Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(А.С. Чебанов çуралнăранпа 80 çул çитнĕ тĕле)
 
Анатолий Сафронович Чебанов 1937 çулхи нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Шăхаль ялĕнче колхозниксен çемйинче çуралнă.
1954 çулта Хурăнвар Шăхалĕнчи вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн ялхуçалăх машинисен механикне вĕреннĕ. Кун хыççăн ăна Çурçĕр Казахстана çерем çĕрĕсене уçма янă.
Ĕç стажĕ унăн «Докучаевский» совхозра тытăннă. Совет çарĕнче хĕсметре тăнă хыççăн А.С. Чебанов Курганти ялхуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ, зоотехник специальноçне алла илнĕ. 1962 çулта дипломлă специалист зоотехникра ĕçлеме тытăннă. Çак профессие вăл пурнăçри 40 çулне панă: Çĕпрел районĕнчи Алешкин Саплăк ялĕнчи Калинин ячĕллĕ колхозра – 12 çул, Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕ-нчи Кунтикав ялĕнче, Аслă Нагаткинти сысна ĕрчетекен комплексра, юлашки 15 çул – Чăнлă районĕнчи ялхуçалăх управленийĕнче вăй хунă.
Çырас туртăмĕ Анатолий Сафроновичăн Хурăнвар Шăхалĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех çуралнă. Иртнĕ ĕмĕрти 60-мĕш çулсенче Алешкин Саплăкра çак статьян авторĕ патĕнче пурăннă чухне (1963-1967 çулсем) литературăра вăл уйрăмах тухăçлă ĕçлерĕ. Кунта унăн пĕрремĕш сăввисем çырăннă, кулăшла калавĕсемпе пьесисем. Кунтах, ял клубĕн сцени çинче, унăн пĕрремĕш комедийĕ-сене лартнă. Артисчĕсем сакăр çул вĕренмелли шкул учителĕсем тата ял çамрăкĕсем, ферма хĕрĕсемпе механизаторсем пулнă. Спектакль хыççăнах ял çыннисемпе артистсем пьесăна, вылякансен пултарулăхне сӳтсе явма тытăнатчĕç, сĕнӳсем паратчĕç, пĕр-пĕр вырăнта улшăнусем кĕртме сĕнетчĕç. Автор пурне те тимлĕн итлетчĕ, кашнине асăрхаттарусемшĕн чĕререн тав тăватчĕ, малашнехи ĕçĕнче сĕнӳсене шута илессе шантаратчĕ. Çапла вунă çул яхăн тăсăлчĕ.
1967 çулта «Тăван Атăл» журналта А.С. Чебановăн пĕрремĕш комедийĕ «Нянька» пичетленсе тухрĕ. Çыравçăн ячĕ уйрăмах сцена çинче «Праски инке хĕр парать», «Праски кинеми мăнукне авлантарать», «Мыскаран мăйраки кукăр», «Чĕнмен хăнасем» пьесисене лартнă хыççăн палăрма пуçларĕ.
А.С.Чебановăн «Праски инке хĕр парать», кайран «Праски инке мăнукне авлантарать» пьесисем чăваш халăхĕшĕн чăн-чăн парне пулса тăчĕç. Вĕсене К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çинче 1995 çултанпа лартаççĕ. Театр çак спектакльсемпе гастрольте Мускав, Санкт-Петербург, Хусан, Ульяновск, Ярославль, Ĕпхӳ, Самар, Анат Кама, Çыр Чалли, Çтерлĕ, Йошкар-Ола тата ытти нумай хулара пулнă. Йошкар-Олари М. Шкетан ячĕллĕ драма театрĕн сцени çинче мари чĕлхине куçарнă «Праски кинеми мăнукне авлантарать» спектакль нумай çул пынă. Куракансем ăна мари авторĕн пьеси тесе йышăннă.
А.С. Чебанов çыравçă, драматург, поэт 300 яхăн пьесăпа инсценировка, 20 пин ытла сăвă йĕрки, пĕр роман, вун-вун калав тата очерк авторĕ. Вĕсем хушшинче «Çураçнă хĕр» (1992), Н.С. Чебановпа тата В.М. Клементьевпа пĕрле çырнă «Тăван тавралăх» (1993), «Праски инке хĕр парать» (1994), «Усăллă комедисем» (1995), «Астăватни, савни/»(1995), «Лантăшсем» (1997), «Тутар Республикинчи Çĕпрел чăвашĕсем» тата ытти кĕнекесем.
Анатолий Сафронович хăйĕн пьесисен сюжечĕсемпе сăнарĕсене халăх пурнăçĕнчен илнĕ. Вăл чăн пурнăçри тулли сăнарсене кăтартать. Авалхипе пурнăçăн йăли-йĕркине те вăл питĕ лайăх пĕлнĕ, вĕсене юратса çырса кăтартнă. Сюжетсенче халăх тĕсĕ пулни те, çынсем ахаль, ялан усă куракан чăваш чĕлхипе калаçни те кăмăла каять. Вăл водевиль жанрĕпе ĕçлет, вĕсене лирика тĕсне хушма кăмăллать, час-часах диалогсемпе монологсене юрăпа черетлет. Комедийĕсем юрăсемпе, ташăсемпе пуян, ăнсăрт пулăмсем кураканăн кăмăлне çĕклеççĕ. Сюжетсен пăтăрмахĕпе вăл тĕп сăнарсен психологине уçса парать, куракансене шухăшлама вăхăт парать.
А.С. Чебанов Раççей Писательсен пĕрлĕхĕн, Чăваш Композиторсен ассоциацийĕн членĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ. Чăваш литературине, музыкăпа театр искусствине аталантарнă çĕрте пысăк тӳпе хывнăшăн вăл Чăваш Республикин культура министерствин, Писательсен пĕрлĕхĕн правленийĕн, Чăваш Композиторсен ассоциацийĕн, Ульяновск облаçĕнчи культура департаменчĕн Хисеп хучĕ-сене, Ульяновск облаçĕнчи Саккунсем кăларакан Пухăвăн Тав çырăвне тивĕçнĕ. Унăн ятне Чăнлă районĕн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ.
А.С. Чебанов лайăх çемье пуçĕ пулнă. Мăшăрĕпе вĕсем икĕ ача – ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ. Икĕ мăнукне курса ĕлкĕрнĕ ентешĕмĕр.
Шел, вăл çут тĕнчерен 2011 çулхи çĕртмен 20-мĕшĕнче сасартăк уйрăлса кайрĕ. Анчах унăн çутă сăнарĕ тата вилĕмсĕр ячĕ ĕмĕр халăхра.
Пурнăçра Анатолий Сафронович питĕ сăпайлă та вăтанчăк çынччĕ, çав вăхăтрах çынсене питĕ тарават пăхатчĕ, кăмăлĕпе ырăччĕ.
 
: 39, Хаçат: 5 (1406), Категори: Астăвăм

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: