Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ялта чăх-чĕп, хур-кăвакал усраман çемье сайра пулĕ. Вĕсене ӳстерекен яланах ырришĕн ĕмĕтленет. Анчах ăшă витере ларакан чăх-чĕппĕн те тăшманĕсем сахал мар. Юлашки вăхăтра пирĕн облаçри ялсенче пăсара (хорек) е ытти тискер чĕрчун (тилĕ, юс) чăх витисене «хăнана» пырса чăхă юнĕпе е ашĕпе сăйланнă тĕслĕхсем нумайланса кайрĕç. Мĕн тумалла-ха сирĕн патăра пăсара вăрттăн çӳреме тытăнсан/
 
Пăсара – илемлĕ те питĕ чее тискер кайăк. Килти кайăк-кĕшĕкшĕн вăл питĕ хăрушă тăшман. Камăн-тăр витинче чăхăсем пуррине туйсан вăл пĕр чăхă юлмиччен пĕтермесĕр лăпланмасть. «Кĕтмен хăна» килнине асăрхарăр пулсан (витере вилĕ чăхăсем тупсан) çак тăшманран хăтăлмалли мелсем шырамалла.
Çакна астумалла: пăсара сунара çĕрле çеç тухать. Ăна витере кĕтсе ларма та пулать, анчах эсир темле шăп ларсан та вăл кунта этем пулнине туятех. Пăсара çав тери сисĕмлĕ чĕрчун.
Тытасах тетĕр пулсан алă айĕнче йывăр пальто е утиял пулмалла. Пăсарана асăрхасан ăна утиялпа хупламалла, çавăрса илсе читлĕхе хупмалла. Тытнă чухне вăл сире çыртса илесрен сыхланмалла. Ан çырттăр тесен унăн сăмсине хĕстерсе хума тăрăшмалла, çыртасран çăварне хăма е йывăç татăкĕ чиксе хумалла.
Тепĕр меслет – капкăн. Анчах пăсара çийĕ-нчех этем алли шăршине туйса илет, капкăн патне пымасть. Капкăнран алă шăрши ан кĕтĕр тесен ăна навуспа сăтăрмалла, чăрăш лăсси янă шывра вĕретсе илмелле е акшар (известь) шĕвекĕпе сĕрмелле.
Капкăна вăл кĕрекен шăтăк çывăхне лартмалла. Ниепле те тытаймарăр пулсан çапла тăвăр: витрене вăл унччен вĕлернĕ чăхха хурăр, ун тавра капкăнсем лартса тухăр. Чăхха кăларнă чух вăл пĕр капкăнĕ çине те пулин лекетех.
Тепĕр меслет те пур: йытă усратăр пулсан каçхине йытта унта хупма пултаратăр. Анчах вăл та чăхсене тытма пултарать. Лăпкă тата ăслă йытă, паллах, чăхăсене тĕкĕнмест.
Алла лекнĕ пăсарана мĕн тумалла/
Пăсарана вĕлерме хевте çитерейместĕр пулсан ăна кăларса яма пулать. Анчах вăл каллех килме пултарать. Сирĕн патăра мар-тăк – кӳ-ршĕр патне.
Мĕншĕн чăвашсем çак чĕрчуна пăсара ят панă-ха/ Ку ăнсăртран мар. Вăл чăхă витине кĕрсен кашта çинчи чăхăсем патне ыткăнмасть. Унăн хăйĕн меслечĕ пур: вăл кучĕпе чăхăсем еннелле çаврăнать те сарă тĕслĕ ырă мар шăршă кăларса ярать. Çак шăршăпа чăх-чĕп минрет. Çапла пĕр сас-чĕвсĕр вăл чăхăсене парăнтарать, юнне ĕçсе тăрансан тухса каять. Юлнă чăххисене ырана хăварать.
Чăвашсем мĕн авалтан пĕлнĕ пăсарапа мĕнле кĕрешмеллине. Тытнă пăсарана вĕлермен. Малти е хыçалти урисенчен çыхнă та урам варрине илсе тухнă. Виç ураллă кашта ăсталанă та пăсарана çакса шăрпăкпа тивертсе янă. Çулăм хыпнă пăсара хăрушла кăшкăрнă. Ытти пăсарасем ĕнĕк шăршине туйса тата «тăванĕ» çапла кăшкăрнине илтсе çак вырăнтан яланлăхах тарнă. Çапла туса пăхăр. Унсăрăн тертленсе ӳстернĕ хур-кăвакалсăр, чăх-чĕпсĕр юлма пулать.
 
: 524, Хаçат: 6 (1407), Категори: пeлсе тaма

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: