Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Январĕн 24-мĕшĕнче Ульяновскри 17-мĕш наци вулавăшĕнче «Петĕр Хусанкай – чăваш поэзийĕн çутă çăлтăрĕ» литература каçĕ иртрĕ. Унта облаçри И.Я.Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществин хастарĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕ-сем, УлППУ, УлПТУ студенчĕсем, шкул ачисем, ача садне çӳрекенсем хутшăнчĕç.
 
- Мĕнпур чăваш тĕнчи çак кунсенче паллă поэтăмăрăн 110 çулхи юбилейне паллă тăвать. Вышкайсăр пултаруллă чăваш сăвăçи, куçаруçи Петр Петрович Хусанкай Тутарстанри Элкей районĕнчи Сиктĕрме (халĕ вăл Хусанкай ятлă) ялĕнче 1907 çулхи кăрлачăн 22-мĕшĕнче çуралнă. Хăйĕн вилĕмсĕр хайлавĕсемпе, пĕлтерĕшлĕ куçарăвĕсемпе чăваш литературине тĕнче шайне кăларнă. Паян паллă йăхташăмăрăн хайлавĕсене 57 чĕлхепе куçарнă, - пуçларĕ хăйĕн сăмахне «Содружество» вулавăш ĕçченĕ, чăваш хĕрĕ Светлана Бахтинова.
Юбиляр пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе, Аслă вăрçăри çул-йĕрĕпе, кĕнекисемпе (сăввисемпе тата поэмисемпе) паллаштарнă май каланине сăнӳкерчĕксемпе çирĕплетрĕ. Хăтлавра Светлана Александровна архивран илнĕ ĕçсемпе, видеоматериалсемпе, кĕнекесемпе вырăнлă усă курчĕ, П.Хусанкай биографийĕнчи пĕлтерĕшлĕ самантсене, çитĕнĕвĕсене илсе кăтартрĕ. «Хусан чăвашĕсем» ансамбль паллă ентешĕн «Мунча шăрши» сăввипе (кĕвви Алексей Наумовăн) çырнă видеоклипне кăтартрĕ.
Ульяновскри 20-мĕш ача сачĕн шăпăрланĕсем Петĕр Хусанкай сăввисене чăвашла пăхмасăр вĕренсе килнĕ. И.А.Антонова воспитатель ертсе пыракан «Шевле» кружок членĕсен юррисем те пухăннисене савăнтарчĕç.
Педагогика ĕçĕн ветеранĕ, РФ пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, Ульяновскри хатĕрлев центрĕн учителĕ Галина Никитина регионта чăваш обществи йĕркеленнĕ вăхăтра П.П. Хусанкайăн ывăлĕпе Атнер Петрович Хусанкайпа тĕл пулса калаçни, çак курнăçу вĕрентекен пурнăçĕнче ĕмĕрлĕхех йĕр хăварни пирки каласа пачĕ.
- Тутарстанра çуралнă нумай пултаруллă чăваш Чĕмпĕр çĕрĕ çинче чап курнă. Эпĕ те 1987 çулта кунта ĕçлеме пуçларăм. 1992 çулта Ульяновскри чăваш юхăмĕн хастарĕсем Пăлхара кайнăччĕ. Шупашкартан пынă сумлă чăвашсем хушшинче Атнер Хусанкай та пурччĕ. Ашшĕн сăввисене вуларĕ вăл, чĕмпĕрсемпе литература, поэзи пирки вăрах калаçрĕ, автограф çырса сăнӳкерчĕк тата шăхлич парнелесе хăварчĕ. Виçĕмкун Атнер Хусанкай ашшĕн тăван ялĕнче Сиктĕрмере иртнĕ юбилей каçне хутшăннă. Çакна Интернетра вуласа пĕлтĕм. «Эпĕ атте чухлĕ ĕç туман-ха», - тенĕ тĕлпулура Атнер Петрович. Ывăлĕ те чăваш халăхĕшĕн, унăн аталанăвĕшĕн нумай ырă ĕç тунă, Чăваш наци конгресĕн пĕрремĕш президенчĕ (паян ЧНКан Хисеплĕ президенчĕ) пулнă. Питĕ ăслă, пысăк тавракурăмлă çын. Пурăннă пулсан ашшĕ чаплă историк-этнограф ывăлĕпе тивĕçлипе те мухтаннă пулĕччĕ. Петĕр Хусанкай мăшăрĕ, СССР халăх артистки Вера Кузьмина та Чĕмпĕрте аслă сцена çинче пĕрре çеç мар пулса театрсăр тунсăхлакан халăха савăнтарнă. Виçмине мăшăрĕн сăввисене Сиктĕрмери Культура çурчĕн сцени çинче чуна витермелле вуланă, - терĕ Галина Михайловна. - Çĕнĕ ĕçсене пуçăннă хушăра ĕлĕкрех те, халĕ те «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» девизпа пурăнатпăр.
- Поэт ячĕ – тăван халăх чĕринче,– пуçларĕ хăйĕн сăмахне облаçри чăвашсен обществин ертӳçи Алексей Мордовкин. – Эпир ача чухне Петĕр Хусанкай сăввисем çинче çитĕннĕ, чăваш халăхне вĕсем малалла ăнтăлма, тĕнче уçлăхне хăпарма вĕрентнĕ.
Алексей Алексеевич паллă поэтăмăрăн Аслă вăрçăри çул-йĕрне сăнарласа пачĕ, унăн кăмăл çирĕплĕхĕ çинче чарăнса тăчĕ.
Николай Казаков, Лидия Ярославская, Алена Селиванова, Вера Архипова Хусанкай сăввисене вуларĕç, кашниех хăйсен ĕçĕнче поэт еткерлĕхне малалла тăсма тăрăшни пирки каларĕç. Çамрăк вулавăш ĕçченне Светлана Бахтинована ырă çул сунса наци библиотекинче тинех чăваш хĕрĕ ĕçлеме пуçланине кĕтсе илнишĕн хĕпĕртенине уççăнах палăртрĕç.
 
: 133, Хаçат: 5 (1406), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: