Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Хуть те хăш регионăн историйĕ те унăн административлă чиккине уйăрнипе çыхăннă. Ăçтан пуçланать-ха Ульяновск область историйĕ/
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕ-нче Ульяновск çĕршыври пысăк предприятисемпе учрежденисене, организацисемпе вĕренӳ учрежденийĕсене, граждансене куçарса килнĕ тĕп центр пулса тăнă. Облаçра халăх йышĕ икĕ хут ӳснĕ. Вăл вăхăтра Ульяновск Куйбышев облаçне кĕнĕ. Çавăнпа Куйбышевран Ульяновска ертсе пыма йывăрланнă. Атăлçи регионĕн карттине улăштарма вăхăт çитни палăрнă.
СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1943 çулхи кăрлачăн 19-мĕшĕнчи хушăвĕпе Ульяновск облаçне туса хураççĕ. Унта 26 района кĕртеççĕ – Куйбышев облаçĕнчи 24 районпа хулана тата Пенза облаçĕнчи икĕ района илеççĕ. Ульяновск облаçне промышленность енĕпе аталаннă Сызрань районне кĕртмелли проекта Мускав çирĕплетмест.
Ульяновск облаçне йĕркелемелли хушăвăн пĕрремĕш копийĕ облаçри патшалăх архивĕнче упранать.
1944 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕш тĕлне облаçра 29 район, область шайĕнчи икĕ пысăк хула (Ульяновск, Мелекесс), район шайĕнчи пĕр хула (Çинкĕл) тата 12 рабочи поселокĕ пулнă. Облаçăн мĕнпур лаптăкĕ вăл вăхăтра 36 пин те 600 тăваткăл çухрăм шутланнă, 1 миллион та 158 пин çын пурăннă.
Малашнехи çулсенче облаçри ял-хула хăйсен статусне те, ятне те пĕрре кăна мар улăштарнă. Районсене пĕрлештерсе пысăклатнă.
1960-мĕш çулсенче совет правительстви халăх хуçалăхне ертсе пырассине çĕнетсе производство принципĕ çине куçарма хăтланнă: СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1962 çулхи раштавăн 26-мĕшĕнчи хушăвĕпе область влаçне промышленность тата ялхуçалăх комитечĕсем çине пайланă. 1963 çулхи нарăсăн 3-мĕшĕнчен вара районсене те производство пĕлтерĕшĕпе пайланă. Инза районне хăйне те икĕ пая пайланă. Промышленность районĕсене Инзăпа Çинкĕл кĕнĕ, ытти вуннăшĕ (Барăш, Инза, Карсун, Майна, Мелекесс, Николаевка, Çĕнĕ Спасск, Теренга, Ульяновск, Чартаклă) - ялхуçалăх.
1964 çулхи кĕркунне çакăн пек пайлани ĕçе кансĕрленине палăртнă, совет правительствин чӳк уйăхĕн 21-мĕшĕнчи хушăвĕпе область пуçлăхне пĕр туса хунă, 1965 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнчи хушăвĕпе çĕнĕ районсем пулса тăнă. Ульяновск хулине тăватă района пайланă – Ленин, Чукун çул, Засвияжски тата Заволжски.
Ульяновск хулипе облаçĕн аталанăвĕ-нче КПСС обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ А.А. Скочилов тарăн йĕр хăварнă. Вăл облаçа 1961-1977 çулсенче ертсе пынă. СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1966 çулхи ака уйăхĕн 20-мĕшĕнчи хушăвĕ-пе Ульяновск облаçне Ленин орденĕпе наградăланă.
В.И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ тĕле Ульяновск хулин сăн-сăпачĕ нумай улшăнать. Шел, вăл вăхăтра хулана ертсе пыракансем историпе культура палăкĕсене ним шутламасăр пăснă. Çав шутра Кĕпĕрнаттăр çуртне – Ирĕклĕх Çуртне. Ульяновскра вăл вăхăтра Ленин мемориалĕн центрне, «Венец» хăна çуртне, Пионерсен керменне, облаçри ача-пăча вулавăшне, педагогика институтне, чукун çул вокзалне хăпартса хута яраççĕ. 1970 çулхи раштавăн 11-мĕшĕнче Ульяновск облаçне иккĕмĕш хут Ленин орденне параççĕ.
1976 çулта, çулла, Заволжски районĕ-нче авиакомплекс тума тытăнаççĕ. 1985 çулхи юпа уйăхĕнче Ульяновск авиастроителĕсем туса кăларнă Ан-124 самолет, тĕнчипех паллă 150 тоннăллă «Руслан», тӳпене çĕкленет. «Авиастар» пирĕн хула экономикин визит карточки пулса тăрать. Авиакомплекс тавра вара Çĕнĕ хула çĕкленсе ларать.
Облаçри районсен шучĕ час-часах улшăнса тăнă. Юлашки улшăну 1989 çулта пулса иртнĕ. Инза районне икке пайланă, çапла Пасарлă Сăскан районĕ пулса тăнă. Паян облаçра пурĕ 21 район (Пасарлă Сăскан, Барăш, Инза, Карсун, Майна, Мелекесс, Николаевка, Çĕнĕ Спасск, Тереньга, Ульяновск, Чартаклă, Вешкайма, Кузоватово, Çĕнĕ Малăкла, Павловка, Радищево, Çинкĕл, Кăлаткăпуç, Кивĕ Майна, Сăр, Чăнлă), 6 хула (Ульяновск, Димитровград, Инза, Çинкĕл, Çĕнĕ Ульяновск, Барăш). Хуласенчен виççĕшĕ область шайĕнчи - Ульяновск, Димитровград, Барăш. Çаплах область йышĕнче 33 хула евĕрлĕ поселок тата 970 ял.
2002 çулхи юпан 9-16-мĕшĕсенче Раççейре çырав иртнĕ. Вăл Ульяновск облаçĕнчи пиллĕкмĕш çырав пулнă. Ун тăрăх облаçра 1 миллион та 382 пин çын пурăнать. Ку Раççей халăхĕн 1 проценчĕ. Халăхăн ытларах пайĕ – 73,1 проценчĕ – хула çынни. Нумай нациллĕ регионта 73 процент – вырăс, 11,4 процент – тутар, 8,3 процент – чăваш, 4,4 процент – мордва тата 3,1 процент ытти халăх çынни пурăнать.
Ульяновск облаçĕ – ăслăлăхпа культура центрĕ. Аслă вĕренӳ учрежденийĕ-сем тĕрлĕ енлĕ специалистсем хатĕ-рлеççĕ. Ульяновск облаçĕнчи драма театрĕ Раççейри чи лайăх театрсенчен пĕри. Юлашки çулсенче çынсем каллех музейсене çӳреме, хамăрăн историпе интересленме тытăнчĕç. В.И.Ленин музей-çуртĕнчен, мемориал центрĕ-нчен, Краеведенипе Художество музейĕсенчен, вĕсен филиалĕсенчен, «В.И. Ленин çĕршывĕ» историпе мемориал заповедникĕнчен çын татăлмасть.
 
: 149, Хаçат: 3 (1404), Категори: истори

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: