Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Манăн асаннен асламăшĕ Чĕмпĕ-рти Халăх училищин инспекторне Илья Николаевич Ульянова пытарнă çĕре хутшăннă. 1886 çулта Дарья вунсаккăрта пулнă.
Ун пирки мана асанне – Матрена Васильевна Липатова-Салина (1905-1991) – каласа пачĕ. Кăштах асанне çинчен. Аслă революци çулĕсенче вăл Ульяновскри Мария гимназийĕнче вĕреннĕ. Ăна Совет Союзĕн паллă педагогĕ В.В.Кашкадамова вĕрентнĕ. Асанне унăн хваттерĕнче те пулса курнă.
Асаннен тĕлĕнмелле ăс-тăнччĕ. 85 çулхискер 70 çул каялла вĕреннĕ сăвăсене çур сехет ытла пăхмасăр калама пултаратчĕ. Унăн амăшĕ (манăн мăн асанне) – Т.И. Архипова-Липатова Халăх депутачĕ пулнă. Вулама-çырма пĕлменскере халăх тӳрĕ кăмăлĕшĕн, ĕçченлĕхĕшĕн суйланă. Вăл 30-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Куйбышев хулинче И.Сталинпа тĕл пулнă.
Асаннерен эпĕ тата çакна пĕлтĕм. Унăн асламăшĕ Дарья (ашшĕ ятне астумасть) Чĕмпĕр кĕпĕрнин халăх училищин инспекторне, И.Я.Яковлевăн çывăх юлташне, И.Н.Ульянова пытарнă çĕре хутшăннă. Унăн сăмахĕпе, тупăк хыççăн пыракансем çур çухрăма яхăн тăсăлнă. И.Н.Ульянова Московская урамĕпе алă çинче йăтса пынă. Илья Николаевичăн арăмĕпе ачисем хыçĕнче – епархи çыннисем, Хусан кĕпĕрнин вĕренӳ округĕн пуçлăхне пулăшаканĕ, Управа тата Чĕмпĕр хула пуçлăхĕ, жандарм управленийĕн çыннисем, нумай-нумай тӳре-шара тата хура халăх. Сывпуллашма талпăнакан халăха хурал çыннисем аран-аран тытса чарнă.
Педагога юлашки çула ăсатма учительсем Сызрань, Улатăр, Пенза тата ытти ял-хуларан килсе çитнĕ. Вĕсем пĕр ушкăнпа хыçаларах пынă. Арçынсен гимназийĕн директорĕ Ф.М.Керенский хăй вĕренекенĕсен умĕнче пуçне усса утнă. Вунăлтă çул тултарман Володя Ульянов ун патĕнче вĕреннĕ, юратнă вĕренекенĕсенчен пĕри пулнă.
Тупăка Богоявлени чиркĕвне йăтса кĕнĕ. Тĕн семинарин преподавателĕ Сергий Медведков ытти пупсемпе кĕлĕ пуçланă. Сивĕ чиркӳре çапса хĕснĕ пек тулли çын. Çав вăхăтра халăх хушшинче генерал тумне тăхăннă кĕпĕрнаттăр курăнса каять. Вăл пуçне тая-тая малалла иртет. Кĕлĕ вĕçленет. Хор та шăпланать. Тупăка çынсен пуçĕсен çийĕн йăтса чиркӳрен илсе тухаççĕ. Пукрав мăнастирĕн масарне илсе кĕреççĕ. Шăтăк умĕнче Илья Николаевич çинчен ырă сăмахсем калаççĕ. Тупăк виттине хупласа пăта çапма тытăнсан хĕрĕсем Оля тата Аня татăлса йĕме тытăнаççĕ. Шăтăк тавра пуçтарăннă çынсем те куççульне чараймаççĕ. Илья Николаевичăн мăшăрĕ Мария Александровна çеç, пĕчĕк пӳллĕскер, хытса кайнă пек пĕр хускаламасăр тăрать. Унтанпа 130 çул иртнĕ.
Халĕ çак вырăнта мăнастир çук – ун вырăнĕнче – сквер. Кăнтăр енче – И.Н.Ульяновăн вилтăпри.
1957 çулта сквера кĕнĕ çĕрте паллă педагога асăнса палăк лартаççĕ. Унăн авторĕ – М.Г.Манизер, архитекторĕ – И.Е.Рожин. Гранитран тунă пьедестал çинче – И.Н.Ульяновăн бюсчĕ. Аяларах – пĕчĕк кĕтӳçĕ кĕнеке тытса тăрать. Илья Николаевич хăй ĕмĕрĕнче çак кĕтӳçĕ пек миçе ачана çутта тухма пулăшман пулĕ!
 
Ульяновск хули.
 
: 100, Хаçат: 2 (1403), Категори: Асаилӳсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: