Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Калав)
 
(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 2-3-мĕш номерсенче.)
 
Надя тантăшне ăсатса янă тĕлелле хунямăшĕ урнăччĕ. Кинне тахçанччен вăрçрĕ çилĕллĕскер. Ăна систермесĕр-тумасăр хăйĕн хваттерĕнче нимĕнле хăна таврашне те чăтма хал çитерес çуккине айккăн-майккăн мар, тӳрремĕнех каларĕ.
- Мĕнле усал чĕлхеллĕ тантăш вăл сан/ Кам çул-ӳсĕмпе аслăрах çынпа çавăн пек тӳрккес калаçать/ - тахçанччен кăмăлсăрланчĕ хĕрарăм. - Юлташу çине пăх та – эсĕ ху кам иккенне кала тенĕ пĕр ăслă çын. Ненай, каплах пулсан...
Надя чĕнмерĕ. Мăштах кăна компьютер умĕнче ларчĕ. Кунĕ йывăр килчĕ уншăн. Олег килессе тӳсĕмсĕр кĕтет çамрăк арăм.
Ыран та ĕçсем пур-ха çĕнĕ çыннăн. Пĕр ялта çитĕннĕ, аслăрах класра вĕреннĕ çынпа тĕл пулмаллах. Амăшĕ кун пирки телефонпа хыпарларĕ.
Андрей Палч машинипе тăкăрлăкра кĕтсе тăрать ăна. Надя чупса пырса ларчĕ те, машина тапранса кайрĕ. Шăп çав самантра лавккаран çыхăсемпе тухакан Римма Сергеевна Надьăна палласа илчĕ.
- Ах, йĕксĕк хĕрача, еплерех асса пурăнать! Упăшки командировкăра, вăл ют çын машинине ларса янкăлтатса çӳрет. Пурнăç-и ку/ Кай, тамаша, инкек ку! - аран-аран лăплантарчĕ Римма Сергеевна хăйне.
Надя тĕттĕмленсе çитичченех килтеччĕ. Çĕр ыйтупа кĕтсе илнĕ хунямăшне курсан аптăрасах кайрĕ вăл. Уй куçлă, вăрман хăлхаллă теççĕ те – кунашкалах пулассине пĕлмен вăл. Тăванĕ вырăнне хума тивĕçлĕ хĕрарăм ăна кăшласа ямах тытăнчĕ. Ку апла мар, капла юрамасть тет. Халь тата аскăнчăк хĕрарăм вырăнне хурса калаçать.
- Пач пĕлмен хĕрупраçа качча илсе ывăл йăнăш утăм турĕ, çакна малашне хăех ăнланса илĕ те-ха,- çĕр çулхи вупăр карчăкĕ пек лăркарĕ вăл. - Çын чунне кĕрсе пăхаймăн. Тем çинчен шухăшлать, темпе аппаланать кин/ Шуйттанĕ çеç пĕлет.
- Ани, хамăр ял çынниччĕ вăл. Андрей Палч. Университета çити çула май лартса кайма пулчĕ. Аннерен салам илсе килнĕ. Хăçан пырса куратăр тесе анне ав çыру, кучченеç -- хур – парса янă,-- тӳрре тухма пăхрĕ Надя. Сивĕтмĕше хунă хурне, сĕт-турăхне кăларса кăтартрĕ.
Çакна курсан пăртак лăпланнă пек пулчĕ хунямăшĕ. Ырă каç сунмасăрах çывăрмалли пӳлĕмне кĕрсе кайрĕ.
Надя хальхинче куççульне чараймарĕ. Тен, ятне чармарĕ. Никам та çуккипе усă курса минтере йĕпетичченех йĕчĕ, йăвашлансах кайрĕ.
Олег шăнкăравĕ вăй кĕртрĕ ăна. Юратакан чĕресем тахçанччен пăшăлтатрĕç çав каç. Надюша савнийĕн ятне пăшăлтатсах çывăрса кайрĕ. Тунсăхне пытарма çăмăл мар ăна. Чĕри ыйтнипе турĕ вăл çак утăма. Хăш-пĕр вăрттăнлăхсене уçма хал çитереймесĕр арăм пулма килĕшрĕ...
- Юрататăп эп сана, кăвакарчăнăм, ылтăнăм манăн. Пăртак чăт, тархасшăн. Кĕçех пĕрле пурăнма пуçлăпăр...Хальлĕхе çапла кирлĕ. Максимушка, илтетĕн-и, юрататăп сана, пĕчĕкскерĕм, вăйлăскерĕм. Кĕçех пыратăп...
Мĕн ку/! Ĕçрен маларах килнĕ Римма Сергеевна хăлхине тăратсах кинĕ такампа телефонпа калаçнине итлерĕ. "Каларăм тем таса мар кунта тесе, - шалт тĕлĕнчĕ вăл. - Пирĕн кинĕн еркĕнĕ пур иккен. Максимушка тет вăл. Тьфу, ирсĕр, пӳтсĕр ĕç-пуçа çаклантăмăр мар-и/"
- Кин, кампа калаçаттăн эс телефонпа/ - куçĕ-нчен кăнн пăхрĕ. Мăшăр хура шăрçипе Надьăна витĕр кăларасла пăраларĕ. – Сан еркĕнӳ пур-и апла/ Эп иртнинче йăнăшман. Суятăн, суятăн – вĕçĕ-хĕрри курăнмасть. Хальхинче мĕн тесе ăнлантарса парăн мана/ Татах шухăшласа кăлармалла, каллех суймалла. Анчах мĕнле ултавăн та вĕçĕ пулатех.
- Эпĕ суймастăп. Нимĕнле еркĕн те çук ман.
- Ну пултаратăн та! Юрату сĕрĕмĕнче Олег ăсне-тăнне çухатнă пулас. Нимĕн те курмасть, илтмест. Тур каçартăр, мĕнпурне ĕненекен ывăла каласа пар, мана мар – суймастăп тесе. Сан калаçăвна хам хăлхапа хам илтрĕм.
- Ăнлантăм эп, сирĕнпе килĕштерсе пулмасть пуль. Халь япаласене пуçтаратăп та тухса каятăп сирĕн чаплă килĕр-çуртăртан.
- Каях, сана никам та тытса тăрас çук кунта.
- Эсир, Римма Сергеевна, хăвăра çеç юрататăр. Ывăлăр телейĕ çинчен шутланă пулсан хăвăра унашкал кăнттам тытман пулăттăр.
- Мана вĕрентсе тăрать-ха тата, йăр-япăш! - кинĕн калаçăвне пӳлчĕ асли. - Ни сăну, ни туму, ни çурту, ни яту çук. Ялан суятăн, ялан шухăшласа тупса калаçатăн. Ман ывăл пуçне мĕнле çавăрса янă тульĕк/
- Каçарăр. Халь сире итлеме кăмăл та, вăй-хал та çук. Япаласене кĕрсе пуçтарам. Тата çакна çеç калам – ман сирĕн ывăлăр умĕнче пĕртен-пĕр айăп пур. Ытла та вăйлă юратса пăрахнăран хăй те мана утăм тума памарĕ, хам та Олега çухатасран хăранипе вăхăтĕнче вăрттăнлăха уçма иментĕм. Çухатасран хăрарăм. Чуна каярах уçăп тесе йăнăшрăм эп. Анчах та пĕлĕр: эпĕ халь калаçнă Максим вăл – ман ывăл. Пиллĕкри ача. Амăшĕшĕн тунсăхлать пепке. Сайра куратпăр-çке пĕр-пĕрне. Шкул хыççăн университета кĕрсен пĕр каччă улталарĕ мана. Анне йĕрсен-йĕрсен лăпланчĕ те: «Çурат, хĕрĕм, ĕмĕрлĕхе хăвна суранласа ан хăвар. Сире ӳстернĕ-çке, ăна та ӳстерĕпĕр, çын тăвăпăр», - терĕ. Римма Сергеевна, эсир каçараймасса пĕлсех урăх нимĕн те калаçса тăмастăп, - алăка хăвăрт хупса çывăрмалли пӳлĕме кĕрсе кайрĕ Надя.
Куçĕ шывланчĕ ун. Чĕри сиксе тухасла тапрĕ. Пĕр вĕçĕмсĕр йĕчĕ. Сумкине пуçтарса сывпуллашмасăрах тухса кайрĕ.
Олег арăмне кĕтмен парне тăвас тесе икĕ кун маларах килме шухăшларĕ. Мĕн тытăнса тăмалли пур/ Ĕçне кăларнă. Арăмне курас килнипе каçхине банкета та кайма килĕшмерĕ вăл -- çула пуçтарăнчĕ. Ак вуннăмĕш сехет руль умĕнче. Магнитолăпа Надьăпа иккĕш юратнă юрăсем янăраççĕ. Куçне самантлăха хупсан та умне черчен мăшăрĕн хӳхĕм сăнĕ тухса тăчĕ...
- Надя, анне! Ăçта эсир/ - вирхĕнсе кĕчĕ Олег хваттере. - Курăр-ха эсир вĕсене – юратнă çыннине хирĕç те тухмаççĕ. Çĕр çăтнă тейĕн. Те тунсăхламан та. А-у-у, чăнах та никам та çук-им килте/ Вăт параççĕ! - пӳлĕмрен пӳлĕме çӳрерĕ арçын.
Амăшĕ вырăнпах выртать иккен.
- Анне, мĕн пулчĕ сана/ Ăçта Надюша/ Мĕншĕн сан куçу шыçăннă/ Мĕн пулса иртнĕ кунта/ Каласа пар, тархасшăн.
Тахçанччен калаçрĕç ывăлĕпе амăшĕ. Римма Сергеевна Олега тĕплĕн шухăшлама сĕнчĕ. Халех ултавран пуçласан пурнăç тума пулĕ-и унпа, урăххине тупăпăр тесе те пăхрĕ. Кинне ятларĕ.
Олег савнине шăнкăравласа илес тесе çĕр хутчен те кĕсье телефонне яра-яра илчĕ. Анчах та кăлăхах. Лешĕ сӳнтернĕ ăна.
- Çук, анне, пуçа ан ыраттар манăнне. Юрату вăл бутикра сутăнакан хаклăран хаклă кĕпе-шăлавар мар-çке – юратнă хĕрарăма, тавара тĕсĕ е çĕлени килĕшменнипе кăларса ывăтнă пек чĕререн кăларса пăрахаймастăн. Мĕншĕн ăнланмастăн мана – унсăр пурăнаймастăп. Çапла, чунне тĕппипех уçса памасăр йăнăшнă Надя. Эппин, сăлтавĕ пулнă. Утнă хушăра кам йăнăшмасть/ Анне, нивушлĕ унăн ывăлне ӳстереймĕ тесе шухăшларĕ-ши юратнă хĕрарăм/ Е намăс терĕ-ши/ Ача – çутă хĕвел, кил ăшши вăл, анне. Мĕн тăвас-ха манăн – халь ăçта шырас ăна/
- Килне кай, ялĕнче ачи патĕнче ĕнтĕ вăл халь. Ăçта пултăр...
- Эп ун ял ятне ыйтнă тетĕн пуль. Вĕренсе пĕтернипе пĕрех вăл. Диплом хӳтĕлемелли, патшалăх экзаменĕсене тытмалли çеç юлнă. Аннеçĕм, эп халех шырама пуçлатăп арăма. Пирĕн çемьере веçех йĕркеллĕ пуласса та ĕненетĕп, - спорт сумкине ăппăл-каппăл япалисене пăрахрĕ те амăшне ывăлĕпе кинĕн телейĕшĕн кĕлтума хушса çула тухрĕ...
- Чĕрӳ хушать пулсан каях, эппин, тĕпренчĕкĕм. Манăн та мăнуксене чĕрçи çинче утьăкка сиктерес килет. Эп те ялан çамрăк пулмăп, - куççульне шăлчĕ Римма Сергеевна. - Чăваш хĕрĕ ывăла ăраскаллă тăватех. Кун пирки пĕртте иккĕ-ленместĕп эпĕ. Амăш чĕри туять çакна...
 
: 124, Хаçат: 4 (1405), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: