Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Хаçатăмăр иртнĕ çул йĕркелесе ирттернĕ пултарулăх конкурсĕсене пĕтĕмлетме вăхăт. Вулакансене пирĕ-нпе пĕрле пулнăшăн, питĕ çивĕч ыйтусем хускатса çырнă статйисемшĕн, тĕрленчĕкĕсемпе хайлавĕсемшĕн чĕререн тав тăватпăр.
Çак хушăра эсир пуринчен ытла тумсен сăнӳ-керчĕкĕсен конкурсĕсене хутшăнма кăмăлланине пĕлтĕмĕр. «Чăваш тумĕ – чăвашлăх сумĕ» фотоконкурс сирĕн чунăрсене хускатни, чăлансемпе çӳлĕксенчен çемье альбомĕсене çĕнĕрен туртса кăларма хистени ятарласа каламасăрах паллă пулчĕ. Хаçат редакцине регионăн тĕрлĕ районĕсенчен, кӳршĕсем патĕнчен те çыру нумай килчĕ. Вĕсен хушшинче сархайнă сăнӳкерчĕксем те, иртнĕ ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче, варринче, вĕçĕнче çапнисемпе XXI ĕмĕрте сăнарланисем те пулчĕç. «Халăх тумĕпе сăнарланнă çынсем ӳкерчĕкри вăхăта тавăраççĕ, самана таппине туйтараççĕ. Çемйипех хаçат килессе чăтăмсăррăн кĕтетпĕр, илемлĕ сăнӳкерчĕксене тишкерсе хак паратпăр, тĕрĕсемпе капăрлăхсене ытараймастпăр. Шухăшларăмăр-шухăшл арăмар та мăшăрпа иксĕмĕр – «Канаш» хаçат вулаканĕсене хамăр енчи чăваш тумĕпе те паллаштарас терĕмĕр», - çапла çырса янă Елшанкăра пурăнакан Ярзуткинсем. Çак конкурс пынă хушăра чăвашлăх сумне – чăваш тумне – хаклакан, çĕлеме-тĕрлеме пултаракан алĕç ăстисемпе нумай паллашрăмăр: Юлия Бруслина, Василий Селендеев, Иван Кирпичников, Нина Васильева, Елена Аюгина (Чăнлă районĕ), Елена Ишпулаева (Димитровград), Тамара Муллина, Юрий Спиридонов, Зинаида Ярзуткина (Ульяновск районĕ), Василиса Чернова, Елена Уресметова, Владимир Ярухин, Надежда Туманова, Нина Великанова, Петр Рахманов, Владимир Муравьев (Ульяновск хули), А.Малышева (Тутарстан) тата ыттисем те. Вĕсенчен чылайăшĕ хăйсем çуралса ӳснĕ ялти чăваш арĕсемпе хĕрарăмĕсен, ачисен сăнӳкерчĕкĕсене кӳнĕ.
Сăнӳкерчĕксен тепĕр конкурсне «Тăван ялăм – савнă ялăм» ятпа ирттересси пирки пĕлтернĕччĕ. Кашни ял-саларах чуна çывăх, илемлĕ вырăнсем пур. Вĕсене фотоаппарат, телефон е планшет çине ӳкерсе редакцие ярса панă пулсан тем пек аван пулнă пулĕччĕ. Хăвăр ял илемĕпе эсир çеç мар, область çыннисем те курса киленнĕ пулĕ-ччĕç. Шел, ку пултарулăх ăмăртăвĕ вулакансен чĕрисене хальлĕхе хускатаймарĕ. Кăмăлăрсем пулсан, тархасшăн, кая юлман-ха эсир. Сирĕн ĕçĕрсене йышăнма, хаçат страницисенче кун çути кăтартма яланах хапăл.
Аслă çул-ӳсĕмри çыравçă-сăвăçсем («Вăй выляççĕ шевлесем») тата таврапĕлӳçĕсем («Еткерлĕх çӳпçи») валли йĕркеленĕ пултарулăх конкурсĕсене çын йышлă хутшăнни пире хамăра та малалла ĕçлеме хавхалантарчĕ. Малтанхинче «Шевле» литература пĕрлешĕвĕн членĕсем хастар пулчĕç. Уйрăмах вара кĕске тĕрленчĕк-калавсен авторне Петр Кашеева палăртса хăварас килет. «Пуш уйăхĕнче», «Кашнин хăйĕн виçи», «Тăван ял илĕртет», «Пĕлмесĕр ан айăплăр», «Ултавпа инçе каяймăн» хайлавĕсене малти вырăна пама шухăшларăмăр. Лидия Григорьева (Майна районĕ) тата Нина Васильева (Чăнлă районĕ) иккĕмĕш вырăна пайларĕç, Виççĕмĕшне Иван Давыдов (Ульяновск хули) тухрĕ.
Таврапĕлӳçĕсен конкурсне хутшăнакансем хăйсен тавралăхĕпе, паллă çыннисемпе паллаштаракан хаклă та паха тĕрленчĕкĕсемпе очеркĕсене ăмăртмалла тенĕ пек ярса пачĕç. Пĕрремĕш вырăна Петр Андриховпа (Анат Тимĕрçен) Василий Селендеев (Чăвашкасси) çĕнсе илни никамшăн та тĕлĕнтермĕш мар. Петр Григорьевичпа Василий Алексеевич халăх çӳпçине пухакан, тăван ялĕпе сумлă çыннисем çинчен тĕрĕс те ĕненмелле, илемлĕ чĕлхепе çыракан пултаруллă, хисеплĕ таврапĕлӳçĕсем, историксем, çыравçăсем, вĕрентӳçĕсем. Чаплă летописецсем евĕр ял историне тирпейлĕн çырса пыраççĕ. Тата Геннадий Улюкин (Димитровград), Иван Кирпичников (Анат Тимĕрçен), Петр Долгов (Çĕнĕ Улхаш), Николай Кадебин (Кивĕ Улхаш), Валентина Трофимова, Николай Кирюшин (Ульяновск) – акă вĕсем «Канаш» конкурсне хутшăнса хăйсен тĕрленчĕкĕсемпе вулакансене кăсăклантарса янă таврапĕлӳçĕсем.
Шăпăрлансем хушшинче те тĕрлĕ конкурссем ирттерессине пĕлтернĕччĕ эпир 2016 çул пуçламăшĕнче. «Пирĕн юратнă вĕрентӳçĕ» ăмăртура Анат Тимĕрçен вăтам шкулĕнче 1-мĕш (кăçал 2-мĕш) класра вĕренекенсем мала тухрĕç. Вĕсем хăйсен вĕренекенĕ – Надежда Николаевна Карасева – çинчен илемлĕ тĕрленчĕк ярса панă. Маттур, пултаратăр! Малашне те сиртен хайлавсем кĕтетпĕр.
«Шевле пайăркисем» тесе ят патăмăр тин çеç калем (перо) тытнă çамрăк çыравçăсем валли йĕркеленĕ ăмăртăва. Кунта ачасем хастартарах пулнине палăртса хăварас килет. Акă вĕсем иртсе кайнă çулта çыру ĕçĕнче ăмăртса мала тухнă маттурсем: Майна районĕнчи Чӳрекел шкулĕнче 4 тата 2-мĕш классенче вĕренекен Нина Дьяконова тата Мария Шкаликовапа Алина Садовникова, Чăнлă районĕнчи Вăта Тимĕрçен шкулĕнче ăс пухакан Ольга Лапшина, Çĕнĕ Улхаш шкул ачисем тата Анна Юманова (Ульяновскри 174-мĕш ача сачĕ), Светлана Крашенинникова, Анастасия Яковлева, Евгения Ларина, Дарья Харитонова (Ульяновскри 55, 21-мĕш шкулсем, 40-мĕш лицей, 13-мĕш гимнази), Дарья Мамонтова (Димитровград).
Телейлĕ, сывлăхлă, хастар пулăр. Çырма ан ӳркенĕр.
 
: 521, Хаçат: 3 (1404), Категори: пeлсе тaма

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: