Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Патшалăх деятелĕ, педагог, Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи халăх училищисен директорĕ вилнĕренпе 130 çул çитнĕ тĕле)
 
Вăл 1831 çулхи июлĕн 26-мĕшĕнче Аçтăрханта çуралнă. 1886 çулхи январĕн 24-мĕшĕнче пуçне юн кайнипе 54 çулта вилнĕ. Ăна Чĕмпĕрти Покровски мăнастирне пытарнă.
 
Чăваш тымарĔ
Владимир Ильич Ленинăн аслашшĕ – Николай Васильевич Ульянин – Чулхула кĕпĕрнинчен пулнă. 1798 çулта Аçтăрхан кĕпĕрнине килсе çитнĕ хресченсен списокĕнче çапла çырни пур: «Николай Васильевич сын Ульянин... Нижегородской губернии Сергачской округи села Андросова помещика Степана Михайлова Брехова крестьянин. Отлучился 1791 году». Ку списока Аçтăрханти земство сучĕ çырнă. Халĕ те Андросово ялне кĕнĕ çĕрте Асăну хăмине курма пулать. Ун çинче 1769-1791 çулсенче ку ялта Владимир Ильич Ленинăн аслашшĕ – Николай Васильевич Ульянин – пурăнни çинчен çырнă.
Тепĕр кăсăклă журнал тупнă. Ăна 1782 çулта çырнă. 840-мĕш страницăри «Звание, имена мужска и женска полу людей» сыпăкра Ленинăн мăн аслашшĕн ашшĕ (прапрадед) çинчен çырни пур: «В селе Андросово дворовые люди Никита Григорьев сын Ульянин, который был дворовым человеком помещицы Марфы Семеновны Мякиной. Ей же принадлежал и его младший сын Феофан. Старший сын Никиты Григорьевича – Василий значился дворовым человеком корнета Степана Михайловича Брехова, владельца села Андросова».
Никита Григорьевич Ульянин 1711-1779 çулсенче пурăнни паллă. Василий Никитич Ульянин (Ленинăн мăн аслашшĕ (прадед) – Л.Я.Панов капралăн, каярах С.М.Брехов поручикăн крепостла хресченĕ пулнă. Вăл 1733 çулта çуралса 1770 çулта вилнĕ.
Унăн чунĕ арăмĕн алли çинчех тухнă. Вĕсен тăватă ачи тăлăха юлнă.
Аким Арутюнов историк-тĕпчевçĕ «Досье Ленина без ретуши «Документы. Факты. Свидетельства» кĕнекинче çапла çырать: «Район села Андросово в те времена был населен только чувашами. Русских там почти не было. Читателю покажется несколько странным появление в генеалогии Ленина чувашской ветви. Однако должен сказать, что эта версия имеет право на существование, и мы вправе о ней знать.
В XII-XV веках чуваши занимали обширную территорию в бассейне рек – Волги (от Чебоксар до Зеленодольска), Большой Цивили, Свияги, Пьяны, Урги, Алатыря, Суры, Малой Кокшаги, низовья Ветлуги и других. Во второй половине XV века земли чувашей были включены в состав Казанского ханства. А в начале XVIII века приказом Казанского дворца территория чувашей была включена в состав Казанской и Нижегородской губерний. Включение земель, заселенных чувашами, в состав Казанской и Нижегородской губерний, вовсе не означает, что крестьяне этих территорий по щучьему велению превратились в русских. Это ведь абсурдно. Бесспорно, что в указанных выше селах проживали чуваши. Но вряд ли отставной корнет Степан Брехов, приобретя поместье в этой глухомани, привез бы из Центральной России или других губерний русских крепостных крестьян. На месте он мог бы купить их куда дешевле. Отпущенный помещиком Бреховым в 1791 году на волю Николай Ульянин был, бесспорно, чувашской национальности».
Историксем çирĕплетнĕ тăрăх, XVII ĕмĕр пуçламăшĕнче – Никита Ульянин çуралнă (1711) тапхăрта -- Чулхула çĕрĕсенче пурăнакансем сахал йышлă тĕрлĕ нацисенчен тăнă. Вырăс мар халăхсен арçын шучĕ сахалланнипе хĕрĕсен вырăссене качча каймалла пулнă. Халăх пĕрпекленме пуçланă. Теприн чĕлхине, йăли-йĕркине йышăннă.
Тата çакă кăсăклă. Ленинăн мăн аслашшĕ Ульянин хушаматпа çӳренĕ терĕмĕр. Ку хушамат хĕрарăм ятĕнчен (Ульянăн ывăлĕ) пулса кайнă. Кун пекки сайра, анчах пулкаланă.
Çакăн пек хушаматсем упăшки вилнипе, чирлипе е мăшăрĕ нумай вăхăта хĕсмете кайнипе çемье пуçĕ пулса юлнă хĕрарăмсен ячĕпе пулса кайнă. Сыхланса юлнă документсем тăрăх, Владимир Ленинăн ашшĕн йăх-тымарĕ XVIII ĕмĕр пуçламăшĕччен паллă. Ленинăн тăванĕсен (арăмĕсемпе ачисен) ячĕсем йăлтах вырăсла.
Калмăк тымарĔ
Мариэтта Шагинян писатель те Владимир Ленинăн биографине тĕпченĕ. 1938 çулта тухнă «Семья Ульяновых» кĕнекинче вăл Аçтăрхан архивĕнче Ленинăн аслашшĕн Николай Ульяновăн арăмĕ Анна тĕне кĕнĕ калмăк хĕрарăмĕ пулнине вуласа пĕлни çинчен çырать. Анчах унăн копине вăл тăвайман, ăна тума ирĕк паман. Ленинăн пит шăмми асламăшĕнни пек сарлака, куçĕ калмăксеннĕнни пек хĕсĕк те хура тесе çырнишĕн писателе хытă критиклеççĕ.
1938 çулхи августăн 5-мĕшĕнче М.С. Шагинянăн «Семья Ульяновых» кĕнекине ЦК ВКП (б) политбюровĕн ларăвĕнче пăхса тухаççĕ. Тепĕр тăватă кунтан СССР Писательсен союзĕн президиумĕ пуçтарăнать. Унта Фадеев (председатель), Катаев, Ермилов, Рокотов, Лозовский писательсем пулаççĕ. Ларăва Фадеев уçать. Вăл Шагинян писатель çырнине пĕтĕмĕшле сивлет. Ленинăн йăх-тымарĕ çинчен тĕрĕс мар çырса хаклă çулпуçăн ятне ярать тесе айăплать. Çак кĕнекене ЦК ВКП (б) та тишкерет, вăл çӳлте асăннисен пĕтĕмлетĕвне пăрахăçласа çĕнĕ йышăну кăларать.
1. ССП президиумăн йышăнăвне пăрахăçлас.
2. ЦК ВКП (б) йышăнăвне ырлас. ССП правленийĕ тата унăн ертӳçисем вара политикăпа идеологи тĕлĕшĕнчен сиенлĕ кĕнеке тухнине асăрхаман. Мариэтта Шагиняна уншăн выговор памалла тăвас. Çаплах кĕнеке кăларакан «Красная Новь» редакцие, унăн ертӳçисене Фадеевпа Ермилова та выговор парас.
Шагинян çырнă тăрăх, Ульяновсен йăхĕнчен тухнисем мĕнпурĕ монгол сăнлă. Çӳллĕшĕпе те вĕсем вырăс пек мар, пĕчĕкрех (чи çӳлли –164 сантиметр). Тата вăл çакна палăртнă: Ульянов-Ленин сăнĕпе каснă лартнă Лавр Корнилов генерал.
Ленинăн йăх-тымарне тĕпчекенсем нумай пулнă. Вĕсем те Ленин йăхĕнче калмăк юнĕ çуккине çирĕплетнĕ. Унăн мăн асламăшĕ тăлăх арăм пулса юлни, çавăнпа ачисем Ульянин хушаматпа çӳрени пирки çырни ниçта та çук. Упăшки ватта кайсан авланни, мăшăрĕ-пе тăватă ача çуратса ӳстерни паллă.
Юлашки вунă çул хушшинче Аçтăрханти архив ĕçченĕсем интереслĕ документсем тупнă. Николай Васильевич Ульянинăн çемйин реквизичĕн 541-мĕш страницинче çапла çырни пур:
«Николай Васильев Ульянин – 47 лет. Его сын Александр – 4 месяцев умер 1812 года. Николая Ульянина жена Анна Алексеевна Смирнова – 28 лет».
Ун тăрăх çапла пулса тухать: Николай Ульянин 1811 çулăн вĕçĕнче е 1812 çул пуçламăшĕнче авланнă (Шагинян çырнă пек 1823 çулта мар). 1812 çулта Александр ывăлĕ çуралнă. Вăл пĕчĕклех вилнĕ. Николай Васильевич ун чух 43-ре пулнă. Иккĕмĕшĕ – Василий – 1819, Мария – 1821, Федосья – 1823, Илья – 1831 çулхи июль уйăхĕнче çуралнă. Ăна Николай Ливанов иерей шыва кĕртнĕ. Илья çуралнă чух унăн ашшĕ 62-ре пулнă.
Ленинăн асламăшĕ Анна Алексеевна Аçтăрхан мещенĕн Алексей Смирновăн хĕрĕ пулнă.
Аçтăрханта Николай Васильевич Ульяновсен икĕ хутлă кирпĕч çурчĕ сыхланса юлнă. Унта халĕ хула историйĕн музейĕ.
Николай Васильевич нумай çул çĕвĕçре ĕçленĕ. Аялти хутра вăл çĕленĕ, пусма чĕркисене упранă. Иккĕмĕш хутĕнче пурăнмалли пӳлĕ-мсем пулнă. Çемйипе пĕрле унта арăмĕн Анна Алексеевнан йăмăкĕ Татьяна пурăннă. Упăшки вилсен çурт арăмĕ çине куçнă.
Аçтăрханти архивра 1840 çултан сыхланса юлнă ведомость пур.
Ун тăрăх, Николай Васильевич Ульянин хушамат мещен статусĕпе килĕ-шсе тăмасть, хресченсенчен тухнине палăртать тенĕ. Çавăнпа та вăл Ульянин хушамата Ульяновпа ылмаштарнă. 1831 çулта çуралнă Илья Николаевича Ульянов çыртарнă. Маларах çуралнисем Ульянин хушаматпах çӳренĕ.
Аçтăрхан мещенĕсен ревизи кĕнекинче Николай Васильевич Ульянов çĕвĕç 1836 çулта вилнĕ тесе çырнă. Вăл вилсен вунçичĕ çулхи Василий ывăлĕ çемье пуçĕ пулса юлнă. Вăл кĕçĕннисемшĕн яваплă пулнă.
 
: 150, Хаçат: 3 (1404), Категори: истори

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: