Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кăçал Ульяновск облаçĕнче иртнĕ «Тăван чĕлхепе литературăна чи лайăх вĕрентекен» ятлă конкурсра Людмила Улюкина чăвашсем хушшинче 3-мĕш вырăн йышăннă. Вăл Унтăр лицейĕнче пуçламăш классене вĕрентет. Çав вăхăтрах «Шевле çути» ятлă чăваш чĕлхипе культура кружокне илсе пырать.
-Ульяновскри конкурс кăмăла кайрĕ, пĕтĕмĕшле йĕркеллĕ те пирĕншĕн усăллă иртрĕ. Чăнах та, эпĕ «Визитка» ятлă ăмăртура хампа паллаштарма тухсан кăштах пăтăрмах пулчĕ, радиоаппаратура чăхăмларĕ, ăна яраймарĕç. Çапах та хама вăй-хал çитнĕ таран лайăх кăтартма тăрăшрăм,- тет Людмила Степановна.
Чăваш хĕрарăмĕн вĕрентӳри ĕç стажĕ пысăк – 27 çул. Унтăра вара вĕсен çемйи 1990 çулта Комсомольски районĕнчи Анат Тимĕрчкасси ялĕнчен (Чăваш Ен) куçса килнĕ.
-Кунта малтан аппасем пурăнатчĕç. Хăнана килсен ку илемлĕ тăрăх пирĕн кăмăла та кайрĕ, çавăнпа кунта тĕпленме шутларăмăр. Малтан Канаш хулинчи педучилищĕрен вĕренсе тухнăччĕ эпĕ, кунта вара Ульяновск пединститутне пĕтертĕм. Малтан чăваш кружокне А.Н.Саранцева вĕрентӳçĕ15 çул илсе пычĕ, тăваттăмĕш çул – эпĕ. Тӳрех каламалла: ачасем чăвашла пĕлмеççĕ, калаçмаççĕ, пĕр хĕрача кăна – Диана Яковлева – ăнланать. Мĕншĕн тесен вĕсемпе килте никам та тăван чĕлхепе калаçмасть. Çавăнпа ачасемпе ĕçлеме йывăр килет. Вырăсларан чăвашла куçарса икĕ чĕлхепе темиçе хут ăнлантарма тивет. Ачасене çăмăлтарах пултăр тесе кружок занятийĕсене вăййа çавăрса илсе пыратăп, юмахри сăнарсемпе нумай усă куратăп, çак сăнарсене «калаçтаратăп». Çакна та каласа хăварасшăн: ачасене чăвашла калаçма шкулта вĕрентме май çук, килте вĕрентмелле. Икĕ чĕлхе пĕлни ним тума та чăрмантармасть, малашнехи пурнăçра пулăшать кăна. Чăваш халăхне çутта кăларакан çыннăмăр И.Я.Яковлев ахальтен каламан вĕт: «Пĕр чĕлхе – пĕр ăс, икĕ чĕлхе – икĕ ăс!»- каласа парать вĕрентӳçĕ.
Класра кăштах сăнаса ларса çакна куртăм: ачасем занятире хăйсене питĕ хастар тытаççĕ, вĕрентӳçĕ каласа панине ăса хывма, çĕнĕ япаласене пĕлме тăрăшаççĕ, пĕр-пĕрне пӳле-пӳ-ле ыйтусем параççĕ. Апла пулсан вĕрентекен вĕсене интереслентерме, вĕсен чунĕсенче хĕлхем чĕртме пĕлет.
Лицейра пурĕ 69 чăваш ачи вĕренет. Кружока вара тĕрлĕ классенчен (6-7-мĕш классем таран) 15 ытла ача çӳрет. Вĕсене вĕрентӳçĕ заняти вăхăтĕнче урама илсе тухса унти япаласене чăвашла мĕнле каланине те ăнлантарать, халăх вăййисем пирки те каласа парать, вĕсене выляттарать те. Урама тухнипе кăна та çырлахмаççĕ кунта. Кăçалхи март уйăхĕнче кружока çӳрекенсене Ульяновска И.Я.Яковлев музейне илсе кайса кăтартнă, Чăваш чиркĕвне кĕрсе тухнă. Ачасене ку экскурси питĕ килĕшнĕ, çавăнпа халĕ унта вĕсене тепре илсе кайма хатĕрленеççĕ.
 
Ульяновск районĕ.
 
: 433, Хаçат: 2 (1403), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: