Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Нарăс уйăхĕн 4-мĕшĕнче УлПТУ спорт комплексĕ-нче сĕтел çи теннисĕпе облаçри «Симбириада-2017» чемпионачĕн пĕрремĕш турĕ иртрĕ.
Унта 1-9-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç.
Чемпионат пилĕк тапхăрпа иртрĕ, спортсменсем тăватă çул ӳсĕмĕн ушкăнне пайланса тупăшрĕç. Ăмăртăва Чăнлă районĕнчи Хирти Анникав, Тутар Каши, Карабаевка, Ирçел, Йĕпе Пăкăрлă, Вырăс Чăнли, Аслă Нагаткин шкулĕсенчи çамрăк теннисистсем хутшăнчĕç.
Тур 18 сĕтел çинче пĕр харăс пуçланчĕ. Пĕрремĕш тур Чăнлă район командишĕн питĕ ăнăçлă вĕçленчĕ, ăмăртăва хутшăннă 25 теннисистран 9-шĕ финала тухрĕ, 1-4-мĕш вырăнсем йышăнчĕ. Дарья Дьяконова (Ирçел) финала тухса Кăлаткăпуçĕнчи область чемпионĕ-пе тупăшрĕ. Иртнĕ çул Дарья 10-15-мĕш вырăнсем йышăннă пулсан кăçал çирĕппĕн 2-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Ăна сĕтел çи теннис спорчĕн область командине илчĕç.
Малти вырăнсене çаплах Юлия Разинова, Русина Сайфутдинова (Тутар Каши) тухрĕç.
Кĕçĕн ушкăнра Диана Быкова (Хирти Анникав) каллех Кăлаткăпуçĕнчи область чемпионĕпе тупăшса 3-мĕш пулчĕ. Çаплах 3-мĕш вырăншăн Андрей Савин, вăтам ушкăнри Александр Мягков (иккĕшĕ те Хирти Анникав), Юлия Косырева, Настя Павлова (Карабаевка), Максим Качан (Йĕпĕ Пăкăрлă) тупăшрĕç, анчах пĕрер очко выляса ярса 4-мĕш пулчĕç.
Артем Коптелов (Хирти Анникав) кăçал ăмăртура хăйĕн вăйне кăтартма пултарчĕ: иртнĕ çул вăл 13-15-мĕш вырăнсем илнĕ пулсан кăçал турнир таблицинче 5-мĕшне хăпарчĕ.
Чăнлă район командин ăмăртури ăнăçлăхĕн сăлтавĕ мĕнре-ши/
Иртнĕ çул Хирти Анникав шкулĕн никĕсĕнче районти ача-пăчапа çамрăксен спорт шкулĕнче «Сĕтел çи теннис» секци уçăлчĕ. Спортăн çак тĕсне сарассипе виçĕ тренер вăй хурать: В.Семенов, М.Халиуллов, М.Ванюсев. Тата Ирçелĕнчи физика учителĕ Н.Фадеев, Тутар Кашин шкул директорĕ А.Булатов, Карабаевкăри, Аслă Нагаткинти физкультура учителĕсем Р.Сидикеев, П.Горлов. Районта пурĕ 150 шкул ачи сĕтел çи теннис спорт секцине çӳрет.
 
: 458, Хаçат: 6 (1407), Категори: спорт

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: