Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пурăнакан çуртсенче газ сирпĕннин тĕслĕхĕсем нумайланнине, çынсем газ хатĕр-хĕтĕрĕпе усă курмалли правилăсене пăснине, çавна кура МЧС тытăмĕ канăçсăрланнине пула Ульяновскри Граждан хӳтĕлевĕн управленийĕ вĕсем çинчен çĕнĕрен аса илтерет.
Йăла ыйтăвĕсенче усă куракан вĕри газсем сывлăшран 1,5-2 хут йывăртарах. Çавăнпа та вĕсем тухса тăраççĕ пулсан аялти уçă сывлăш çӳремен вырăнсенче (путвал, канализаципе шыв пăрăхĕсем иртекен пусăсене, шăтăк-путăка) пухăнаççĕ те питĕ пысăк хăрушлăх кӳреççĕ. Кăмакасем, плитасем çунтарма е ăшăтмалли хатĕрсенче усă кураканни (ытларах чухне вăл пропан-бутан хутăшĕ) сывлăшра сирпĕнӳ (взрыв) тĕлĕшĕнчен хăрушла япаласем пуçтарать.
Кулленхи пурнăçра усă куракан газăн сиенĕ-нчен пăрăнас тесен çак правилăсене çирĕп пăхăнмалла:
- хăвăр урамалла тухсан чĕртнĕ плитана сӳ-нтерĕр, газ кранне пĕтĕмпех ан уçăр*
- газпа ăшăтакан кăмакасем тата газ колонкисем тĕтĕм-сĕрĕме аван туртчăр*
- газ килекен хатĕрсене хускатассине пĕчĕк ачасене тата сирĕн кăмакăр вăрттăнлăхĕсене пĕлмен çынсене ан шанăр*
- газ плити çинче шыва пысăк савăтсенче ăшăтатăр пулсан конфорка çийĕн вырнаçтармалли ятарлă ункăсемпе усă курăр*
- газ плитипе усă курма чарăнсанах мĕнпур крансене хупса хурăр.
Сарăмсăр инкексем ан пулччăр тесен тума юраман ĕçсем:
- конфоркăна илсе савăта вут çине лартма*
- газ килекен крана, çункăча, счетчика хытă япалапа шаккама*
- газ пăрăхĕсем çине вĕрен карса тĕрлĕ япаласем, тумтир типĕтме çакма*
- газ счетчикне пăхнă, тĕрĕсленĕ чухне шăрпăкпа чĕртнĕ çуртапа çутатма*
- газ хатĕрĕсене каçа сӳнтермесĕр хăварма*
- сивĕ пӳлĕме ăшăтма тата кăмака вырăнне хутса пурăнма.
Килĕсене çутçанталăк газне кĕртнисенех пĕр-пĕр сăлтавпа газ баллонне кăларма тивет. Харпăр çурчĕсенчи пушарсем чылай чухне баллонпа тĕрĕс мар усă курнăран сирпĕннипе сиксе тухаççĕ. Ку тĕслĕхсем ытларах чухне хĕлле – шăнса ларнă хатĕре уçă вутпа ăшăтас тенипе – сиксе тухаççĕ. Инкекрен пăрăнас тесен баллона (пĕрререн ытла юрамасть) урамра мар, пӳртре вырнаçтармалла – плитаран, пӳрте ăшăтакан пăрăхран 1 метрта, вырăс кăмаки çăварĕнчен 2 метрта пулмалла. Запас хатĕрĕсене кухньăра, коридорта тытма юрамасть. Ыйтусем сиксе тухсан баллонсене мастерскойра юсаттармалла, хăвăр тĕллĕн аппаланмалла мар.
Пӳлĕмре газ шăршине туйсан:
- газ плитин конфоркине сӳнтермелле, газ килекен пăрăх çинчи крана пăрса лартмалла*
- çутă çутма, шăрпăкпа, çуртапа усă курма, вут çунса тăракан пӳлĕме кĕме юрамасть*
- газ тулнă пӳлĕме чӳречесем тата алăк уçса уçăлтармалла та «04» телефонпа газ службине чĕнсе илмелле*
- газ тухса тăма пăрахмасан çуртран, хваттертен çынсене урама кăлармалла та пĕр тăхтамасăр авари службине чĕнмелле.
 
: 424, Хаçат: 3 (1404), Категори: МЧС

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: