ, мультфильмĕсем те çак уявпах çыхăннă.
Ăнсăртран Илюшăн пичĕ çине хĕвел пайăрки ӳкрĕ, вăл ăна урама чĕннĕ-нех туйăнчĕ. Илюш чăтса лараймарĕ – çунашкине илчĕ те юлташĕсене тăвайккинчен ярăнма чĕнме кайрĕ. Шурă юр ахах-мерчен сапнă пек йăлтăртатать.
Çапла вара тăвайкки ачасен савăнăçлă сассипе янăрарĕ. Пĕри çунашкапа, тепри йĕлтĕрпе, хăшĕсем конькипе ярăнчĕç. Вĕсен хыççăн Илюшăн йытти те хӳрине вылятса чупрĕ. Савăнăçлă ачасем пичĕсем хĕрелнине те, шăннине те туймарĕç. Пилеш турачĕсем çинче ларакан кăсăясем те ачасем çине пăхса киленсе ларчĕç. Хăйсен хушшинче темĕн чĕвĕлтетсе илеççĕ.
Таврана тĕттĕм тĕс çапсан çеç ачасем килĕсене саланма пуçларĕç. Уйăх шуса тухрĕ, унăн тавра шăрçа пек çăлтăрсем пĕр-пĕринпе куç хĕсмелле вылярĕç. Йывăçсем те ыран Çĕнĕ çул иккенне сиснĕн пас тытнипе шап-шурă кĕпе тăхăннă Юрпикесем пек лараççĕ, вăркăш çилпе вĕсен çинчен юр пĕрчисем вĕлкĕшсе ӳкеççĕ. Пӳрт тăрринчи мăрьесенчен тĕтĕм тухать те тӳпере саланать.
Илюш паян выляса ывăннипе апатланнă хыççăнах çывăрса кайрĕ. Ун çумне кушакĕ йăпшăнса кĕрсе выртрĕ. Илюш тутлăн карăнса илчĕ те тепĕр енне çаврăнса выртрĕ. Тути кулса илчĕ, вăл, ахăртнех, тутлă тĕлĕк курать.
Çапла вара Çĕнĕ çул кунĕ те çитрĕ. Паян иртенпех Çĕнĕ çул ячĕпе радиопа та, телевизорпа та саламлаççĕ, сывлăх, телей, савăнăçлă кăмăл сунаççĕ.
Тĕпелте иртенпех чашăк-тирĕк сасси илтĕнет, кашнин валли ĕç пур. Пурте Çĕнĕ çула кĕтсе илме тумланчĕç. Асламăшĕ вара чӳречерен ачисемпе мăнукĕсем çитмерĕç-ши тесе пăхать, вĕсем те тĕп çурта паян çак савăнăçлă уява кĕтсе илме килмелле.
Акă тинех кĕтнĕ хăнасем килсе çитрĕç. Хăйсемпе пĕрле те мĕн чухлĕ парне, кучченеç илсе килчĕç! Мăнукĕсем чупса пырса асламăшне ыталаса илчĕç. Лешĕн савăннипе куççулĕ тухрĕ.
Çапла вара хĕрарăмсем сĕтел хатĕрлесе çитерчĕç. Сасартăк алăка такам шаккани илтĕнсе кайрĕ. Илюш чупса тухрĕ те – пӳрте савăнса чупса кĕчĕ: аллинче – фотоаппарат. Хĕл Мучи алăк умне лартса хăварнă иккен. Хăй ыттисене савăнтарма васканă. Илюш савăннипе пурне те юратса тухрĕ. Кĕçех 12 сехет çитрĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин пурне те саламларĕ. Унтан кил-йыш та савăнăçлăн пĕр-пĕрне ырă сăмахсем каласа саламларĕ. Илюш çĕнĕ фотоаппарачĕпе çак савăнăçлă саманта пĕр вĕçĕм ӳкерчĕ...
 
: 614, Хаçат: 1 (1402), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: