Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вăтăр çул ытла кĕтрĕ анне Аслă вăрçăра хыпарсăр çухалнă аслă ывăлне. Килĕшмерĕ унăн чĕри хăрушă хыпарпа. Мĕн шăтăка кĕриччен çухатмарĕ анне ĕмĕтне.
Аттепе аннен аслă ывăлĕ – Мишша тете 1923 çулта çуралнă. Çемьере унран маларах çуралнă ачасем татах пулнă-ха, анчах вĕсем пĕчĕклех çĕре кĕнĕ. Граждан вăрçи вăхăтĕнче тата 1920-мĕш çулсенчи выçлăха пула та вăхăтсăр вилсе выртнă. Тен, малтан çуралнă ачисем пурăнайманнине кура анне Мишшана ытларах юратнă, ылтăн вырăнне хурса хакланă. Кайран çемьене тата пилĕк ача килнĕ. Вĕсене те юратнă пулĕ!
Мишша пысăк пĕлӳ илейменччĕ. Шкулта тăватă класс кăна пĕтерме май килнĕ. Çăмăл пулман ял пурнăçĕ вăл вăхăтра. Вăрçă, выçлăх, НЭП, ирĕксĕр ирттернĕ коллективизаци, каллех выçлăх... Мишшан тата унăн тантăшĕсен çамрăклах ашшĕ-амăшне пулăшма тивнĕ. Аслă пĕлӳ илесси пирки чăвашсенчен ытларахăшĕ вăл вăхăтра ĕмĕтленме те пултарайман. Çырма, вулама пĕлсен çителĕклĕ тенĕ. Ачасем хушшинче хутла вĕренейменнисем те пулнă.
Аслă вăрçă тапрансан Мишшана çара илнĕ. Вăл ăçта çапăçнине тăвансем пĕлме те пултарайман. Вăл патшалăх вăрттăнлăхĕ шутланнă. Вăрçă пĕтсен анчах Мишшапа пĕрле çапăçнă тăван каласа панă.
Пĕр кĕтмен çĕртен пирĕн иккĕмĕш сыпăкри Литюк аппапа Мишша фронтра тĕл пулнă. Малашне службăра пĕрле тăнă. Мишша вăрçă хирĕнчех юлчĕ, Литюк вăйлă аманса та пулин вăрçă хыççăн килне таврăнчĕ. Вăл Мишша пирки каласа пачĕ.
Малтанхи уйăхсенче Мишша Украина çĕрĕ çинче пынă çапăçусене хутшăннă. Аманнă хыççăн госпитальте выртнă. Сывалсан ăна Сталинград хулине сыхлама янă. Унта тепĕр хут аманнă. Госпитальте Литюкпа пĕрле выртнă. Сывалса тухсан иккĕшне те Курск хули патне ăсатнă. Прохоровка çывăхĕнчи çапăçура Мишша хыпарсăр çухалнă. Йывăр аманнă Литюк темиçе уйăх госпитальте сывалнă. Унтан çĕнĕрен строя тăнă, Берлин хулинех çитнĕ.
Мишша вăрçăра стрелок, Литюк пулеметчик пулнă.
Манăн асаттепе Литюкăн ашшĕ пĕртăван. Литюкпа Мишша Чĕмпĕр кĕпĕрнинче (халĕ Пăва районĕнчи Канава ялĕ) çуралнă. Вăрçă пуçланиччен пĕр çул маларах Литюк пуçламăш шкулсен курсне пĕтерсе учитель пулса тăнă, çулталăк шкулта та ĕçленĕ. Нимĕç фашисчĕсем пирĕн çĕршыва тапăнса кĕрсен хĕре çара илнĕ. Пулеметчиксен курсне пĕтерсен фронта янă. Таврăнсан мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех Литюк аппа ачасене шкулта вĕрентнĕ.
Нумай пулмасть вăл та пиртен уйрăлса кайрĕ.
Мĕнле майпа куçне хупнă-ши Мишша тете/ Вăл хыпарсăр çухалнă тенĕ хута илсен анне аран чĕрĕ юлнă. Анчах çухалнă тени вилнĕ тенине пĕлтермен-ха. Чĕринче пĕчĕк пулин те шанчăк юлнă. Анне вара çав шанчăка вăтăр çул ытла çухатмарĕ, мĕн виличчен Мишшана кĕтсе илсе кăкăрĕ çумне ыталама ĕмĕтленчĕ.
1943 çулта аннен иккĕмĕш ывăлне, Петĕре, вăрçа илсе кайрĕç. Вăл Инçет Хĕвелтухăçне лекнĕ иккен. Çавăнтах вăрçă ĕçне те хăнăхнă. Яппунсемпе çапăçусем пуçлансан вĕсене Гоби пушхирĕ урлă вăрçа илсе кайнă. «Çичçĕр çухрăм ытла хăйăрлă пушхирпе утрăмăр çуран. Хĕвел питĕ хытă хĕртсе пăхатчĕ. Сулхăна ларса канма пĕр йывăç та çук. Ĕçмелли шыв та çителĕксĕр. Шыв пуссисене яппунсем наркăмăшлантарса юрăхсăра кăларнă. Хăш-пĕр пусса вилнĕ çынсемпе тултарнăччĕ. Яппунсемпе пирĕн хушăра темле хаяр çапăçусемех пулман. Вĕсем чăн тытăçусенчен шикленетчĕç, вăрттăн çыртакан йытă пек айккинчен, систермесĕр тапăнма пăхатчĕç», - каласа паратчĕ Петĕр.
Халĕ вăл та çут тĕнчере çук ĕнтĕ.
Тăхăрьял таврашĕнчи чăвашсен авалхи йăлипе, вăрçа тухса кайнă салтак килне тĕрĕс-тĕкел çаврăнса килтĕр тесе Турă кĕтесне, Турăш умне çăкăр касса хунă. Çăкăр салтака килне таврăнма пулăшать тесе ĕненнĕ. Пирĕн анне те йăларан уйрăлман. Çав çăкăр татăкне мĕнле выçă пулсан та тивме юраман. Ăна урăх çын çисен салтак çулне пӳлет тенĕ. Çăкăра вăрçăран таврăннă салтак кăна çиме пултарнă. Çавăнпа ăна салтак киле киличчен усранă. Çакна пире анне хытах ăнлантарнă пулас. Мĕнле выçă пулсан та эпир çав çăкăр татăкне тивмен.
1976 çулта кĕçĕн шăллăм çĕнĕ пӳрт лартрĕ. Мишшан çăкăр татăкĕ вырăнтах выртнă.
Çук, таврăнаймарĕ Мишша вăрçăран. Çăкăр та пулăшаймарĕ пулас!
Пирĕн атте Çерук та вăрçă вăхăтĕнче вилчĕ, 1943 çулта. Граждан вăрçин инвалидне фронта илмен, анчах та колхоз ĕçĕнчен вăл пăрăнман. Операци хыççăн сывалса çитмесĕрех колхоз ĕçне тухнă, çавăнтах вилсе выртнă. Анне тăватă пĕчĕк ачипе тăрса юлнă: асли вунвиççĕре, кĕçĕнни çулталăкра. Çемье мĕнле нуша тӳснине Çӳлти Турă кăна пĕлет!
Хыпарсăр çухалнă ывăлĕшĕн аннене патшалăх пенси те паман. Налукне вара çемьене туллин тӳлеттернĕ.
Иртнĕ вăрçăра хыпарсăр çухалнă салтаксем сахал пулман. Патшалăх вара вĕсен çемйисене пĕртте пулăшман. Паянччен çапла. Хыпарсăр çухалнă салтаксем çут тĕнчере пулман та, Тăван çĕршывшăн çапăçман та-шим/ Вĕсене Тăван çĕршыв васкасах манма тăрăшрĕ. Хисеплĕ палăксене те тивĕçмерĕç вĕсем, ăшă сăмахсене те...
Çак калав хыпарсăр çухалнă салтаксемшĕн пĕчĕк палăк пултăр. Вĕсем вилмен! Вĕсем хыпарсăр анчах çухалнă.
 
Майна районĕ.
 
: 70, Хаçат: 4 (1405), Категори: Асаилӳсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: