Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ача-пăча çитĕнтернĕ чух пĕр аллинче вут, тепĕр аллинче шыв тенĕ ĕлĕк ваттисем. Ача пăхасси çăмăл ĕç маррине палăртакан ытти ваттисен сăмахĕсем татах та пур несĕлĕмĕрсен. Авалхи вăхăтра ача-пăча пăхасси ваттисен ĕçĕ пулнă пулсан паян ашшĕ-амăшĕн тĕпренчĕкĕсене çулталăк çурăранах ача садне яма тивет.
Унта воспитательсем кун тăршшĕпе вĕсемшĕн ашшĕ те, амăшĕ те пулса тăраççĕ. Ачасене юратмасан, чăтăмлăх пулмасан садикра ĕçлеме çук. Пурнăç кăтартнă тăрăх, ку профессие ăнсăртран суйланисем ĕçре нумай вăхăт тытăнса тăраймаççĕ.
Ирина Андреевна Антонова Ульяновск хулин çурçĕр пайĕнче вырнаçнă 20-мĕш номерлĕ «Искринка» ача садĕнче 1995 çултанпа вăй хурать. 1999 çултанпа вăл кунта ачасене чăваш чĕлхипе, культурипе, литературипе, юмах-сăмахлăхĕпе, тум-юмĕпе, йăли-йĕркипе паллаштарать.
- Эпĕ Чăваш Республикинчи Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç ялĕнче 1966 çулта çуралнă. Пирĕн районта виçĕ пысăк чăваш ялĕ. Пирĕн ял пысăкчĕ, 600 кил ытла. Паллах, ача сачĕ, шкул пулнă. Ача садĕнче аппа ĕçлетчĕ. Эпĕ ун патне час-часах çӳреттĕм, ачасемпе мĕнле ĕçленине сăнаттăм, тĕрлĕ мероприяти ирттерме, плакатсем ӳкерме, стендсем хатĕрлеме, пĕр-пĕр юмах лартнă чух сценăна илемлетме пулăшаттăм. Воспитатель ĕçĕ çав тери килĕшетчĕ. Ман ĕмĕтре пĕр ĕç кăна пулнă – воспитатель. Сакăр класс пĕтерсен Канашри педучилищĕне вĕренме каясшăнччĕ, анне ямарĕ, ытлашши пĕчĕк терĕ. Вăл вăхăтра автобуссем те йĕркеллĕ çӳремен вĕт-ха. Вунă класс хыççăн пурпĕр ĕмĕте пурнăçларăм, Шупашкарти педучилищĕне кайса кĕтĕм. Диплом илсен тăван яла таврăнтăм, садикра 7 çул ĕçлерĕм. Кайран хамăр ял каччипе пĕрлешсен Ульяновска куçса килтĕмĕр. Вăл Ульяновскри политехника институтне пĕтернĕ хыççăн хуларах юлнăччĕ. Эпĕ те 20-мĕш ача садĕнче ĕç вырăнĕ тупрăм. Кайран пĕлĕве ӳстерес тĕллевпе Ульяновскри педуниверситетра куçăмсăр майпа вĕрентĕм Эпĕ ачасене питĕ юрататăп. Вĕсем ман пурнăçа çутатаççĕ. Кăмăл начар пулсан та, пуç ыратсан та, пурнăçра кулянмалли тупăнсан та ĕçе килсен уçăлатăп. Ачасем хавхалантараççĕ, хăват параççĕ, - паллаштарать вăл хăйĕнпе.
Кашни учреждени, организаци хăйĕн сумне ӳстерес тесе лайăх сотрудниксене ĕçе илме тăрăшать, вĕсене хаклать. «Искринка» ача садĕнче те çаплах. Хăйĕн ĕçне пĕлменнисене е юратманнисене кунта тытса тăмаççĕ. Ирина Андреевна пек специалист вара кашни садикрех кĕтнĕ çын.
- Пирĕн коллектив питĕ туслă. 1999 çултанпа эпир этнокультура воспитанийĕпе ĕçлеме тытăнтăмăр. Пĕрремĕш мероприяти – «Туслăх кăшăлĕ» фестиваль - çăмăл иртмерĕ. Пире пулăшакансем çукчĕ, наци тумĕсене шыраса ывăнтăмăр. Чăваш тумне ун чухне «Еткер» кăларăмăн аслă редакторĕ Олег Мустаев тупса пачĕ. Программăна лайăх хатĕрлерĕмĕр, куракансене те, хаклакансене те килĕшрĕ. Кун хыççăн фестивале çулсерен ирттерме тытăнтăмăр. Вăл вăхăтри садик заведующийĕ Р.Г. Зиганшина тăрăшнипе наци тумне хамăр садикрах çĕлерĕç. Иртнĕ ĕмĕрти ахăрсаманара, 90-мĕш çулсен вĕçĕнче, ашшĕ-амăшĕ ачисене тăван чĕлхене вĕрентме чармарĕ. Пире ĕçре пулăшма тăрăшрĕç. Паян та çапла, - каласа парать вăл ĕçĕ пирки.
«Искринка» садикра 2003 çултанпа тĕрлĕ халăх ачисем валли ятарлă кружоксем ĕçлеççĕ: «Чишмэ», «Шевле», «Веселые нотки». 20-мĕш садикăн ачисене наци вĕрентĕвĕпе е культурипе çыхăннă хуть те хăш мероприятире те курма пулать. Пĕчĕкскерсем чăвашла, тутарла, мордвалла тата вырăсла юрлаççĕ, ташлаççĕ, сăвă калаççĕ. Чăваш ачисен «Шевле» кружокне И. А. Антонова ертсе пырать.
Килĕсенче ашшĕ-амăшĕпе вырăсла кăна калаçакан ачасене тăван чĕлхене вĕрентме çăмăл мар. Нумайăшĕн çак ĕçре ашшĕ-амăшĕ те пулăшаймасть, мĕншĕн тесен вĕсем те чĕлхене пĕлмеççĕ. Чи пахи – воспитательсене чăрмантарманни тата пулăшни. Икĕ-виçĕ çулта пĕчĕкскерсем чăвашла ăнланма, калаçма хăнăхаççĕ. Çиелтен тата «килти ĕçре» пĕлĕве çирĕплетсен аван пулмалла та, анчах килте чăвашла калаçакан çукпа пĕрех.
Тĕрлĕ культурăна вĕрентни, хăш халăх ачи пулнине пăхмасăр вырăс, чăваш е тутар халăх тумĕпе юрласа ташлани çитĕнекен ăрăва кӳршĕллĕ халăхсене хисеплеме вĕрентет.
- Пирĕн садикра пĕрне-пĕри эс чăваш, эс тутар, эс мордва тесе калакан çук. Пур халăх та пĕр тан пулнине, кашнин чĕлхипе культурин пуянлăхне пĕлсе ӳсеççĕ вĕсем. Нумаях пулмасть кружокри ачасемпе Сурхури уявне хатĕрлесе пĕтĕм садикпа ирттертĕмĕр. Кружокри чăваш ачисем тĕп сăнарĕсем пулчĕç, ыттисем – уяв хăнисем. Вĕсене выляттартăмăр, юмăç яртартăмăр, пĕр кăшăла тăрса юрларăмăр, Сурхури пирки юмах евĕр кăтартса патăмăр. Кăçал «Шевле» кружока çиччĕн çӳреççĕ. Кашни çулах ясли ушкăнне килекенсене сăнаса пăхатăп, чăваш ачисем пур-ши тесе интересленетĕп. Йышĕ çулсерен пĕрпекрех пырать - 7-9 ача. Эпир чĕлхене вăйă-юрă урлă ăса хыватпăр. Паллах, малтан ачасене пĕр-пĕр сăмаха чăвашла калатăп, унтан вырăсла куçаратăп. Сăвăсемпе юрăсем вĕреннĕ чухне те çаплах. Вĕсен содержанине пĕлмесен ачасене йывăр. Çавăнпа куçарупа пайтах ĕçлеме тивет. Хальхи «Шевле» ушкăнпа эпир И.Я. Яковлев музейĕнче УОЧНКА ирттернĕ чăваш елкине кайрăмăр, кашни ача чăвашла сăвă вĕренчĕ, пурне те пысăк парне пачĕç. Нумаях пулмасть А.П. Хусанкай пултарулăхĕпе çыхăннă мероприятие хутшăнса паллă поэтăн сăввисене пăхмасăр каларăмăр, - каласа парать Ирина Андреевна.
Ирина Антонова воспитатель «Шевле» кружока иккĕмĕш смена хыççăн, каçхи апат хыççăн, илсе пырать. Хăй пĕрремĕш сменăра ĕçлесен те каçчен ĕçрех юлать. Ачасем хăйне ура! тесе кĕтсе илни пушшех ĕçлеме хавхалантарать.
 
: 548, Хаçат: 6 (1407), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: