Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
1979 çулта эпĕ треста ĕçе вырнаçрăм. Авланнă кăна. Пире пурăнмалли кĕтес пачĕç. Çулталăкран мана Челябинск хулине пĕр уйăха çĕнĕ специальноçа алла илме вĕренме ячĕç.
Управляющи хушу çине алă пусрĕ.
- Кайса вĕренсе кил. Пире специалистсем кирлĕ, - терĕ.
Командировкăна кăшт маларах кайрăм. Манăн майăн 10-мĕшĕнче кăна вĕренме тытăнмаллаччĕ, эпĕ вара апрель уйăхĕнчех çула тухрăм. Челябинск хулине çитсе вырнаçрăм. Манăн шухăш - Красноярска кайса килмелле. Унта эпĕ 1972-1974 çулсенче хĕсметре тăнă. Юлташсене курас килчĕ, командирсене...
Красноярск Енисей шывĕ çинче вырнаçнă питĕ чаплă, илемлĕ хула. Йĕри-тавра чăтлăх вăрман, сăрт-ту. Сулахай çыранĕнче Мак-Мак сăрт. ГЭС енче Дивногорка текен вырăн пур. Унта Красноярскри паллă юпасем. Вĕсем чăнкă çыран хĕрринче, питĕ илемлĕ.
Çĕпĕрте 192 тĕрлĕ халăх çынни пурăнать. Çынсем унта питĕ кăмăллă, тарават. Эпĕ Норильск, Дудинка, Минусинск, Канск, Кызыл, Абакан хулисенче пулнă. Стройбатра службăра тăнă май çав хуласенче тĕрлĕ çуртсем хăпартнă.
Красноярскри юлташсем аван кĕтсе илчĕç, хăналарĕç. Часах каялла вĕçмелле, билетне те илсе хунă, кĕсьере.
Манăн майăн 9-мĕшĕнче çуралнă кун. Аэропорт ресторанĕнче менелнике паллă туса ларатпăр. Аванах хĕрнĕ. Акă ман рейса регистраци тума тытăнчĕç.
-Эпĕ кайрăм, - тетĕп юлташсене.
- Ĕлкĕрен, тепрер 100 грамм ĕçер, çул курки пултăр, - теççĕ уйрăласшăн мар пулса.
Давай пулсан – давай! Тата ĕçрĕмĕр.
Эпĕ пассажирсене регистраци тунă вырăна чупса антăм. Диспетчер ман билета илчĕ те:
- Эсир кая юлнă, - терĕ. – Ку рейспа вĕçейместĕр. Эпир самолета кирлĕ чухлĕ пассажирсемпе тултарнă. Тепĕр талăкран кăна вĕçме пултаран - транзитлă рейспа.
Çитменнине, билет çине кая юлнă пирки çырса хучĕ.
Манăн вара каймаллах, майăн 10-мĕшĕнче вĕренме тытăнмалла. Мĕн тумалла/ Смена пуçлăхĕпе те калаçатăп, ытти пуçлăхсемпе те... Пурте пĕр шухăшлăн пулса самолетра вырăн çук теççĕ. Телеграммăсемпе васкаса каймаллисем нумай имĕш.
Урама тухрăм. Пăхатăп, пирĕн рейс самолечĕ çӳллĕ мар хӳме çумĕнчех тăрать, пассажирсем ун патнелле утаççĕ. Эпĕ нумай шутласа тăмарăм, хӳме урлă сиксе каçрăм та пассажирсемпе пĕрле утма пуçларăм. Алăра пĕр портфель кăна. Урамра лӳшкесе юрлă çумăр çăвать. Трап патне çитсен стюардесса кăшкăрать:
- Малтан ачаллисем иртĕр, кайран – телеграммăллисем.
Эпĕ вĕсене ирттерсе ятăм та паспорта уçса билета хутăм, кая юлни пирки çырнине пӳрнепе хупларăм. Мана ирттерсе ячĕç. Стюардесса пушă вырăнсене ларма хушать. Эпĕ кĕрсе лартăм, çыхăнтăм, ларатăп сывламасăр. Пурте кĕрсе пĕтрĕç. Вырнаçайман-ха. Стюардесса кам ăçта вĕçнине çырса патак лартса пырать. Пĕрре шутласа иртсе кайрĕ, тепре... Иккĕн шутларĕç. Пĕр çын ытлашши тухать. Виççĕн шутларĕç - пурпĕр çаплах. Пĕр стюардесси кама та пулин хăй ирĕкĕпе анса юлма ыйтрĕ. Камăн юлас килтĕр – пурин те вĕçмелле. Стюардессăсем хирĕçсех кайрĕç.
Эпĕ нумай шухăшламарăм, çумри ачана чĕрçе çине лартрăм та ура çинче тăракан çынна вырăн патăм. Çур сехетрен вĕçсе кайрăмăр.
Челябинска вĕçсе çитсен траппа аннă чухне стюардессăна хам билета кăтартрăм. Вĕсем кам вăрттăн вĕçсе килнине чухларĕç те мана трап çинчен çапса, тапса антарса ячĕç.
 
: 97, Хаçат: 6 (1407), Категори: Асаилӳсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: