Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Калав)
 
(Малалли. Пуçламăшĕ 2-мĕш номерте.)
 
Туйчченех пĕр вырăн çинче арçынпа ыталашса выртнине те йышăнасшăн пулмарĕ аллăран иртнĕ хĕрарăм чун-чĕри. Пĕр сăмахпа каласан, пурнăç тăвакан çын пек те туйăнмарĕ Люба Римма Сергеевнăна. Хурларĕ вăл ывăлĕн савнине. Туйне кĕрлеттереймерĕç Смирновсем.
Халь ак авлантăм тет. Те шанмалла ăна, те шанмалла та мар. Уяр кун аçа çапнă пекех пулчĕ ку хыпар – амăшĕшĕн. Паян çĕрĕпех чĕлкĕм куç хупас çук.
Çавах путлĕ çывăрасси пулас çук тесе Римма Сергеевна вырăнĕ çинчен кăвак çутăллах сиксе тăчĕ. Ара, ывăлĕ арăмне илсе килетĕп терĕ-çке. Чуста хурас. Пасара кайса какай туянас. Тутлă апат пĕçермесĕр епле-ха хаклă хăнана кĕтсе илĕн. Шăматкун ĕçе каяс çук-ха.
Кил хуçин кăнтăр хыççăнах веçех хатĕрччĕ. Часах Олегпа Надя та килсе çитрĕç. Амăшне илемлĕ чечек çыххи парнелерĕç. Кучченеç торт, канихвет туяннă çамрăксем. Хĕрлĕ эрех пирки те манман.
- Анне, Надюша сана парне хатĕрленĕ,- амăш куçĕнчен пăхрĕ Олег. - Кур-ха, мĕн илсе килнĕ вăл!
Кинĕ кĕпе, тутăр, тĕрленĕ алшăллисем кăларса хурсан хунямăшĕ кăмăллăн пуçне сĕлтрĕ, чĕринчен тав турĕ. Курăпăр-ха малашне, - мĕн пулĕ тенĕн пăхкаларĕ.
- Надя, эсĕ ĕçлетĕн-и е вĕренетĕн-и/ - кăсăкланчĕ Римма Сергеевна кĕтмен çĕртен киле кĕнĕ кинĕн ĕçĕ-хĕлĕпе.
- Эп патшалăх университечĕн экономика факультетĕнче юлашки курсра вĕренетĕп. Пилĕк минутсăр бухгалтер,- шăппăн хуравларĕ Надя. Хунямăшĕ мĕн калассине сиссе сăмахне малалла тăсрĕ.— Ытлашши çăвар тесе ан шухăшлăр. Эп ĕçлетĕп те – супермаркетра кассирта ларатăп.
- Анне, пĕлетĕн-и эпир Надюшăпа ăçта паллашнине/
- Хальлĕхе тавçăраймастăп-ха, лавккара пуль ĕнтĕ. Кунашкал чипер кассира суккăр çеç сăнаймĕ.
- Çук çав, аннеçĕм. Иртнĕ кĕркунне пирĕн банка практиканткăсем килчĕç. Пĕри тепринчен хӳхĕмрех. Ăслă тата пуççавăрмăшсем.
- Сана Надя тухатларĕ тесшĕн мар пуль те эс, ывăлăм/ - шӳтленçи пулчĕ хĕрарăм.
- Асту пуль – тахçанччен манран тарса çӳрерĕ сарпике. Эп ăна шыраса аслă шкула кайрăм. Деканатра ĕçлекен ĕлĕкхи туссем урлă вăл вĕренекен ушкăна, расписанине тĕпчесе аудиторине тупрăм. Шанатăн-и, çук-и – виçĕ хут кайсан çеç тĕл пулайрăм кăмăлласа пăрахнă хĕре,- Олег каласа панă хушăра Надьăн питне анис пан улми тĕсĕ çапрĕ. – Анне, юрататпăр эпир пĕр-пĕрне. Эпĕ хамăн пулас арăма тĕл пулсан пĕр ăна çеç çĕр çул шыранине ăнланса илтĕм.
- Саламлатăп сире, телей сунатăп. Пĕр-пĕрне упраса, хакласа, савса пурăнăр. Ывăлпа унăн çемйи телейлĕ пулсан мана та канлĕ, - пехил сăмахĕсем евĕр янăрарĕç хĕрарăмăн салам сăмахĕсем. - Диплом илсен мана асанне тăвасси пирки те шухăшлама юрать вара. Çапла мар-и/
Тепĕр ирхине Олег ĕçрен иртерех таврăнчĕ. Ыран ирех командировкăна ют хулана тухса каясси пирки пĕлтерчĕ вăл. Надя университетран таврăнса ĕлкĕрейменнипе усă курса амăшĕпе çирĕп калаçса пăхма шутларĕ.
- Анне, ман эрнелĕхе инçе çула тухса каймалла. Тархасшăн, килĕштерсе пурăнма тăрăшăр Надьăпа. Вăл – çамрăк, айванкка* эс – пысăк тавракурăмлă, ăслă, интеллигентлă. Ан тапăн ăна. Хăй мĕн тăвас тенине тутăр. Санран именет вăл хальлĕхе. Пĕçерме те сан пекех тутлă пĕçереймест. Калаçăвĕ те йăвашрах унăн. Пурăна-киле хăвăн пекех маçтăрлама вĕрентĕн-ха эс кинне, çапла вĕт! Йăваш вăл, хытă каланине йышăнаймасть. Тӳрех йĕме пуçлĕ. Сана ӳкĕтлетĕп – пули-пулмипе ан тарăхтар çамрăк та ачашскере. Калаçса килĕшрĕмĕр-и/ Ан ман, унсăр пуçне никама та юратаймăп эп. Телей çеç сун пире, çамрăксене.
- Эс мана çав териех усал çын вырăнне хуратăн-им, ачам/ Веçех йĕркеллĕ пулать, ан кулян, - лăплантарма пăхрĕ хĕрарăм ывăлне. - Веçех аван пулĕ.
Командировкăна каяссине пĕлсен Надьăн куçĕ шывланчĕ.
- Эс кайичченех кĕтме пуçлăп эп сана. Хăвăртрах таврăн,-сăмахĕсем йăлăннă евĕр тухрĕç çамрăк арăмăн.
Мăшăрĕ епле лăплантарсан та чунĕнче тем вăркарĕ Надьăн. Ирех тăрса Олега подъезд умĕнчен машини тăкăрлăкра курăнми пуличченех ăсатса ячĕ.
Çамрăк хунямана юраса çитерме йывăр пулчĕ. Нимĕн те килĕшмерĕ ăна. Тĕпелтен те хăваларĕ, ваннăйран та. Вăл ĕçлени те, пĕçерни те, калаçни те килĕшмерĕ «амăшне». Диплом ĕçĕпе компьютер умĕнче çур çĕрчченех ларчĕ Надя. Ӳркенекенниех мар вăл.
Пĕррехинче хĕр тантăшĕ кĕчĕ Надя патне. Кĕçнерникун ăслăлăх ĕçĕсене библиотекăна каймасăр килтех çырса пĕтересшĕн пулчĕ вăл. Хунямăшĕ ĕçре. Никам чăрмантаракан та çук. Кушак çури çеç чĕркуççийĕ çинчен анма пĕлмерĕ, хĕвел пек çутă пике ăшшинче ачашлансах çывăрчĕ.
- Кĕрсе курам-ха терĕм – еплерех пурăнать ман çемьеллĕ юлташ/ - хыттăн калаçса тухрĕ Карина лифтран. Хваттере кĕрсенех пӳлĕмсене курса тухрĕ. — Ну кĕтсе ил. Санпа эпир çĕр çул тĕл пулман пуль. Ав еплерех чаплă керменте пурăнатăн иккен эс. Нихăçан та шухăшламан – кам кам та – эсĕ ылтăн читлĕхе лекетĕн тесе.
- Читлĕхре пурăнмастăп эп, ирĕкре. Ман Олег пек аван арçын çĕр çинче те урăх çук. Юрататпăр пĕр-пĕрне, хаклатпăр. Тата мĕн кирлĕ çамрăксене/
- Тата кам пурăнать ку пысăк пуян хваттерте. Иксĕр çеç-и/ - - тĕлĕнме пăрахаймарĕ пике.
- Çук, пирĕнпе пĕрле хуняма, Олегăн амăшĕ, пурăнать. Тĕрĕсрех каласан эпир ун патĕнче кун кунлатпăр,- сасси йăвашрах тухрĕ Надьăн.
- Карчамаспа веçех йĕркеллĕ пуль, çамрăк кинне тапăнмасть-и/ - чарăнмарĕ Карина.
- Ну калатăн та эс. Мĕнле карчăк пултăр вăл/ Çырла-чечек çулĕнчи çын. Еплерех илемлĕ хĕрарăм-ха тата!
- Ăнлантăм, вĕçех ăнлантăм. Сана унпа çăмăлах маррине те ăнлантăм.
- Атя-ха эп сана чей ĕçтерем. Ман кунта тутли пулмаллаччĕ-ха сивĕтмĕшре. Аллуна çу та кухньăна ирт. Ăçта эсĕ çапла калаçма вĕренсе кайнă/ Минутра миçе сăмах калатăн/
Вĕсем чей ĕçсе ларнă чухне сасартăк киле Римма Сергеевна çитсе кĕчĕ. Чĕнмен хăнана курсан аванах кăмăлсăрланчĕ вăл. Туйăмне пытармарĕ те. Кĕске утăмсемпе утса пырса плита çине апат ăшăтма лартрĕ, хăна çине тепĕр хут тинкерсе пăхрĕ, сывлăх сунмасăрах, тем мăкăртатса зала кĕрсе кайрĕ.
Çакна асăрхамасăр хăварма пултараймарĕ, паллах, Карина.
- Сан пăянаму однако ж невоспитанный хĕрарăм, - терĕ. Çакна тути-çăварне чалăштарса, йĕрĕнерех каларĕ хĕр.— Нивушлĕ тăнлав тĕлĕнче çӳçĕ шуралма пуçласан та çынна ăс кĕмест-ши/ Мана мар, сана хисеплеменнине кăтартрĕ вăл.
- Ан чĕн. Вăл ĕçрен ывăнса килнĕ. Апат та çиесси килет пуль, - юлташĕ чĕрре кĕресрен кулянса калаçрĕ Надя. - Римма Сергеевна, атьăр пирĕнпе пĕрле чей ĕçме. Нумайранпа курман тантăшăмпа паллаштарасшăн сире. Карина манран пĕр çул маларах вĕренсе тухрĕ. Банкра ĕçлет. Кĕсье телефонĕпе шăнкăравларĕ те – хăнана чĕнтĕм.
- Чей ĕçнипе çеç çырлахайăп-ши ĕç хыççăн/ Ман çиес килет, эп каярах кĕрĕп, - терĕ вăрт çаврăнса.
- Эсир хăнасене пит хапăлах мар курăнать. Эп каятăп ак халех, ан кулянăр, - Карина ури çине тăчĕ. Ăна хирĕç сиксе тăнă Надьăна шеллесе каялла ларчĕ.
- Сирĕн хăвăрăн ĕçĕр, - Римма Сергеевна вĕрекен кастрюле плита çинчен хăма çине илсе хучĕ.
 
(Малалли пулать.)
 
: 110, Хаçат: 3 (1404), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: