Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пĕррехинче канмалли кун тăван ялне кайсан Александр Семенович Ванюшкин хăйпе пĕрле шавкка йытă илсе килчĕ. Илсе килчĕ тени тĕрĕсех мар-ха. Йытти кил хуçи хыççăн кăкарнă пек хăех чупса пычĕ, утăм та юлмарĕ. Чарăнсан арçынна куçĕнчен тилмĕрсе пăхрĕ, вăл сăмах каласса кĕтрĕ. Лешĕ çаплах шарламанран чăтăмсăррăн хăй сасă кăларчĕ, вĕçлеке хура сăмсипе унăн сарлака шăлаварĕ çумне сăтăркаланчĕ, кирлĕ хушă кĕтрĕ. Александр Семенович ăна вăрах кĕттермерĕ, хулăн пӳрнеллĕ ал тупанĕпе йыттăн çăмламас çурăмĕнчен ачашласа илчĕ те малалла утрĕ. Йытă унăн хусканăвне ырласа кăмăллăн вĕре-вĕре илчĕ, савăнăçне шăнараймасăр çăмламас хӳрине пăтратрĕ.
- Моська! Кил кунта! – терĕ Александр Семенович йытăпа юлташĕ пек калаçса. Çак хушăра хăй хапхан кĕçĕн алăкне уçса шавккине шкулăн сарлака картишне чĕнсе кĕртрĕ. Самантран вăл йытта выртса тăма çенĕк айне типĕ утă сарса çемçе вырăн хатĕрлерĕ, çийĕнчен кивĕ кавир татăкĕ тупса витрĕ – йăва пулчĕ те! Кун хыççăн хваттерне кĕрсе кивĕ чашăк çине яшка ярса йытă сăмси умне пырса лартрĕ. Лешĕ панă апата хаваслăн чаплаттарса çиме пуçларĕ.
Моська пĕчĕк пулин те питĕ хитре йытă. Хăмăр та вăрăм çăмлă вăл, сăмси-çăварĕ пĕчĕк. Вĕрнĕ чух вĕтĕ те çивĕч шăлĕсем тикĕссĕн курăнаççĕ.
Çул килсе каннă хыççăн Моська кил картипе паллашма пуçларĕ. Хура тӳ-ме пек пысăк куçĕпе ун-кун пăхкаласа картиш тăрăх чупкаласа çаврăнчĕ. Хӳ-ме çывăхĕнчи апат каяшĕсене тăкакан шăтăк патне пырса шăршларĕ, хăйне кирлине тупаймасăр сарайне кĕрсе тухрĕ. Пĕр хушă айккинче темĕн суйласа çӳрекен кăвакарчăнсем çине тинкерчĕ. Хăйне никам та чăрмантарманнине кура кăмăллăн пĕр-икĕ хут хамлатса илчĕ те каялла крыльца алăкĕ патне таврăнчĕ. Кунта хуçипе юнашар Кенттипе мана, ют ачасене курсан хаярлансах вĕрме пуçларĕ.
- Моська, нельзя! – чарчĕ ăна Александр Семенович.
Пирĕн енне çаврăнса:
- Ан хăрăр. Çыртмасть вăл. Ăслă йытă, - терĕ.
Каланине çирĕплетсе Александр Семенович пире юратнă йыттин пултарулăхне кăтартма пикенчĕ.
- Моська, икĕ уру çине тăр-ха! – хушрĕ вăл ăна аллинчи çăкăр татăкне çӳлелле çĕклесе.
Лешĕ чăнах та кайри ури çине тăрса çăкăр татăкĕ патне кармашать. Хуçи татăка çăварĕнчен хыптарсан хӳрине савăнăçлăн пăтратать.
Кун хыççăн Александр Семенович аллине патак тытать те ăна аяккарах ывăтса Моськăна çĕнĕ команда парать:
- Çак патака илсе килсе пар!
Моська хуçине ăнланнă пекех патака шăлĕпе çыртса пырса парать.
Авă картиш умĕнчи çерем çине кӳршĕсен хурĕсем какаласа килсе кĕреççĕ.
- Моська! Фас!..
Шавккана çакă çеç кирлĕ – вăл çереме вараласа çӳрекен хурсен ушкăнне самантрах аяккалла хăваласа ярать.
Часах Моська пире те иленсе çитрĕ. Вăл эпир хушнисене те çаплах тăрăшса пурнăçлама пуçларĕ. Çерем çине тухсан та пиртен хăпма пĕлмест. Çурăмĕнчен ачашласа юратнă хушăра вăрăм чĕлхипе питрен-куçран çула-çула илет.
- Колоçма кăно пĕлмест, йолт ăнлоноть, - тетчĕ ун пирки килен-каяна павăшки.
Шел, хĕле кĕрсен эпир юратнă Моськăна çухатрăмăр. Ку вăл çапла пулса тухрĕ. Ун чухне ялти хресченсен выльăхĕсене кашкăрсем канăç памастчĕç. Колхоз фермине кĕрсе сурăхсене пăвса кайни çинчен те калаçатчĕç.
Пĕр каçхине çĕрĕпех йытăсем вĕрчĕç. Пирĕн Моська та касăри ытти йытăсенчен пĕртте юлмарĕ. Анчах тахăш самантра вăл нăйкăша-нăйкăша ячĕ те – шăпланчĕ.
- Кашкăрсем! – вăранчĕç килтисем.
Анчах çав каç Александр Семенович хăй килте çукчĕ. Енчен те пулнă пулсан тукмак хӳресене хӳтерсе яма та пултаратчĕ-и тен. Çĕрле пирĕн Моська çенĕк айĕнчен тухса кайнă пулнă. Шăпах çавăн чухне урама шиксĕр пырса кĕнĕ выçă кашкăрсем пирĕн Моськăна çурса пăрахнă.
Моська ĕмĕрĕ çапла сарăмсăр татăлни пире пурсăмăра та хытă кулянтарчĕ. Мĕн калăн-ха/ Ăслă йытăччĕ. Питех те шел!
 
Чăнлă районĕ,
Аслă Нагаткин.
 
: 257, Хаçат: 1 (1402), Категори: Чăваш писателĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: