Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чӳк уйăхĕн 2-3-мĕшĕсенче Шупашкарти «Мега Гелакси» кану центрĕнче V «Раççей чăваш пики-2011» конкурс иртнĕ. Пирĕн чиперккесем пысăк çитĕнӳ тунă. Елена Васильева «Раççей чăваш пики-2011» Гран-прине çĕнсе илнĕ, Анастасия Ахмерова — иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.
Хĕрсене конкурса хатĕрлекенсем: ашшĕ-амăшĕ, Чăваш культура центрĕн ертӳçи Ираида Гаврилова тата чăвашсен паллă поэчĕ, композиторĕ Валентина Игнатьева (Тарават). Çĕнтерме хавхалантаракансем – УОЧНКА ертӳçи Владимир Сваев тата Хула Думин председателĕн çумĕ Пётр Столяров.
Конкурс икĕ куна тăсăлнă. Пĕрремĕш кунĕнчех Елена «Спорт мисĕ» ята тивĕçнĕ. Иккĕмĕш кунне вăл пур номинаципе те палăрса 10 чиперккерен (Мускав хулинчен, Самар, облаçĕнчен, Тутар, Чăваш, Пушкăрт Республикисенчен) чи илĕртӳлли, чи пултарулли, чи хастарри пулса тăнă.
«Пултарулăх» номинацире Елена В. Тарават çырнă «Тăван çĕршыв» юрăпа палăрнă. Унччен хĕр нумай çул Валентина Николаевна йĕркеленĕ ушкăнра туптанни куçкĕретех. Настя Ахмерова çăмăл ташшипе килентернĕ.
Елена – Чăнлă районĕнчи Йĕпе Пăкăрлă хĕрĕ (Чĕмпĕрти «Сарпике-2010» конкурс çĕнтерӳçи) — Ульяновскри авиаци аслă шкулĕнче 1-мĕш курсра вĕренет. Настя – («Сарпике-2011» конкурс çĕнтерӳçи) – Пухтелĕнчи вăтам шкулта 11-мĕш класра ăс пухать.
Еленăна жюри канма кайма путёвка парса чысланă. Ыттисене диплом тата хаклă парнесем парса хавхалантарнă. Чĕмпĕр пикисемшĕн чĕререн савăнатпăр, мухтанатпăр!
 
: 928, Хаçат: 45 (1137), Категори: Раccей Чaваш пики

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: