Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕн правительстьви, «Раççей халăхĕсен Ассамблеи» Раççей шайĕнчи обществăлла организаци, «Эпир – Раççей çыннисем» Раççей халăхĕсен çамрăксен Ассамблеи», Раççей шайĕнчи обществăлла юхăм Атăлçи федераллă округри Раççей Федерацин Президенчĕн полномочиллĕ представителĕн аппарачĕ, Раççей Федерацин культура министерстви, Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕ, Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика парти енлисен Центр канашĕ пулăшнипе Ульяновскра чӳкĕн 1-2-мĕшĕсенче Раççей халăхĕсен X Конгресĕ иртрĕ.
 
Конгресс хăйĕн ĕçне Раççейре чӳкĕн 4-мĕшĕнче паллă тăвакан Халăх пĕрлĕхĕн кунне халаллать.
Конгреса Марий Эл, Тутарстан, Пушкăртстан, Саха, Мордови, Беларусь, Удмурти, Буряти, Кабардин, Тыва, Коми Республикисенчен, Приморск, Краснодар, Забайкальск тăрăхĕсенчен, Чулхула, Воронеж, Волгоград, Свердловск, Новосибирск, Рязань, Самар, Мускав, Ярославль облаçĕсенчен, Мускавпа Санкт-Петербургран 140 ытла хăна килнĕ.
Конгреса Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕ, правительство ертӳçи Сергей Морозов ятĕнчен Ульяновск облаçĕн шалти ĕçсен политикин министрĕ Татьяна Кириллова уçрĕ.
Ун хыççăн сăмах Раççей халăхĕсен Ассамблейин Канашĕн председателĕ, Мускав патшалăх культурăпа искусство университечĕн ректорĕ Рамазан Абдулатипов илчĕ.
- Культура пулмасан - Раççей те пулмасть. Паянхи Раççейри пăтăрмахсем - культурăпа тӳрккеслĕх (невежество) хушшинчи хирĕçтăрусем. Халăхсен хушшинчи пĕрлĕх кăна Раççей пуласлăхне çăлса хăварма пултарать. Вырăс халăхĕн тĕшши – Раççей халăхĕсен хушшинчи пĕрлĕх, тĕрлĕ нацисен хушшинчи пĕрлĕх. Шел, паянччен культура çинчен калакан саккуна йышăнаймастпăр. Экономикăпа ытлашши интересленме тытăнтăмăр. Çавăнпа Раççейре коррупци, пусмăрлăх, аскăн-лăх… хуçаланаççĕ. СССР сапаланса кайнишĕн пире намăс пулмалла, - терĕ Шурсухал.
Мускав патшалăх культурăпа искусство институчĕн студенткисем пĕри - вырăсла, тепри –эрменле «Аннеçĕм – Руç» юрра шăрантарни зала пуçтарăннисен чĕрине витерчĕ.
Малалла Раççей Федерацин Федераллă Пухăвĕн Федераци Канашĕн Председателĕнчен Валентина Матвиенкăран, Раççей Федерацин Федераллă Пухăвĕн Патшалăх Думин Председателĕнчен Борис Грызловран, Атăлçи федераллă округри Раççей Федерацин Президенчĕн полномочиллĕ представителĕнчен Григорий Рапотаран, РФ кульура, спортпа туризм тата çамрăксен политикин министерствисенчен, Пĕтĕм Раçейри «Единая Россия» политика парти енлисен Центр канашĕн председателĕнчен Франц Клинцевичран, социаллă экономика тата интеллектуаллă программăсен Фончĕн президентĕнчен Сергей Филатовран килнĕ саламлă çырусене вуласа пачĕç.
Владимир Зорин профессор тунă «Русский мир» в национальной политике современной России» доклада итлесе ларма кăмăллă пулчĕ.
Ульяновск облаçĕн шалти ĕçсен политикин министрĕ Татьяна Кириллова «О формировании российской идентичности в многонациональных регионах на примере Ульяновской области», Ульяновск облаçĕнчи Саккунсем кăларакан Пуху председателĕн çумĕ Тамара Дмитриева «Общероссийсий народный фронт как площадка для поддержания межнационального мира и согласия» докладсемпе тухрĕç.
Докладсене сӳтсе явнă хыççăн Конгресс «Русский мир и укрепление межнационального согласия – важнейшая задача общества и государства», «Роль домов национальностей, домов дружбы, центров национальных культур, национальных общественных объединений, средств массовой информации в развитии межнационального диалога» ятлă секцисем çине пайланса ĕçлеме тытăнчĕ.
Ульяновск облаçĕн Колоннăй залĕнче çамрăксен «Мы – россияне» анлă пухăвĕ иртрĕ.
Конгресăн пĕрремĕш кунĕ «Навеки вместе!» туслăх каçĕпе вĕçленчĕ.
Иккĕмĕш кун «Мы – россияне» Çамрăксен аслă пухăвне хутшăннисем Ульяновскри паллă вырăнсемпе паллашрĕç.
Çак кунах Пĕтĕм Раççей шайĕнчи «Я и Россия» юлташла тавлашу подиумĕ ĕçлерĕ.
«Личная информационная стратегия в эпоху викиномики. Креатив как необходимость» маçтăр класс иртрĕ.
Пысăк ларура X Конгресс хăйĕн пĕтĕмлетĕвĕсене турĕ, ятарлă РЕЗОЛЮЦИ йышăнчĕ.
Пĕтĕм Раççей шайĕнчи тĕлпулу-уяв наци культурисен «Радуга России» фестивале хутшăннă артистсен гала-концерчĕпе вĕçленчĕ.
 
: 1110, Хаçат: 45 (1137), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: