Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ÇАМРĂК ĂРУ САВĂНАТЬ
«Губернаторский» Культура керменĕн пĕчĕк залĕнче Ульяновск облаçĕнчи чăваш халăх пултарулăх ача-пăча виççĕмĕш фестивалĕ-конкурсĕ – «ПУТЕНЕ» - иртрĕ.
Йĕркелӳçисем: Ульяновск облаçĕн вĕрентӳ министерстви, Чăваш культура центрĕ, чăваш наципе культура автономийĕ.
Укçа-тенкĕпе пулăшаканĕ – УОЧНКА çумĕнчи усламçăсен «Эртел» ушкăнĕ.
 
Облаçри районсенчи шкулсенчен, ача-пăча пахчисенчен, ача-пăча пултарулăх çурчĕсенчен пухăннă юрăçсем, ташă ăстисем (пĕчченшерĕн те, ушкăнпа та…) пĕр-пĕринпе ăмăртса туслăх кăшăлĕ çыхрĕç.
Виçĕ-вунă çулти артистсен пултарулăхне хак пама жюрире ларакан В.И.Сваева (УОЧНКА ертӳçи), Ф.Т.Улендеевана (вĕрентӳ министерствин тĕп специалисчĕ), В.А.Архипована (вĕрентӳçĕсен пĕлĕвне ӳстерме пулăшакан институтри наци кафедрин методисчĕ), Р.В.Макарована (патшалăх архивĕн шырав пайĕн пуçлăхĕ), О.Г.Узикована (педагогика университечĕн чăваш наци уйрăмĕн преподавательне), П.К.Столярова (Хула Думин председателĕн çуммине), Анатоли Ырьята («Канаш» хаçатăн журналистне, «Шăпăрлан» рубрика ертӳçине) çăмăлах пулмарĕ. Шăпăрлансенче пултарулăх çăлкуçĕ ăмсанмалла тенĕ пек тапса тăчĕ.
Фестиваль-конкурс пуçланас умĕн УОЧНКА ертӳçи В.Сваев тата вĕрентӳ министерствин тĕп специалисчĕ Ф.Улендеева ăс парса хавхалантаракан сунăмсем каларĕç.
Чăваш пикисем наци тумĕн куравне ирттернĕ хыççăн «Путене -2010» конкурс çĕнтерӳçи Кристина Никитина паянхи конкурссантсене, жюрире ларакансене, курма пынисене чăваш юрри парнелерĕ, «Хĕвелсем» ушкăн конкурса кĕмен ташшипе ăшăтрĕ.
Пултарулăх уявне ертсе пыракансем – Дарья Емельянова, Дмитрий Статенин, Екатерина Артемьева (малтанах асăрхаттарса хуратăп: хăйсен тивĕçне туллин те пултаруллă пурнăçларĕç) – фестваль-конкурса хутшăнакансене сцена çине йыхравлама тытĕнчĕç.
Паллах, кашни артистăн номерне тата пултарулăхне тĕплĕн хак парса çырса кăтартма май çук. Ку тивĕç – жюри членĕсен. Çакна çеç палăртса хăварас килет: Ульяновск облаçĕн тĕп хулинче иртекен регион шайĕнчи конкурса хутшăнма хăраманни, хăюлăх çитерни те кашни шăпăрланшăн хăйнеевĕр ÇĔНТЕРӲ.
Фестиваль-конкурсра туслăх кăшăлне çыхакан конкурссантсем: Алиса Албутова юрăç (Кивĕ Майна районĕ, пултарулăх ертӳçи (С.Н.Лямин); «Теремок» ташă ушкăнĕ (254-мĕш ача сачĕ, Е.А.Буланова); Алёна Кузнецовапа Алексей Чернов юрăçсем (21-мĕш шкул, Г.Н.Прилучных); Полина Серебрякова (Карлинскинчи шкул, А.Н.Степанова); «Теремок» ташă ушкăнĕн иккĕмĕш ташши; Дарья Талагаева юрăç (Çарăмсан шкулĕ, А.Н.Лисин); Мария Ямщикова юрăç (46-мĕш шкул, И.В.Мещанова); Анастасия Прокопьева юрăç (63-мĕш шкул, Е.В.Лашманова); «Шăпчăк» юрă ушкăнĕ (Çарăмсан шкулĕ, Н.Н.Осипова); «Милана» ташă ушкăнĕ (12-мĕш ӳнер шкулĕ, С.Н.Чернова); Анна Горькова юрăç (233-мĕш ача сачĕ, Т.А.Петрова); Анастасия Андреева юрăç (55-мĕш шкул, Е.В.Романова); «Тумлам» фольклор ушкăнĕ (Барăшри ача-пăча пултарулăх çурчĕ, Т.В.Рупасова); 233-мĕш ача сачĕн ташă ушкăнĕ (Т.А.Петрова); Кристина Никитина юрăç (Аслă Нагаткинри шкул); Анастасия Муленкова юрăç (64-мĕш шкул, Е.В.Лашманова); 36-мĕш ача сачĕн ташă ушкăнĕ (Димитровград); «Çăлкуç» юрă ушкăнĕ (Каркел шкулĕ, С.В.Ерофеева); Анастасия Садюхина юрăç (Çĕнĕ Улхаш шкулĕ, П.Н.Долгова); «Савăнăçлă ачасем» ташă ушкăнĕ (Кивĕ Улхаш шкулĕ, В.И.Суркова); Вика Садовниковапа Валерия Краснова юрăçсем (Ирçел шкулĕ, Т.Т.Топтыгина); Александр Жегалин юрăç (Уличе шкулĕ, А.О.Никитин); «Нега» ташă ушкăнĕ (Димитровградри 19-мĕш шкул, Н.Е.Галискарова, В.И.Сачнев); Ксения Ендиярова юрăç (Çĕнĕ Улхашри шкул, П.Н.Долгова); «Шăпчăк» юрă ушкăнĕ (Димитровградри 19-мĕш шкул, С.Г.Кочнева); «Хĕвелсем» ташă ушкăнĕ (48-мĕш ача сачĕ, Е.Н.Евдокимова, Л.В.Яшина); Кристина Шубинапа Ксения Узалукова юрăçсем (56-мĕш шкул); Дарья Карпенко юрăç (Димитровградри 56-мĕш ача сачĕ, Т.В.Симиргина); Валерия Прохоровапа Елизавета Хорюшина юрăçсем (Ишевке шкулĕ, А.Г.Пешне); Юлия Надиванова ташăçă (Анат Тимĕрçен шкулĕ, С.В.Телеева); «Провинци ташшисем» ташă ушкăнĕ (17-мĕш шкул, М.И.Салмановская); «Гармония» ташă ушкăнĕ (Упамсар шкулĕ, В.В.Лепёшкина).
Виçĕ сехете яхăн çыхрĕç шăпăрлансем туслăх кăшăлне. Пĕтĕмлетӳсем тума та вăхăт çитрĕ.
Жюри хĕрӳллĕн сӳтсе явса çĕнтерӳçĕсен ячĕсене палăртрĕ. Ташăçăсене, юрăçсене икĕ номинацире те (хореографи тата вокал) икĕ ушкăна (3-7 тата 8-10 çултисем) уйăрчĕ.
«Хореографи» номинаци çĕнтерӳçисем.
3-7 çултисем:
1-мĕш вырăн – «Хĕвелсем»; 2-мĕш вырăн – «Теремок»; 3-мĕш вырăн – çук.
8-10 çултисем:
1-мĕш вырăн – «Милана»; 2-мĕш вырăн – «Провинци ташшисем»; 3-мĕш вырăн – «Гармони».
«Вокал» номинаци çĕнтерӳçисем.
3-7 çултисем:
1-мĕш вырăн – Кристина Никитина; 2-мĕш вырăн – Дарья Карпенко; 3-мĕш вырăн – Мария Ямщикова.
8-10 çултитсем:
1-мĕш вырăн – Вика Садовниковапа Валерия Краснова; 2-мĕш вырăн – «Шăпчăк»; 3-мĕш вырăн – Анастасия Прокопьева.
Çĕнтерӳçĕ «Путене чĕпписем», паллах, ятарлă дипломсене тата парнесене тивĕçрĕç. Фестиваль-конкурса хутшăннă пĕр артист та парнесĕр юлмарĕ. Юрăçсемпе ушкăнсен пултарулăх ертӳçисем те тава тивĕçрĕç.
«Путене» конкурса йĕркелекенсене (уйрăмах Чăваш культура центрĕн директорне И.В.Гаврилована), ăна ертсе пыракансене пысăк тав сăмахĕ калас килет.
Кирек мĕнле шайра иртекен конкурс та çитменлĕхсемсĕр пулмасть. Кăçал иртнĕ конкурс çитменлĕхĕсене куракансем, ашшĕ-амăшĕ асăрханă.
Фестиваль-конкурс çав тери пĕчĕк, хĕсĕк залра, хăтсăр сцена çинче иртрĕ. Ашшĕ-амăшĕ, конкурса хутшăнакансем хăйсене пусăрăнчăк кăмăллă туйрĕç. Çамрăк артистсем регионăн тĕп хулинчи пысăк сцена çине тухма ĕмĕтленсе инçе çула тухнă вĕт-ха. Эпир вара вĕсене, каçарăр та, «сарая» хупса хурса сцена ытла пĕчĕккипе таса мар урайĕнче ташлаттартăмăр (тĕрĕсрех – йăвалантартăмăр). Кун çинчен малашне лайăх шухăшламалла, хамăртан хамăр култармалла мар.
Конкурс ытла вăраха тăсăлчĕ: тивĕçлĕ номерсене районсенче суйласа илни вырăнлă. Номерсен виçе чикки пулмалла, пĕри 3 минута, тепри 10 минута тăсăлмалла мар. Конкурс кунĕ программăна çĕнĕ номерсем кĕртни те вырăнсăр. Жюрире музыкăна, хореографие тата ытти жанрсене (программа тăрăх) ăнланакан специалистсем пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Фестиваль-конкурсăн ячĕ – «ПУТЕНЕ» - пирки шухăшласан куç умне çитĕнсе çитнĕ вĕçен кайăк тухса тăрать. Конкурса 3-10 çулти шăпарлансем çеç хутшăннине шута илсе ăна «ПУТЕНЕ ЧĔППИ» («ПЕРЕПЁЛОЧКА») тесе ят парсан мĕнлерех пулĕ-ши?
Репертуар пирки те лайăх шухăшламалла. 3-10 çулти шăпăрлансем ытларах юратăвăн пĕрремĕш туйăмĕ çинчен шăрантарни пире, аслисене, вăтантарать. Пĕр юрра темиçе юрлани – килĕшӳллĕ мар. Область шайĕнчи конкурса малтан районсенче ирттернĕ вăхăтра чи тивĕçлисене суйласа илнĕ номерсене кĕртсен çеç çак çитменлĕхсенчен хăтăлма май пулчĕ. Пултаруллă шăпăрлансем питĕ нумай, вĕсене шыраса тупса лайăх хатĕрлемелле çеç. Çак ĕçре хастар пултарулăх ертӳçисем те нумай. Çапла пулнине «Путене-2011» фестиваль-конкурс çирĕплетсе пачĕ.
 
: 1314, Хаçат: 45 (1137), Категори: Ачалăх утравĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: