Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çемье çавăрнă кун тăванĕсемпе юлташĕсем ырă суннине тата мĕнле пурăнмаллине вĕрентсе каланă сăмахсене Павăл нумайлăха астуса юлчĕ. Астуса юлнипе кăна мар, вĕсене пурнăçа кĕртсе пыма тăрăшрĕ.
Акă ашшĕпе амăшĕ пулăшнипе çăмăл машина валли гараж туянчĕ. Пурăнакан çуртĕнчен инçех те мар. Çуран кайсан çутçанталăкпа киленсе пыма пулать. Хура кӳлĕ мĕне тăрать! Çыран хĕрринче таса та сивĕ çăл. Унта чарăнмасăр, шыв ĕçмесĕр иртсе кайма йывăр. Гараж патне тепĕр çул та пырать. Унта та шыв юхса выртать, вăл çывăхрах. Çĕр айĕнчи пăрăх шăтнăран вăл таçтан аялтан тапса тухать те хăйĕн çулĕпе симĕс курăк тăрăх юхса кайса çухалать. Ку тĕлтен те алла çумасăр иртсе каяс килмест.
Гаража Павăл хăйĕн улттăри хĕрĕпе çӳреме юратать. Ачашăн уçăлса çӳрени паха, çутçанталăкпа паллашать. Павăлшăн вара ĕç хыççăн гаражра аппаланни лайăх. Пурте аван кунта, анчах та нӳхреп çук. Ялта ӳснĕ çыншăн вăл питĕ кирлĕ пек.
Павăл ĕçе ӳркенмест пулсан та нӳхреп чавасси – ушкăнпа тумалли япала. Çуллахи ĕçе хĕллене хăварас мар тесе вĕсем арăмĕпе иккĕшĕ калаçса чăваш йăлипе ниме пуçтарчĕç, мĕнпур тăванне чĕнчĕç.
Утă уйăхĕ. Шăрăх. Ĕç хĕрсе пырать. Ĕçлекенсем илсе килнĕ шыва часах ĕçсе ячĕç. Пушаннă савăтсем те хĕвелпе типсе кайрĕç. Шывшăн çунакансем хуçана ĕçмелли пĕтни пирки асăрхаттарчĕç.
- Хĕрĕм, эсĕ çăл тĕлне аван пĕлетĕн, тетӳ-пе иксĕр пилĕк литрлă савăтпа çăл шывĕ илсе килĕр-ха, - ыйтрĕ Павăл.
Ачасем савăнсах чупса кайрĕç. Нумай кĕттермерĕç хăйсене, каялла тулли савăтпа çитрĕç. Ĕçе пăрахсах ĕçрĕç шывсăр типнĕ ĕçченсем. Ачасене тав сăмахĕ каланă хушăрах шывĕ ăшă пулнине палăртрĕç. Шыв ĕçмелли черет Павăла çитрĕ. Савăта аллине тытсанах вăл шыв ăшшине сисрĕ. Ачисем час çаврăнса килнĕшĕн тĕлĕннĕччĕ Павăл, анчах нимĕн те ыйтмарĕ. Ашшĕ алăри савăт çине пăхса шухăша кайнине курса хĕрĕ чăтса тăраймарĕ:
- Атте, атте, шывне ĕçме ан васка-ха, малтан ăçтан илнине калам. Эпĕ ăна курăк тăрăх юхса выртакан çĕртен тултартăм. Сире алă çума кăна кирлĕ пулĕ тесе шутларăм.
- Апла пулсан лайăх çăлтан сивĕ шыв илсе килĕр, маттурсем, - терĕ шыв ĕçеймесĕр юлнă Павăл ачисене çепĕç сассипе.
Ачисем кайсан вара кăмăллăн кулчĕ:
– Хе-хе-хе! Хамăрăн хамăрăнах çав, пĕчĕккĕ пулсан та ăнланаççĕ. Шывне те аванраххине ĕçтересшĕн.
 
Ульяновск хули.
 
: 164, Хаçат: 1 (1402), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: