Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ку Раштав тĕлĕнтермĕшĕ евĕр туйăнать, анчах та пулăма ăслăлăх тĕлĕшĕнчен ăнлантарни пур: кашни çул раштав уйăхĕн вĕçĕнче çурçĕр пăланĕсем куç тĕсне – ылтăнран тĕттĕм симĕ-се – улăштараççĕ. Хăйнеевĕрлĕхĕн ăнлантарăвĕ çапларах: чĕрчунсен çулталăкне икĕ хутчен куç тĕсĕ улшăнни çурçĕр полюс çаврăмĕнчи сайра йышши çутă лару-тăрăвĕпе çыхăннă. Çакна Норвегири Тромсе хулин университечĕн биологĕсем тĕпчесе пĕлнĕ.
Çурçĕр пăланĕн куç шăрçи Арктикăри хире-хирĕçле çутă ылмашăвĕсене хăнăхса çитнĕ. Раштав уявĕ вунă эрне тăршшĕпе пыракан тĕттĕм çанталăкăн варрипе тӳрĕ килет. Вăл вăхăтра пĕлĕтре хĕвел пулманнипе Арктика çанталăкĕнче йăрăм-ярăм кăвакрах тĕссем пуç пулса тăраççĕ. Анчах та çу (май) варринчен пуçласа «тĕнче тăрринчи» çутă хĕрӳлĕхпе палăрма пуçлать: хĕвел пĕрре те анмасть, унăн пайăркисем ирĕлсе пĕтеймен юр çийĕн йăлтăртатса суккăрлатма пултараççĕ.
Çутçанталăк пăлансене тĕлĕнмелле тытăм парнеленĕ. Тĕттĕм вăхăтра Арктикăра пурăнакан мăйракаллă чĕрчунсем куç тĕсне – ылтăнран тĕттĕм кăвака – мĕншĕн улăштарнине юлашки вунă çул хушшинче ăсчахсем тĕпчесе пĕлнĕ. Кăвакки ылтăн тĕсрен начартарах курать, анчах та вăл çутта пин хут вăйлăрах туять иккен. Çынсеннипе танлаштарсан каçхи чĕрчунсен куç тĕпĕнче «куçкĕски» пур. Пăлан «куçкĕскинче» сăнланакан çутă тĕсĕ куçри шĕвек пусăмĕнчен килет. Çурçĕрти тĕттĕм уйăхсенче куç шăрçисем сарăлаççĕ – май килнĕ таран нумайрах çутă çăтма тăрăшаççĕ вĕсем.
Тĕлĕнмелле, анчах та ылтăн тата кăвак тĕссем – пăланăн «куçкĕскинчи» пĕртен-пĕр тĕссем çеç мар. Тĕпчевçĕсем Тромсе университечĕн çĕрĕнче пурăнакан пăлан кĕтĕвне тĕрĕсленĕ хыççăн çакна пĕлнĕ: инçетри хула çутисене пула вĕсен куçĕсем симĕс пулса каяççĕ.
 
: 558, Хаçат: 1 (1402), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: