Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пакша кулма пуçланă Мулкачран.
«Эс кашкăртан мĕн-ма хăран/
Эпир-çке пурте пĕр йăхран,
Эпир – пĕр юн, эпир – тăван.
Çакна ăна эс ăнлантар,
Кашни курмассерен ан тар»,-
Çапла ăс вĕрентет Пакша
Хăлхисене тăратнă юлташа.
Мулкача мĕн Пакшан ăслайĕ,
Вăл хăй кирек кама ăс парĕ:
«Тавах сана, Пакшаçăм-тусăм.
Анчах йăлтах ăнланаймарăм.
Ансам, уçăмлăрах кала,
Çӳлтен пупленине илтмест хăлха».
Пакша анать,
Каллех пуçлать:
«Эпир – пĕр юн, эпир – тăван...»
«Ай, Кашкăр, Кашкăр сылтăмра!» –
Мулкач шăв-шав çĕклет çак самантра.
Пакша йăлт-ялт сикет турат çине –
Тарса вăл пытанать хăй хăвăлне.
Мулкач лĕх-лĕх кулать: «Пакша,
Мĕн-ма таран, мĕн-ма хăран/
Ма ăнлантармастăн Кашкăра
Эпир – пĕр юн, тăван та пулнине,
Пĕр тымартан, йăхран ĕрченине/..»
 
Çапла, çӳлте ларса
Аван канаш пама.
 
: 454, Хаçат: 5 (1406), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: