Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Çуллансан вĕренме ан вăтан, ватăлсан вĕренни пач вĕренменнинчен çĕр хут авантарах пулĕ», - тенĕ Эзоп.
Ульяновскри 21-мĕш пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта технологи предметне тата «Чăваш халăхĕн культури, историйĕ тата пуплевĕ» кружок илсе пыракан Ю.А. Серебрякова çакна авалхи грексен паллă юптаруçи хăйĕн пирки каланăнах туять.
- Эпĕ Самар облаçĕнчи Кушкă районĕнче Кĕлтес ялĕнче çуралнă. Асанне, Прасковья Илларионовна Теребинова, юмахĕсем çинче çитĕннĕ. Ачаран юрлама-ташлама, вулама юратнă. Клуб сцени çинче чăваш спектаклĕ-сем лартаттăмăр. Шкулта вĕреннĕ чухне çемье Ульяновск облаçне, Чартаклă районĕнчи Мирный поселокне, куçса килчĕ. Эпĕ йăмраллă чăваш ялĕшĕн, тăван чĕлхепе пуплессишĕн тунсăхлама пуçларăм. Аллăма аттестат илсен аван çĕвĕç пулас ĕмĕтпе Ульяновскри 5-мĕш профессипе техника училищине кĕтĕм. Ун хыççăн 13 çул самаях пысăк предприятире çĕвĕçре вăй хутăм. Çак хушăра бухгалтера, юриста вĕрентĕм. Кам шухăшланă-ха хĕрĕх çула çитеспе шкулта ĕçлеме пуçласса, аслă шкулта учителе вĕренессе/ Хамăн çемьепе Карлинскинче тĕпленсен 2009 çулта шкулта технологи урокне илсе пыма сĕнчĕç. Эпĕ килĕшрĕм. Каярах чăваш чĕлхипе тата литературипе кружок йĕркелеме шутларăмăр. Ĕç-пуç йĕркеленсе кайрĕ. Иккĕмĕш çул Ульяновскри 21-мĕш шкулта çак тивĕçсенех пурнăçлатăп. Халиччен ачасемсĕр, вĕрентӳ ĕçĕсĕр мĕнле пурăнма пултарнине пĕлместĕп эп, - терĕ Юлия Александровна.
Ю.А.Серебрякова хĕрачасене кĕпе-саппун çĕлеме вĕрентет, ал ĕçне хисеплеме хăнăхтарать. Чăваш ачисем тăван халăх культурине, йăли-йĕркине, уявĕсене ăса хывччăр, вулама-çырма пĕлччĕр тесе ырми-канми тăрăшать. Тĕрлĕ проектсемпе конкурссене те хастар хутшăнать учитель, маçтăр-классем ирттерме кăмăллать.Тĕрлет, çĕлет, çыхать, ӳкерет. Мĕнле ĕçпе кăна аппаланма пĕлмест! Чăваш кĕписем çĕлет, чăваш пуканисем ăсталать, пусма татăкĕ-сенчен сумкăсем калăплать.
- Хамăн пĕлĕве ачасене пама май пурри хăй вăл - телей. Саккăрмĕшсемпе юбка çĕлерĕмĕр, вĕçлесен шкул тăрăх мода кăтартса çӳрерĕмĕр. Ачасем мана сырса илчĕç те: «Юлия Александровна, мĕншĕн пире чаплăрах пусма туянма каламарăр, эпир вылямалла çеç пуль тесе урока йӳнĕ тавар илсе килтĕмĕр. Пирĕн юбкăсем ют çĕршывра çĕленинчен те илемлĕрех пулчĕç», - терĕç. Çак сăмахсем маншăн чĕрене пыл сĕрнĕ евĕр пылак туйăнчĕç, - тет вăл.
- Ман телей, мухтав – ачасем, - терĕ хĕрарăм, - икĕ ывăлпа хĕрача. Савнă мăшăр мана пур пуçарура та хавхалантарать. Анне те Мирныйран килсе çӳрет, пулăшать. Кĕçĕннине эпĕ 40 çулта çуратнă – пĕчĕкскерпе анне мана нумай пулăшрĕ. Тавах ăна. Вырсарникунсерен урама уçă сывлăшпа киленме çӳретпĕр: тăвайккинчен çунашкапа ярăнатпăр, йĕлтĕр çине тăратпăр.
Ачасен сăввисене итленĕ хыççăн кружок ĕçĕнче «Первый блин» ятпа алăпа çырмалли журнал никĕслерĕмĕр.Унта эпир сăвăсене çыратпăр. Пĕрле сӳтсе яватпăр, тӳрлететпĕр. Пултаруллă шăпăрлансен хайлавĕсене чăвашла куçарма шухăшларăм. Хăтланса пăхрăм та - куçару ĕçĕ килĕшрĕ. Паян ачасен хăйсен сăввисене чăвашлах пăхмасăр вĕренме май пур.
Юлия Александровнан Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисем нумай. Ульяновск облаçĕнчи тăван чĕлхепе литература вĕрентекенĕсен 2016 çулта иртнĕ ăмăртăвĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă вăл. Çакна тăрăшуллă чăваш хĕрарăмĕ пысăк çитĕнӳ тесе шухăшлать.
 
: 541, Хаçат: 4 (1405), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: