Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Канаш» хаçат редакцийĕ вулакансем хушшинче кашни çулах тĕрлĕ конкурссемпе викторинăсем йĕркелет.
 
Эсир, вулаканăмăрсем, унта хутшăнни, сăнӳ-керчĕксемпе тĕрлĕ ĕçсем ярса пани пире питĕ савăнтарать, мĕншĕн тесен хаçата интереслĕрех тата тĕрлĕ енлĕ кăларма пулăшать, пирĕн хушăмăрти çыхăнăва çирĕплетет. Çавăнпа 2017 çулта та конкурссене тăсма шутларăмăр. Кăçал аслисемпе ачасем хушшинче пултарулăхпа таврапĕлӳ ĕçĕсен (редакцие таврапĕлӳпе çыхăннă материалсем нумай килнипе) тата сăнӳкерчĕксен конкурсĕсене ирттеретпĕр.
1. Сăнӳкерчĕксен конкурсĕ:
- «Тăван ялăм – юратнă кĕтесĕм» (ял урамĕн е пĕр-пĕр илемлĕ вырăнăн сăнӳкерчĕкне ярса панă чухне авторне палăртмалла, вырăнĕ пирки те çырса кăтартма манмалла мар).
2. Пултарулăх конкурсĕ:
- «Вăй выляççĕ шевлесем» (ачасемпе аслă çулхисен сăвă-калав ăмăртăвĕ).
3. Таврапĕлӳ конкурсĕсем:
- «Чĕмпĕр çĕрĕ» (пурăнакан вырăнти историпе географи пулăмĕсене, экономикипе пурнăçне тĕпченипе çыхăннă материалсем. Тĕслĕхрен, унта ял е урам, çырма-çатра ячĕ ăçтан пуçланса кайнине, çулçӳреве çырса кăтартма пулать)*
- «Манăн йăх-тымарăм» (йăх историне çырса кăтартни).
4. Шахматла вылякансен конкурсĕ.
Ĕçсене раштав уйăхĕн 20-мĕш числиччен йышăнатпăр.
Тăратнă ĕçсене авторсен «Конкурса» тесе палăртмалла, унсăрăн вĕсене шута илмеççĕ.
Хисеплĕ вулаканăмăрсем. Конкурс ячĕсене тĕплĕнрех вулăр. Икĕ çул пынă «Чăваш тумĕ – чăвашлăх сумĕ» сăнӳкерчĕксен конкурсĕ вĕçленчĕ. Паллах, кашни çыннăн арчи тĕпĕнче кивĕ сăнӳ-керчĕксем упранаççĕ. Вĕсенчен чи илемлисемпе кăсăклисене кăна «Кивĕ сăнӳкерчĕк» рубрикăпа лартма пултарăпăр. Кăçал вара сирĕнтен тăван ялăн тата унăн илемлĕ вырăнĕсене сăнлакан сăнӳкерчĕксем кĕтетпĕр.
 
: 492, Хаçат: 3 (1404), Категори: Конкурс

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: