Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Калав)
 
Римма Сергеевна ĕç хыççăн яланхиллех кухньăра кăштăртатать. Плита çинчи чукун çатмара ывăлĕ юратакан техĕмлĕ катлет хатĕр ун. Хĕрарăм васкаса çĕр улми нимĕрне тĕвет. Кĕçех пĕртен-пĕр ачи ĕçрен таврăнмалла.
Алăкран утса мар, вĕçсе кĕчĕ кĕтнĕ çын. Хĕвел пек ялтăраса тăракан сăн-питĕнчен кулă каймасть. Такама ыталаса илсе çавăрĕччĕ. Мăрлатса хирĕç тухнă кушак çурине ача евĕр çӳлелле ывăтса ячĕ вăл. Лешĕ чутах маччана çитсе перĕнетчĕ. Хуçи килнипе савăнса мăрлатакан «çăмхана» çемçе пукан çине хучĕ те каллех алхасса илчĕ. Радиона хытăрах ячĕ. Унтан лăпланса пырса амăшне саламларĕ – çĕр çинчи чи хаклă та юратнă хĕрарăмне çепĕççĕн ыталарĕ Олег.
Тахçантанпах кун пек хаваслине курман ăна амăшĕ. Çавăнпа хальхинче те шанмасăртарах пăхрĕ ывăлĕ çине. Лешĕ тем каласшăн пулса пуçне усрĕ. Вара апат çиме лариччен чунне уçмаллах тесе-ши – кăкăрĕнчи сывлăшне хаш сывласа кăларчĕ.
- Анне, ман сана каламалли пĕр питĕ пĕлтерĕ-шлĕ хыпар пур. Лар-ха эс ак çакăнта. Хăвна аванах туятăн-и/ Юн пусăмĕ ӳссе аптăратмарĕ-и/ – пуканне патнерех куçарчĕ арçын, аслин сывлăхне тĕпчесе пĕлчĕ.- Паян маншăн питех те савăнăçлă кун, анне, илтетĕн-и, тӳсме çук савăнăçлă – эп авлантăм!
-/!
-Çапла. Ман юратнă мăшăра Надежда, Шанăç, тесе чĕнеççĕ. Паян кăнтăр тĕлĕнче хут уйăрттартăмăр, урăхла каласан, ЗАГСа кĕрсе çырăнтăмăр. Унпа сана, аннеçĕм, ыран паллаштарăп. Паянах килме тĕв туманшăн ан вăрç, ан çиллен,- кашни сăмахне ăнланмалла, çăвар туллин çавăрттарса каларĕ ывăлĕ. Вара турилккери катлета çимесĕр тӳсеймен евĕр васкаса апатланма пуçларĕ. - Сан пек тутлă, анне, никам та пĕçерме пĕлмест пуль. Чăнах.
-Авлантăн пулсан мĕншĕн, эппин, арăму-у-у çитермест сана паян/ Надя тетĕн-и-ха/- кăмăлсăрланчĕ вăтам çулсенчи хĕрарăм. Кĕтмен хыпар тĕлĕнтернипе унăн сăнĕ улшăнчĕ, ури вăйĕ таçта кайса çĕтрĕ. – Мĕнле айăпа кĕтĕм-ши пĕртен-пĕр ывăлăм умĕнче – вăл хăйĕн тем пек пысăк савăнăçне те хăйĕнпе пĕрле пайлама чĕнмерĕ пулсан/
- Анне, ну ан пуçла ĕнтĕ, тархасшăн. Ан кӳрен. Куншăн эсĕ ху айăплă. Эп виçĕ хутчен авланма шутларăм, пĕринчен тепри чечен сарпикесемпе паллаштартăм. Эсĕ мĕн калаттăн вĕсене, пĕлместĕп, анчах та пĕринпе те çемье çавăрса, çамрăксене пиллесе каланă сăмахсене илтсе пулмарĕ. Пĕри те сан кăмăлна каймарĕ. Анне, эп хальхинче, илтетĕн-и, чăнахах та хам телее тупрăм, Надеждăпа юратса пĕрлешрĕмĕр эпир. Юратнă арăмсăр, Надьăсăр, хам пурнăçа курмастăп та. Эс те унпа килĕштерессе, туххăмрах пĕр чĕлхе тупасса шанатăп.
-Авланма иртерех марччĕ-и сана, ывăлăм/ Çемье çавăрса пурăнма çăмăл тетĕн пуль. Васкатăн эс. Пурăнма васкатăн. Эп ав пĕчченех ӳстертĕм сана,- аслин кăмăлсăрлăхĕ кашни сăмахĕнче уççăн палăрчĕ.
-Аннеçĕм, Надьăна курсан эсĕ те ăна пĕр самантрах юратса пăрахатăн. Вăл – çепĕç, ачаш, вăр-вар. Чăн-чăн чăваш пики, пирĕшти. Эсĕ ху каламастăн-и-ха чăваш хĕрне качча илме тăрăш тесе/ Кăмăл турам пĕр турам тенĕ пек сан кăмăлна тума тăрăшрăм. Малашне çĕр çинчи чи илемлĕ хĕрарăмсене телейлĕ тăвассишĕн пурăнăп. Илтетĕн-и, сирĕнсĕр, ман икĕ пăрчăканăмсăр, пурăнма пултараймассине халех туятăп. Эсир те мана ăнланма, йăнăшсемшĕн каçарма, пулăшма тăрăшăр. Килте хальлĕхе пĕр арçын. Эппин, сирĕн ăна хисеплемелле, сума сумалла. Сан ывăлу çамрăках та мар ĕнтĕ – кĕçех 30 çул тултарать. Шăп та шай авланма вăхăт. Ан кӳрен. Чаплă туй тума самани урăх халь. Веçех майлашăнса çитсен тăвансене пухса пăртак палăртас шухăш пур. Эсĕ тата мĕн тейĕн/ Ан тунсăхла, ман халь çиччас ĕçпе кайса килмелли пур – мăшăра театра илсе кайма шантарнăччĕ,- Олег ăшшăн пăхрĕ амăшĕ çине.
Хăвăрт пуçтарăнса урама тухса кайрĕ.
Амăшĕ халь те тĕлĕкри пек туять-ха хăйне. Хăй çак самантра мĕн курни-илтнине ĕненесшĕн мар вăл. Шанмасăр аллине те чĕпĕтсе пăхрĕ. Çук çав – çывăрмасть мăнтарăн хĕрарăм. Ăçта йăнăш турĕ-ши, хăш тĕлте тикĕс çултан пăрăнчĕ-ши/ Хĕр пулсан кăмăл-туйăмне веçех амăшĕпе пайлĕччĕ. Ывăлĕ нихçан та чунне уçса парас çук. Куншăн кам айăплă/ Айăплине халь тин ăçта шырамалла/
Халиччен пĕртен-пĕр шанăçĕ, тĕрекĕ яваплă та пысăк çĕрте ĕçленипе хĕпĕртетчĕ амăшĕ. Шкула та аван паллăсемпе пĕтерчĕ вăл, институтран та хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухрĕ. Пуçлăхĕ шанать Олег Геннадьевича. Тĕп хулана командировкăсене хăйĕн вырăнне ярать. Перекет банкĕнчи кивçен укçапа ĕçлекен пая ертсе пыма шансан ывăлĕн кăмăлĕ тата та çирĕпленнĕ пек туйăнчĕ амăшĕшĕн. Вăл ĕçе иртерех каять, каярах юлса килет. Куллен офисĕнче вăл. Пушă вăхăтне хăйĕн пекех пуçаруллă, ĕçчен юлташĕ-семпе ирттерет. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнать. Эрнере виçĕ хутчен тренажер залне çӳрет. Чи çывăх тусĕпе хĕлле йĕлтĕрпе, велосипедпа ярăнаççĕ, çулла отпуска пĕрле каяççĕ.
- Пурăн та пурăн. Мĕне пĕлсе авланмалла пулнă халех, 30 çул тултармасăрах/ Çамрăклăх пĕрре килет,- тарăхрĕ ывăлĕн телейĕшĕн кулянакан хĕрарăм.
Малтанхи ултавлă хĕрĕсен икĕпитлĕхĕпе сутăнчăклăхне пĕрре курсах сисетчĕ амăшĕ. Олегăн малтанхи «савнийĕ» Марина ятлăччĕ. Пулас хунямăшне мĕнле юрама тăрăшсан та пике ырă ятлă пулаймарĕ. Вăрăм ураллă Марина ывăлĕн хваттерĕпе машинине хапсăннипе çеç арăм пулма килĕшнине ăнкарчĕ пурнăç пурăнса курнă хĕрарăм. Калаçăвĕ те суяччĕ ун. Апат пĕçерме те, юнашар çынсене юрама та пĕлместчĕ. Тарăхтарма тесен вара – пĕр пытармасăрах. Кил-çуртра чи аслипе, пулас мăшăрĕ-пе канашламасăрах, Олег шухăшне пĕлмесĕрех туй кунне палăртнă. Римма Сергеевна никам та маррине, вĕсен çемье пурнăçĕнче чăрмантарма çеç пултарассине мăшăрланичченех картса хунă ку пике. Ку, сăмахсăрах, çиллентерчĕ хĕрарăма. Ывăлне чĕнсе илсе пиллемессине, арçыннăн çирĕпрех кăмăллă пулмаллине пĕлтернĕччĕ ун чухне амăшĕ.
Олег хăй юратăвне пур майсемпе упрама тăрăшрĕ пулин те пултараймарĕ. Пĕрле утма тĕв туса çирĕплетнĕ шухăшĕ пĕр çулпа утма пуçличченех путланчĕ. Харкашăвĕ, кӳренĕвĕ уççăнах мĕн сăлтавпа сиксе тухнине пĕлеймест амăшĕ, анчах та Марина вĕсем патне килме пăрахрĕ. Каярах япалисене те пуçтарса илсе кайрĕ. Сывпуллашмасăрах, çиллессĕн алăка хупрĕ.
Римма Сергеевна канăçне çухатмаллипех çухатрĕ. Ывăлĕ чăнахах та амăшне каламасăрах авланчĕ-ши/ Нивушлĕ юратмасть-ши вăл ăна, амăш шухăш-кăмăлне хакламасть-ши/
Иккĕмĕш хĕрĕ питĕ сивĕччĕ. «Анне, усал мар-çке Оля, хăюллă, хастар,- ăнлантарма пăхнăччĕ ывăлĕ.- Паян креативный теççĕ ун пеккисем çинчен». Анчах та çав хăюллăскер Олега хаклама пĕлмерĕ. Питĕ вăйлă кӳрентерчĕ. Олег вăйлă чирлесен хистесе ыйтнипе ĕçĕнчен документсене тепĕр банка кайса памалла пулнă. Чиперкке ку кирлĕ хутсене таçта транспортра е урăх çĕрте çухатса хăварнă. Юрать, ырă çын тĕлне пулнă çак çыхă. Пĕр кăмăллă арçын Олег Геннадьевича паспорт номерĕпе серийĕ тăрăх тупса ятарласах укçа-тенкĕ çуртне кĕртсе хăварнă. Кун хыççăн çыхăну таталчĕ варлисен хушшинче. Пĕр-пĕрне шанма пăрахсан юрату сӳнет вара.
Люба ятлипе питĕ килĕштеретчĕç пек туйăнатчĕ малтанласа. Пĕр-пĕриншĕнех çуралнă пекчĕ. Анчах та килкелесе çӳренĕçемĕн пулас кинĕн тӳнтерлĕ енĕсене те тупрĕ Римма Сергеевна. Ку хĕр те юраймарĕ çамрăкла нуши-тертне самаях тӳснĕ, паян вăр-вар та çаврăнăçуллă, ăнăçуллă хĕрарăма. Хĕрĕ чиперне чипер ĕнтĕ, нимĕн те калаймăн. Анчах та йăнкăл-янкăл, вĕçкĕн, çинçешке. Кăшт çил вĕрнипех пилĕкĕ хуçăлассăн туйăнать. Куçкĕски патĕнчен кайма пĕлмест. Куллен питне-куçне хитрелетет, сĕрет, сăрланать. Пуçĕнче те вĕçсĕр парикмахерски те, илем салонĕ, солярий таврашĕ. Кашни каçах клубсем, кинотеатрсем тăрăх çӳрени те кăмăлне каймарĕ. Кану кунĕсенче кăнтăрлаччен çывăрни те.
 
(Малалли пулать.)
 
: 129, Хаçат: 2 (1403), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: