Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пурăннă пулсан чăваш литературинчи паллă çыравçă, поэт, публицист, драматург Анатолий Сафронович Чебанов нарăсăн 3-мĕшĕнче 80 çул тултармаллаччĕ. Шел, çак кунччен пурăнаймарĕ вăл, 2011 çулхи çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче унăн чĕри вăхăтсăр тапма чарăнчĕ.
Хăйĕн паттăрĕсене, пултаруллă çыннисене халăх манмасть. Çакна тепĕр хут çирĕплетсе Чăнлă район администрацийĕпе УОЧНКА уйрăмĕ Анатолий Сафронович Чебановăн асăну каçне ирттерчĕç.
Район центрĕнчи Культура çуртне пухăннă халăха чи малтан паллă ентешĕн кун-çулĕпе паллаштарчĕç.
Анатолий Сафронович Чебанов 1937 çулта Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районне кĕрекен Çĕнĕ Шăхаль ялĕнче çуралнă. Хурăнвар-Шăхалĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Пăвари техника училищинче ял хуçалăх механикне вĕреннĕ. Ĕçленĕ хушăрах куçăн мар йĕркепе Курганри ялхуçалăх институтĕнче зооинженера вĕреннĕ. Çар службинче пулнă. Салтакран таврăнсан мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен хуçалăхсенче тĕп зоотехник пулса ĕçленĕ.
А. С.Чебанов — Раççей Федерацийĕн Писательсен союзĕн членĕ. Вăл çырнă пьесăсем тăрăх Чăваш академи драма театрĕ нумай çул спектакль лартнă. Анатолий Чебанов сăввисемпе чăваш композиторĕсем 200 ытла юрă çырнă, вăл вăтăра яхăн кĕнеке авторĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ.
Куракансемпе тăванĕсене уйрăмах унăн сăввисемпе тата çепĕç кĕвĕпе илемлетнĕ слайд-шоу пăлхантарчĕ. Сăнӳкерчĕксем пĕр-пĕринпе улшăннă вăхăтра унăн сăввисем вĕçсĕр хир çийĕн вĕçнĕ пек юхрĕç. Акă амăшĕн чĕрçи çинче ларакан пепке, шкул çулĕсем, салтак вăхăчĕ, çамрăклăх, çемье... Мăшăрĕ Алевтина Ивановна, Светлана хĕрĕ, Лидия кинĕ, Кристина мăнукĕ чăтса тăраймарĕç, вĕсен куçĕнчен куççуль юхрĕ. Залра ларакансен те куçĕсем шывланчĕç.
«Праски инке хĕр парать», «Праски кинеми мăнукне авлантарать» пьесисен кĕске пайĕсене курнă май вара халăх ахăлтатса кулчĕ.
Сцена çинчен салам сăмахĕсене чи малтан район администрацийĕнчи социаллă аталану управленийĕн пуçлăхĕ Наталья Краснова каларĕ.
-Чăнлă районĕнче туслă халăхсем пурăнаççĕ. Чăваш халăхĕ çак туслă кăшăлта хăйне ирĕклĕ туять. Пирĕн халăхăн вăйĕ те пĕрлĕхре. Анатолий Чебанова халалланă паянхи уяв, çак зала тулли халăх пухăнни эпир хамăра хамăр хисепленине çирĕплетет. Анатолий Сафронович – Чăнлă районĕн Хисеплĕ çынни, пурнăçĕнчи нумай çулне районти ялхуçалăхне аталантарассине панă. Çав вăхăтрах литературăра пысăк çитĕнӳсем тунă, - терĕ.
УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев чăвашлăха çĕклес ĕçре аслă ăру çыннисем – шурсухалсем – пысăк вăй хунине палăртрĕ. Кам хăш енĕпе пултарать – çав енĕпе ĕçленĕ. Пĕрин ĕçĕ те çухалман, вĕсем пĕр çӳпçене пухăнса пынă.
- Аслă шурсухалсенчен пĕри – Анатолий Сафронович Чебанов. Кашни çын çыравçă, поэт пулаймасть. Вĕсем – Турă çӳлтен ярса панă çынсем. Миçе пин çын савăнса вуланă, малашне те вулĕ унăн сăввисемпе пьесисене, хайлавĕсене! Миçе пин çын курнă унăн пьесисемпе лартнă спектаклĕсене! Вĕсем сцена çинчен нихăçан та каяс çук. Пире чăвашсене хисеплеççĕ. Хамăрăн кăна туслă пулмалла. Ытти халăхпа хирĕçмесĕр пурăнмалла. Вара çĕршыв хăвачĕ те ытларах ӳсĕ.
Анатолий Чебановăн 80 çулхи юбилейĕ ячĕпе пур чăваша та саламлатăп. Аслă Патриархăмăр И.Я. Яковлев: «Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр», - тенĕ. Пĕрле пулар, - терĕ.
Чăнлă районĕнче чăваш юхăмне пулăшса, аталантарса пыракансене – Аслă Нагаткинти ача-пăча спорт шкулĕн директорне Е.П.Краснова тата Покровски ялĕнчи шкул директорне В.А.Тигрова УОЧНКА ĕçтăвкомĕн Тав хучĕпе чысларĕ.
Уява Аслă Нагаткинти «Шанăç» халăх ушкăнĕ тăсрĕ. Каласа хăварас пулать, çак каç сцена çинчен Анатолий Чебанов сăввисемпе çырнă юрăсем тата сăвăсем чылай янăрарĕç. Сăвăсене вырăсла тата чăвашла Евгений Базунов (Аслă Нагаткин шкулĕ), Софья Мыгыш, Валерия Краснова (Ирçел шкулĕ) пăхмасăр каларĕç.
Ирçел шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Надежда Сайгушева шкулта ачасене Анатолий Чебановăн пултарулăхĕпе мĕнле паллаштарни пирки каласа пачĕ. Ентешĕмĕрĕн произведенийĕсем тăрăх ачасем тăван халăхăмăра, çутçанталăка, çĕршывăмăра юратма вĕреннине палăртрĕ.
-Урокра эпир А.С. Чебановăн пьесисене рольпе вулатпăр. Анатолий Чебанов умĕнче эпир пуç таятпăр. Çыравçăн ĕçĕсемпе çынсем ырра вĕренеççĕ пулсан унăн ĕçĕ харама кайманнине палăртать, - терĕ.
Чăваш литературинчи тепĕр паллă çыравçă, РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Валентина Тарават сăмахĕнче Анатолий Чебановпа иккĕшне пĕр ĕçпе ĕçленĕ кăна мар, вĕсем виççĕмĕш сыпăкри тăванĕ пулни çывăхлатнине те каларĕ. Чăвашсен нумай композиторĕпе çывăх ĕçленĕ поэт. Унăн сăввине кĕвве хуракансем хушшинче – Валентина Тарават та. Куракансене вăл «Сыв пул, анне» тата ушкăнпа «Тархасламастăп» юрăсене юрласа пачĕ.
Мария Шадриковапа Иван Сидоров «Çăлтăр çунă каçсенче», «Уйсас» ушкăн «Ӳкеççĕ çулçăсем», «Укăлча» ушкăн «Пур тăвансем пухăнсан» юрăсене шăрантарчĕç. Анатолий Чебанов тутарларан чăвашла куçарнă «Шыв хĕрринче» юрă икĕ чĕлхепе янăрарĕ.
Вырăнти поэт-çыравçă Александр Сидоров Анатолий Чебановпа пĕрле ĕçленĕ вăхăтсене аса илчĕ.
- Уйрăмах виличчен юлашки икĕ çул тачă çыхăнса ĕçлерĕмĕр. Эпĕ вăл яланах çыру сĕтелĕ хушшине васканинчен тĕлĕнеттĕм. Пурăнма, ĕçлеме васкатчĕ вăл, - тесе юлташне халалланă сăвă вуласа пачĕ.
РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Анатолий Юман аташĕпе, Анатолий Чебановпа, мĕнле паллашнине аса илчĕ. Çĕпрел районĕнчи Алешкин Саплăк ялĕнче ĕçлекен çамрăк çыравçă ун патне черетлĕ пьесине кăтартма илсе пынă, вуласа хак пама ыйтнă.
-Унтанпа нумай çул иртрĕ. Анатолий Чебановăн ячĕ çӳле çĕкленчĕ. Унăн пьесисем Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцена çинчен 17 çул каймарĕç. Кун пек хисепе К.Ивановăн «Нарспи» тата Н. Айзманăн «Кай-кай Ивана» пьесисем кăна тивĕçнĕ, - терĕ.
Анатолий Чебанова халалланă сăввине вуларĕ. Хăçан та пулин Чĕмпĕ-рте чăваш театрĕ уçăлас пулсан А.С.Чебановăн ятне пама ыйтрĕ.
Çак статьяна Анатолий Чебановăн «Çеçпĕл Мишшине» сăввăн йĕркисемпе вĕçлес килет. Паян вăл хăй пирки каланă пекех илтĕнет:
Ырлăх килес çук вăл самантрах,
Уншăн кĕрешес пулать вăрах.
Хĕрхенмесĕр хăвăн сывлăхна,
Хĕрхенмесĕр хăвăн пурнăçна.
  Сан шăпу та, сăвăç, çавнашкал.
  Тĕп тăвасшăн пулчĕ те усал -
  Парăнтараймарĕ пурпĕрех,
  Ĕмĕре эс юлтăн çеçкере.
Уяв каçĕ Шупашкартан килнĕ эстрада артисчĕсен илемлĕ концерчĕпе вĕçленчĕ. Татьяна, Алексей Шадриков тата Виталий Адюков ытларах Анатолий Чебановăн сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсене юрларĕç.
 
: 135, Хаçат: 6 (1407), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: